Контент патне куҫ

Алакĕр Ваçлейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Алакер Василий Осипович ҫинчен куҫарнӑ)
Алакĕр Ваçлейĕ
Çуралнă вăхăт: 1906 çулхи кăрлач, 5
Çуралнă вырăн: Тосинкасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Ен Шупашкар районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1988, кăрлач, 17
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен.
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ, тишкерӳçи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ

Алакĕр Ваçлейĕ (вырăсла — Алагер Василий Осипович, паспортра — Осипов), (1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕ Шупашкар уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Тосинкасси ялĕ1988 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ, Шупашкар) — чăваш прозăçĕ, драматургĕ, тăлмачĕ, тишкерӳçи. Горький ячĕллĕ литература институтне вĕренсе пĕтернĕ[1][2].

Ун вăхăчĕпе евĕрлĕ ашшĕн ятне хушаматра усă курнă, çавăнпа ун паспортра Осипов. Чăваш хушамачĕ Алакĕр, 1930 çулта «Пулас çĕнĕ ял» (Пулас çĕнĕ йал) Алакĕр Вăçлейĕ курма пулать. 1948 çулти «Икĕ юлташ» кĕнекинче В.О. Алагер тăрать. 2011 çулта пĕр чăвашла хыпарта унăн хушаматне Алакĕр çыраççĕ[3]. 2012 çулта Чăваш чĕлхи комиссийĕ те Алакĕр хушаматне мĕнле çырнине çирĕплетет[4]

СССР ÇП пайташĕ (1949 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1981 ç.).

1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Шупашкар уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Тосинкасси ялĕнче çуралнă. Ялти чиркӳ прихучĕн шкулĕнче, Çĕрпӳри икĕ класлă шкулта вĕреннĕ.

«Сунтал» тата «Ялав» журналĕсенче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ пулнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степеньлĕ орденĕпе медальсене тивĕçлĕ пулнă.

1988 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ, Шупашкарта вилнĕ.

Арăмĕ — Ефремова Екатерина Иосифовна, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Чăваш АССР халăх ӳкерçи.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пулас çĕнĕ ял. 1930 çул. Кĕнеке хуплашки.
Икĕ юлташ. Алакĕр Ваçлейĕ. 1948 çул. Кĕнеке хуплашки
Алакĕр Ваçлейĕ

Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Пулас çĕнĕ ял» (1930);
  • «Паттăр Çапук» (1931);
  • Кахал (1934);
  • Икĕ юлташ (1948);
  • «Çул юппинче» (1961);
  • «Тăван литература пирки» (1963);

Çавăн пекех чăваш чĕлхи çине М. Горький, А. Чехов, М. Шолохов, К. Тренев, А. Серафимович, Н. Гоголь авторсен ĕçĕсене куçарнă.

Куçарнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алакĕрĕн ĕçĕн чи пысăк пайĕ куçару пулнă[5]

  • «В степи», «Прекрасная Франция», «Колюша» А. Горький
  • «Вишневый сад» А. Чехов
  • «После бала», «Севастопольские рассказы» Л. Толстой
  • «Сорочинская ярмарка», «Ночь перед рождеством», «Страшная месть», «Шинель» Н. Гоголя
  • «Пиковая дама» А. Пушкина
  • «Безработные» Э. Золя,
  • А. Серафимович калавĕсем,
  • «Любовь Яровая» К. Тренева,
  • «Красный галстук» С. Михалкова,
  • «Поднятая целина» роман сыпăкĕсем, М. Шолохов
  • «Молодая гвардия» роман, А. Фадеев
  1. Агаков, Л. Пирĕн тус Алакĕр / Л. Агаков // Ялав. – 1976. – № 1. – С. 13-14.
  2. Василий Алагер // Тăван Атăл. – 1976. – С. 75-76.
  3. Дедушкин, Н. Пурнăç илемĕ – пархатарлă ĕçре / Н. Дедушкин // Тăван Атăл. – 1981. – № 1. – С. 77-79.
  4. Eфимов, Г. Аса илӳсем / Г. Eфимов // Тăван Атăл. – 2003. – № 3. – С. 46-48.
  5. Константинов, В. Трак тăрăхĕнче вăй илнĕ çыравçă / В. Константинов // Ялав. – 1996. – № 1. – С. 119-120.
  6. Малов, А. Пурнăçпа çума-çумăн / А. Малов // Тăван Атăл. – 1986. – № 1. – С. 65.
  7. Михайлова, Г. Чăваш çыравçисемпе журналисчĕсем – фронтра / Г. Михайлова // Хыпар. – 2011. – 22 нарăс. – С. 4.
  8. Романова, Ю. Иксĕлми вăй-халпа / Ю. Романова // Ялав. – 1986. – № 1. – С. 24.
  9. Тихонов, П. Сăпайлă çыравçă / П. Тихонов // Хыпар. – 1996. – 5 кăрлач.
  10. Уткин, Г. Манас марччĕ те, манатпăр пулĕ çав... : [аса илӳ] / Г. Уткин // Хыпар. – 2006. – 2 пуш. – С. 3.
  11. Якимова, Л. Кĕнекисем архивра çеç / Л. Якимова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2006. – 3 нарăс (№ 4). – С. 10.
  12. Агаков, Л. Наш друг Алагер / Л. Агаков // Совет. Чувашия. – 1975. – 5 мая.
  13. Афанасьев, П. Алагер (Осипов) Василий Осипович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 19-18.
  14. Драматургия послевоенных лет (1945–1953) // Проблема конфликта в чувашской драматургии. – Чебоксары, 1966. – С. 53-71.
  15. Драматургия предвоенного десятилетия (1930–1940) // Проблема конфликта в чувашской драматургии. – Чебоксары, 1966. – С. 26-43.
  16. Метин П. Н. Алагер (Осипов) Василий Осипович / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 53.
  17. Осипов Василий Осипович (Алагер) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 309.
  18. Ялгир, П. Алагер (Осипов) Василий Осипович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 8-9.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]