Алексеев Павел Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Алексеев Павел Алексеевич (20.6.1876, Кутемер ялĕ, Шупашкар уесĕ (халĕ Куславкка районĕ, Чăваш Республики) – 24.1.1939, Шупашкар, Чăваш АССР, тĕрмере) – «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, 1905–07 çулхи революцие хутшăннăскер[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1876 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи (Хусан кĕперни) Кутемер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялта пуçламăш классенче пĕлӳ илнĕ.

1904–1906 çулсенче Санкт-Петербург хулинче электромонтёр ĕçĕпе пурăннă. Вырăс педагогика пĕрлĕхĕ йĕркелесе янă курссенче, çав шутра Лесгафт ирĕклĕ аслă шкулĕнче, пĕлĕвне аталантарнă.

1906 çулта тăван яла таврăннă. Пропаганда ĕçĕпе хăтланнă, Хусанти чăваш эсерĕсен организаципе çыхăннă пулнă. «Хыпар» хаçатăн редакторне С.И. Игнатьева ареслесен, эсерсем ăна хаçата кăларакан редактор ĕçне сĕннĕ. Хусан кĕпернинчи чăвашсем ăна 2-мĕш Патшалăх думине суйлама кандидата тăратнă, анчах та кăрлач уйăхĕнче кĕпернери суйлакансен пухăвĕнче Павел Алексеевича аресленĕ. Унпа пĕрлех «Хыпар» хаçата та аресленĕ. Тӳре унран айăпне сирнĕ пулин те, редактор ĕçне каялла таврăнайман.

1912 çулчен Хусанти электростанцире электромонтёр пулса ĕçленĕ. 1930-мĕш çулсенче колхозра тăрăшнă.

1937 çулта Павел Алексеевич репресси айне пулнă. 1939 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта тĕрмере вилнĕ.

1958 çулта ăна реабилитациленĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]