Кириллов Сергей Кириллович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Сергей Кириллов
Kirillov S K.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Кириллов Сергей Кириллович
Çуралнă вăхăт: 1878, çĕртме, 4
Çуралнă вырăн: Лешкас Мăнçырма ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енри Вăрмар районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1966
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР СССР
Ĕçлев тĕсĕ: пĕрлĕх ĕçĕ, проза, куçару ĕçĕ
Жанр: публицистика, фольклор
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Disambig gray.svg Кириллов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Кириллов Сергей Кириллович, — «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, вĕрентекен. 1878 çулта Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Лешкас Мăнçырма ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

С.К. Кириллов хăйĕн пурнăçĕ çинчен çакăн пек çырса хăварнă: «Эпĕ чăваш çĕрĕ çинче Лешкас Мăнçырмара 1878 çулта çуралнă. Пирĕн аттесем — тĕп чăваш. Ахвантер йăхĕнчен тухнă; Хресчен пулнă. Атте, çĕр ĕçĕнчен пуçне, начартарах пурнăçăмăра тĕрлĕ ăсталăхпа пулăшнă: хĕлле кӳршĕсемпе пĕрлешсе йывăç савăт-сапа (тирĕк-чашăк) тăватчĕç, çуркунне çип пĕвететчĕç, çăва тухсан урапа кустăрми çапатчĕç...

...1906 çулта Н.В. Никольский чи пĕрмĕш чăвашла «Хыпар» хаçат кăларма пуçларĕ. Çак хаçата хăй Хусантан тухса кайсан мана парса хăварчĕ. Ман алăран эпĕ редактор-издатель чухне вун пĕр номер "Хыпар" тухрĕ.

Çав 1906 çулта кĕркунне манăн та тухса каймалла тулчĕ Хусантан. Çакăнтан пуçласа 1941 çула çитиччен Пушкăрт АССРĕнчи Пелепей уесĕнче Шаровка ятлă ялти (украинецсен ялĕ) шкулта ĕçлесе пурăнтăм. Мана инспектор: «Чăваш шкулĕнче вырăн çук», — тесе вырăс шкулне ячĕ... «Пурĕ пĕр эсĕ учитель пулса нумай пурăнас çук, пупа кайăн», — терĕ. Ирĕксĕр килĕшмелле пулчĕ.

Çак ялта эпĕ, шкулран пуçне, халăх ĕçĕсене те ĕçленĕ. Шкулшăн тăрăшни сахал мар. Эпĕ ыйтнипе уесри земство пирĕн пĕр класлă шкула икĕ класлă турĕ. Ютран килсе вĕренекен чăваш-тутар ачисем валли çурт лартса общежити уçăлчĕ. Пĕрмĕш вăрçă умĕн ăсталăха (ал ĕçне) вĕрентмелли класс валли тата тепĕр çурт лартма пуçланăччĕ, анчах ăна туса пĕтерме вăрçă чарчĕ. Мана хама та фронта ячĕç. 1915 çулта тыткăна лексе 1918 çулхи декабрьте тин таврăнтăм та каллех хам шкула кĕтĕм. 1935 çул хыççăн ман сывлăх каялла чака пуçларĕ, çавăнпа 1941 çулта Красноярск хулине хĕрĕмĕр патне арăмпа куçрăмăр. 1960 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕ».

С.К.Кириллов хăçан вилни паллă мар. Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институтне вăл юлашки хут Красноярскран 1962 çулта çырнă, ун чухне 84-ра пулнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]