Алмантай Владимир Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алмантай Владимир Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1966, ака, 17
Çуралнă вырăн: Хĕрлĕ Çыр ялĕ, Елчĕк районĕ Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Ăслăх сфери: культурологи
Альма-матер: Хусанти патшалăх педагогика институчĕ
Ăслăх ертӳçи: паллă мар
Паллă вĕренекенсем: паллă мар
Паллă: Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2016), «ЧМ 90 çулта медаль» (2010), В.В.Николаев академик премийĕн лацуреачĕ (2011), Вырăх Кнеç сăвар премийĕн лауреачĕ тата Мухтав Паллине тивĕçнĕ, Чăваш республикин культура, нацилĕхсен ĕçĕсен тата архив министăрлăхĕн Хисеп грамоти.
Сайт: https://сувары.рф/ru

Алмантай Владимир Николаевич (2018-мĕш çулччен Иванов, 17.4.1966, Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕ Çыр) — культуролог, пĕрлĕх ĕçлевçи. Культурологи кандидачĕ (2017), Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (2018). Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2016). 2007-мĕш çултан пуçласа «Сувар» Фонд директорĕ. «Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ» ООО тытса тăракан Сăвар-пăлхар-чăваш культурин тата Почта музейĕсен директорĕ (2017-мĕш çултанпа). Истори-культурологи тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ Фончĕн директорĕн çумĕ (2001-мĕш çултанпа).

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.Н. Иванов (2018-мĕш çултанпа Алмантай) 1966-мĕш çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăваш республикинчи Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕ Çыр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ – Николай Иванович – Тăрмăшри вăтам шкулта географипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ; çав вăхăтрах чăваш йăли-йĕркипе те питĕ хытă кăсăкланнă. Ял, йăх кун-çулне, историне çырса пынă[1].

Ăçта вĕренни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул[1]
  • Сĕнтĕрвурринчи 9-мĕш профессипе техника вĕрентĕшĕ[1].
  • Хусанти патшалăх педагогика институчĕ (1992-мĕш çулта пĕтернĕ)
  • Мускаври Славян культурин патшалăх академийĕн аспирантури (2015-мĕш çулта пĕтернĕ).

Ăçта ĕçлени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Çĕрпÿри шкул-интернатра витеревçĕ пулса ĕçленĕ (1991-1993)
  • «Дизайн-проект» суту-илÿ-индустри йĕркелĕмĕнче консультант (1993-1997)
  • «Аристар», «Резон», «Конвейерпривод» ОООсенче директор çумĕ (2007-2017)
  • «Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ» ООО тытса тăракан Сăвар-пăлхар-чăваш культурин тата Почта музейĕсен директорĕ (2017-мĕш çултанпа).
  • Истори-культурологи тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ Фончĕн директорĕн çумĕ (2001-мĕш çултанпа).


1984-1986-мĕш çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă, взвод командирĕн çумĕн шайне çитнĕ. Вăтăра яхăн ăслав ĕçĕн авторĕ. Интернетри сувары.рф сайтăн ([1](ĕçлемен каçă)) хуçи шутланать.

Кун çути курнă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Алмантай В.Н. Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации / В.Н. Алмантай. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2018. - 167 с.: ил. ISBN 978-5-7670-2755-2
  • Иванов В. Н. Культурная идентификация суваро-булгаро-чуваш. // Вестник славянских культур. — 2015. — Вып. 2. — С. 67—74.
  • Иванов В. Н. Национальное самосознание как модель сохранения народа суваро-булгаро-чуваш. // Российское государство и социально-экономические вызовы современности: сборник научных статей. Том II. — Москва: Проспект, 2015. — С. 330—333.
  • Алмантай В. Н. Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 272 с., ил.
  • Алмантай В. Н. Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений. — Чебоксары, 2012. — 96 с.: илл.
  • Алмантай В. Н. Кто мы — суваро-булгары или чуваши? Очерки. Изд. 2-е, сокр. — Чебоксары, 2011. — 78 с.
  • Алмантай В. Н. Кто мы — суваро-булгары или чуваши? Очерки. — Чебоксары, 2010. — 136 с., ил.
  • Алмантай В. Н. Предания старины глубокой. Историко-краеведческие заметки. — Чебоксары, 2009. — 56 с.
  • Алмантай В. Н. Сувары — предки чувашей. Очерки. — Чебоксары, 2008. — 116с.

Культурологирен историографи тата лингвистика патнелле[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кашгари картти

В. Н. Алмантай — культуролог. Ниçта та, нихăш сумлă çăлкуçра та, ăна «историк» е «лингвист» тесе палăртни е хаклани курăнмасть. Çапах та «таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕ» тенисем пур. Кунсăр пуçне, пĕрлĕх хастарĕ пулнă май, унăн пурпĕрех ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăшĕсене калама тивет. Мĕнлерех-ха унăн çак енĕпе курăмĕсем?

Сувар.рф сайтара (ăна культурологи кандидачĕ Алмантай Владимир Николаевич тытса тăрать) çапла каланă[2]:

<Куçару: Пăлхарсемпе сăварсем Каспиçумра

Admin - 11-мĕшĕ, сентябрь, 2012 - 22:49.

Махмуд ал-Кашгари XI ĕмĕрти хăйĕн карттинче Пăлхар хулине Каспи (Хазар) тинĕсĕ çывăхĕнче Атăл вурринчен сулахаярахра вырнаçтарнă. Сăвар хулине вара — Атăл вурринчен сылтăмалла (хальхи Дагестан территорийĕнче теме май пур).

Вăл çырса кăтартакан XI ĕмĕрти пăлхарсемпе сăварсем Византи (Рÿм) çывăхĕнче вырнаçăннă, урăхла каласан Хазарипе Дунайçи Пăлхар территорийĕнче. Хазар каганачĕ 965-мĕш çулта, Дунайçи пăлхарсен патшалăхĕ 1018-мĕш çулта арканнине шута илсен, Кашгари çавсенчен юлса Каспи çумĕнче (çавăн пекех, ахăртнех, Хура тата Азов тинĕсĕсен çумĕнче те) пурăннă сăварсемпе пăлхарсене çырса кăтартнă пек пулса тухать. Махмул ал-Кашгарие ĕненес пулсан, асăннă тĕлелле çак тахçан огур чĕлхиллĕ пулнă пăлхарсемпе сăварсем печенег тата/е огуз тата/е половццă-кыпчак (кумык-карачай=балкар ушкăнĕ) чĕлхисене куçса пĕтнĕ (маларах Дунайçи пăлхарсем те кăнтăр славян чĕлхине куçнă, авă, — анчах этнонимсем сыхланса юлнă).>

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 АВАЛЛĂХА ТĔПЧЕКЕН - Елчĕк Ен хаçат, 15.06.2019
  2. ^ Диван Лугат ат-Турк // В. Н. Алмантай сайчĕ