Контент патне куҫ

Игнатьев Сидор Игнатьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сидор Игнатьев
Çуралнă чухнехи ят: Игнатьев Сидор Игнатьевич
Çуралнă вăхăт: 1877, нарăс, 2
Çуралнă вырăн: Йĕкĕрвар ялĕ, (халĕ Чăваш Ен Çĕрпӳ районĕ), Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1917, çĕртме, 9
Вилнĕ вырăн: Вилен кĕпĕрни
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата çутĕçпе политика ĕçченĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1906 - 1917
Жанр: публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Сидоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Игнатьев Сидор Игнатьевич (1877, нарăс, 2, Йĕкĕрвар ялĕ (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни) - 1917, çĕртме, 9, Вилен кĕпĕрни, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи) — «Хыпар» хаçат редакторĕ, журналист тата публицист [1].


1877 çулта Шупашкар уесĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) 1977 çулта çуралнă. Хусанти учительсен институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта ĕçленĕ. «Хыпара» пырас умĕн Хусанти 4 класлă училищинче вĕрентнĕ.

«Хыпар» хаçат редакторĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанхи редакторсем пекех, С. Игнатьев — пултаруллă журналист тата публицист. Хаçат урăх çын аллине куçсан, йăлана кĕнĕ йĕркепе, çĕнĕ редактор кĕпĕрнаттăра хăйĕн программипе паллаштарнă. Кĕпĕрнаттăр ăна ырласа йышăннă. С. Игнатьевăн редактор ĕç-хĕлĕ нумая тăсăлман. Вăл алă пуснă пур номерте те — полицин чунсăр ĕçченĕсене, хуралçăсене, жандармсене критиклесе çырнă çивĕч материалсем тухнă. Тĕслĕхрен, 3-мĕш редактор кăларнă пĕрремĕш номертех (1906 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ) — пысăк шрифтпа калăпланă редакци материалĕ. Унта Шупашкар уесĕнче хресченсен пăлхавне хутшăннă 60 чăваша ареслени çинчен пĕлтернĕ.

Сидор Игнатьевăн çакăн пек çивĕч критикине тӳре таврашĕ асăрхамасăр тăма пултарайман. 1906 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 43-мĕш номере полици арестленĕ. Тепĕр кунне хăйне те хула театрĕнченех тĕрмене тытса хупнă.

Ют çĕршыври пурнăç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Суд Сидор Игнатьева эсерсен партийĕпе çыхăну тытнăшăн айăплать, пилĕк çуллăха ссылкăна ямалла тăвать. Каярахпа ют çĕршыва кăларса яраççĕ. 1907-1910 çулсенче вăл Францире пурăнать, тĕрлĕ университетра вĕренсе пĕлĕвне малалла ӳстерет, французла тата нимĕçле лайăх калаçма хăнăхса çитет, пĕрлĕх пурнăçне хутшăнать. Сăмахран, чи лайăх сочиненисен конкурсĕнче вăл «Приз» ятлă сумлă премие тивĕçет.

Раççее таврăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1910 çулта Раççее таврăнать. Сидор Игнатьев хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп çул-йĕре суйласа илет — çар училищине вĕренме кĕрет. 1916 çулта ăна пĕтерсе прапорщик пулса тăрать. Çакă паллă: Сидор Игнатьев пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Кĕçĕн поручика, рота командирне фронтри хаюлăхпа паттăрлăхшăн Георгий хĕресĕпе тăватă хут чысланă.

1917 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл Вилен кĕпĕрнинче, çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]