Контент патне куҫ

Алтай Республикин историйӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
РФ картти ҫинчи Алтай Республики

Алтай Республикин историйӗРаҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн историйӗ.

Историчченхи вӑхӑт

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Онгудай районӗнче тупнӑ нумай шайлӑ "Усть-Каракол" палеолит чарӑнӑвӗнчи (авалхи ҫынсен пурӑннӑ вырӑн) разрезӗн тӗпне тӑвакан аллювий хывӑмӗн археологиллӗ тата палеонтологиллӗ материалӗсем вӑтам плейстоценӗн иккӗмӗш ҫурринче (282—133 пин ҫул каялла), Кара-Бом индустрийӗ тури плейстоценӗн иккӗмӗш ҫурринче (120—50 пин ҫул каялла), Усть-Каракол индустрийӗ тури палеолитре (50—40 пин ҫул каялла) датӑлаҫҫӗ. Урсул юханшывӗн пуҫӗнчи нумай шайлӑ Кара-Бом чарӑнӑвӗ 77—33 пин ҫул каялла пулнӑ, Кӗҫӗн Яломан юханшывӗн сулахай хӗрринче Кӗҫӗн Яломан хӑвӑлӗ, Кӗҫӗн Яломан ялӗнчен 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, 38,5 пин ҫул каялла пурӑннӑ пулнӑ[1][2][3][4].

VIII—III ӗмӗрте пирӗн эрӑччен Алтайра пазырыксем пурӑннӑ, унтан Атлайри выльӑх чӗрчун стилӗн хайлавҫисем — скифсем. Пӗр вырӑнта пырыксемпе Кара-Кобин культури пурӑннӑ. Вӗсем Алтайра пирӗн эрӑччен иккӗмӗш пин ҫулхи пурӑннӑ Кара-Коль культуринчен тухнӑ[5][6][7][8][9][10][11].

Пирӗн эрӑччен III ӗмӗрӗн вӗҫӗнче гунну-сарматсен историллӗ тапхӑрӗ пуҫланӑ. Пирӗн эрӑччен II ӗмӗрте ҫӗнӗ Булан-Кобин культурин ҫуралнишӗн ҫӗнӗ халӑх хутшӑннӑ. Пирӗн эрӑччен II ӗмӗртен пуҫласа пирӗн эрӑн V ӗмӗр таран вӑл Тури Алтайра пурӑннӑ. Чендек ялӗн юнашарти выртакан авалхи масарӑн чавса шыранипе тупнӑ китай тӗкӗрӗ хальхи вӑхӑтра "Алтай Республикин А. В. Анохин ячӗллӗ наци музейӗнче" усрать. Ку Хунну вӑхӑчӗнчи Алтайри куҫӑн халӑхӑн Китайпа суту-илӗве палӑртакан сайра тупнӑ япала[12][13][14].

Катунь юханшывӗн сылтӑм хӗррисен тури аллювий террасинче Майма ялӗнчен ҫурҫӗрелле Майма археологиллӗ комплексӗ вырнаҫнӑ. Пирӗн эрӑн пӗрремӗш пинӗн пӗрремӗш ҫурринче Майма культурин палӑкӗсем Салаир тухӑҫ пайӗн ту умӗнчи зонӑра тата Алтай ҫурҫӗр ту умӗсенче сарӑлнӑ[15]. Пирӗн эрӑн VI ӗмӗртен алтайсен несӗлӗсем - тӗрӗксем - Вӑтам Ази хуҫисем пулса тӑнӑ[5][6].

Белуха тӑвӗ (алт. Ӱч-Сӱмер — «Виҫпуҫлӑ», алт. Кадын-Бажы — «Катунь тӳпи», каз. Мұзтау Шыңы[16][17])

Алтай - пур тӗнчен хальхи тӗрӗк халӑхӗсен тӑван ҫӗршывӗ, ӑҫта пирӗн эрӑччен 552 ҫулта авалхи тӗрӗксем хӑйсен патшалӑхне - канагат (каганлӑх) тунӑ. Патшалӑхлӑха пула пур каганатӑн халӑхӗсем хушшинчи паянхи пӗлнӗ орхон-енисей руна ҫырулӑхӗ сарӑлнӑранпа тӗрӗксен чӗлхи йӗркеленнӗ. Ҫавӑнпа хальхи ӑслӑлӑх тӗнчинче "алтай ҫемйи" тени ҫуралнӑ (ӑҫта пысӑк пилӗк чӗлхе ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ: тӗрӗк, монгол, тунгус-маньчжур тата гипотеза шутланакан корейпе япон-рюкю) тата ҫӗнӗ ӑслӑлӑх юхӑмӗ пур - алтаистика.

Геополитика вырӑнне пула Алтай Еврази варринче вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ историллӗ тапхӑрсенче вӑл тӗрлӗ халӑхсемпе культурӑсене пӗрлештернӗ.

1399 ҫулта Монгол Империйӗн арканӑвӗ хыҫҫӑн Тури Алтай территорийӗ Ойрат Ханлӑхӗнче е Дербен-Ойратра (Пӗрлешӳ е Тӑватӑсен Патшалӑхӗ) кӗнӗ.

Раҫҫей Империйӗ патӗнче Алтайӑн пӗрлештерни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Раҫҫей патне 200 ҫул ырӑ кӗни чысне мемориал хӑми

XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче вырӑс ҫарӗсем Алтайра килнӗ. 1633 тата 1642 ҫулта П. Сабанский улпучӗн ывӑлӗсем Ылтӑн кӳлӗччен ҫитнӗ, ӑҫта вырӑнти халӑхсене ҫӗнтернӗ.

Вӑрах вӑхӑт Алтай Джунгар Ханлӑхӗн варринче пулнӑ. Вырӑс ҫулҫӳревҫисем алтайсене "шурӑ калмӑксем" ят панӑ. 1756 ҫулчченхи кӑнтӑр алтайсем (алтай-кижисемпе телеутсем) джунгарсен аллинче пулнӑ, унтан Джунгар патшалӑхӗнчен арканӑвӗ хыҫҫӑн Раҫҫей патшалӑхӗнче кӗнӗ. Анчах ҫурҫӗр алтайсем (кумандысем, тубасем, чалкансем) Раҫҫей йышне питӗ кайран кӗнӗ. Раҫҫей йышӗнчи алтайсем Цин ҫарӗсенчен хӳтӗленнӗ[18].

1756 ҫулта вуникӗ алтай зайсанӗсем Раҫҫей Империйӗ патне ырӑ кӗни ҫинчен ыйту панӑ[19].

1824 ҫулта кунта Бийскрен килнӗ вырӑс ҫӗнӗ ҫӗре куҫса ларнӑ ҫыннисем телеутсен пурӑнан вырӑнӗнче Улала ялне никӗсленӗ. Унӑн малалли аталанни Алтай чиркӳ миссийӗпе ҫыхӑннӑ. 1831 ҫулта Улалара миссионерсемпе чиркӳ ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ, ик-виҫ уйӑхран ялта Бийск улпучӗсем пурӑнса килнӗ. Ик-виҫ вунӑ ҫултан Улала Томск кӗпӗрнин Бийск уесӗн пысӑк суту-илӳ центрӗ пулса тӑнӑ.

1864-1865 ҫулсенче чикӗленӗ пӑхӑнманлӑхлӑ икӗ теленгит отокӗ (Вӑтам ӗмӗрсенчи Монголире феодал хуҫалӑхӗ) - Пӗрремӗш тата Иккӗмӗш Чуй вуласӗсем пек[20], Раҫҫей йышне кӗнӗ. Ҫакпа Тури Алтайӑн Раҫҫей Империйӗн йышне кӗни вӗҫленӗ.

Алтай Республикин йӗркеленӗвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Совет влаҫӗ тӑратнине пула вилннисене палӑк

1919 ҫулӑн вӗҫӗнче Алтая совет влаҫӗ килнӗ.

1918 ҫулхи нарӑсӑн уйӑхӗнче Улалара хресченпе салтак депутатӗсен канашӗ туса хунӑ, унӑн пӗрремӗш ертӳҫӗ - И. И. Некоряков пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канашӑн тыт панӑранпа наци правительстви пекки паллӑ культура ӗҫченӗ Г. И. Гуркин ертӳҫипе Каракорум-Алтай тӑрӑх управи туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ. Утӑн 14-мӗшӗнче Улалана Сатунин капитанӗн шурӑ гвардин отрячӗ илнӗ. 1918 ҫулта Улала центрӗпе Тури Алтай (Каракорум) уесӗ йӗркеленӗ[21]. 1919 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Ф. И. Усольцевӗн партизан отрячӗ яла ҫапӑҫса илнӗ чух совет влаҫне ҫӗнетсе тутарнӑ.

Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн Ойрат автономиллӗ облаҫӗ туса хунӑ. 1922 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ПВӖК декречӗпе ҫӗнӗ облаҫӑн администрациллӗ центр Улала ялӗ йышӑннӑ. Ултӑ ҫултан, 1928 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче XIII пуххин ПВӖК Президиумӗн йышӑнӑвӗпе пурӑнан вырӑна хула статусне панӑ[22].

1932 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Ойрат автономиллӗ облаҫне Ойрот автономиллӗ облаҫӗ ят панӑ (тӗпхула - Ойрот-Тура хули), ӑна 1948 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Тури Алтай автономиллӗ облаҫне улӑштарнӑ, унӑн тӗпхулана Горно-Алтайск ятне улӑштарнӑ.

1990 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче суверенитет йышӑннӑпа АССР-ччен статус ӳстернӗ[23]. 1991 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче Раҫҫей йышӗнчи республикӑччен статус ӳстернӗ (Тури Алтай АССР пек)[24]. 1992 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче "Тури Алтай Республики" йышӑннӑ, 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчен "Алтай Республики"[25].

1997 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче конституци йышӑннӑ, унтан ялавпа герб. Алтай Республикинчи алтайла тата вырӑсла пӗр тан правӑллӑ чӗлхесем.


  • Томск кӗпӗрнин йышӗнче. Документсен пуххи. Горно-Алтайск: Алтай Республикин архив ӗҫӗсен комитечӗ. 2004. 560 с.[26]
  • Святогорье. Атлай крайӗнчи Архив фончӗн Усравӑн центрӗн документсенчи Атлай Республикин историйӗ. XVII-XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗ. Горно-Алтайск: Алтай Республикин архив ӗҫӗсен комитечӗ. 2000. 232 с.[27]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Деревянко А. П., Шуньков М. В. Развитие палеолитических традиций на Алтае и проблема становления человека современного вида. Преемственность и трансформации в древних и средневековых обществах по археологическими антропологическим данным // Традиции и инновации в истории и культуре 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ., 2015
  2. ^ Деревянко А. П., Петрин В. Т., Рыбин Е. П. Характер перехода от мустье к палеолиту на Алтае (по материалам стоянки Кара-Бом) 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Археология, этнография и антропология Евразии.- 2000.- № 2(2). С. 33—52
  3. ^ Верхний палеолит на Алтае.
  4. ^ Славинский В. С., Рыбин Е. П. Призматическая технология расщепления камня в начальном верхнем палеолите Алтая // Известия Алтайского государственного университета, 2015 Архиври копи, 10 Нарӑс уйӑхӗн 2020 Wayback Machine çинче, 2015
  5. ^ 1 тата 2 Окладников А. П. Алтай и Тува в скифское время (1969)
  6. ^ 1 тата 2 Тува — родина скифов 2005 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Ricaut F. et al. 2004. Genetic Analysis of a Scytho-Siberian Skeleton and Its Implications for Ancient Central Asian Migrations. Human Biology. 76 (1)
  8. ^ Pilipenko A. S., Trapezov R. O., Polosmak N. PALEOGENETIC STUDY OF PAZYRYK PEOPLE BURIED AT AK-ALAKHA-1, THE ALTAI MOUNTAINS in Russian. — 2015-12-21.
  9. ^ Руденко С. И. Культура населения Центрального Алтая в скифское время. М.;Л., 1960. С. 11. 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Степанова Н. Ф. Куюмский тип памятников VIII—VI вв. до н. э. // Скифская эпоха Алтая: Тезисы докладов к конференции. Барнаул, 1986. С. 79—81.
  11. ^ Dalia A.Pokutta et al. "Mobility of nomads in Central Asia: Chronology and 87Sr/86Sr isotope evidence from the Pazyryk barrows of Northern Altai, Russia" // Journal of Archaeological Science: Reports. Volume 27, October 2019
  12. ^ Тишкин А. А. Алтай в эпоху поздней древности, раннего и развитого средневековья (культурно-хронологические концепции и этнокультурная история) 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
  13. ^ Матренин С. С. Социальная структура населения Горного Алтая хунно-сяньбийского времени.
  14. ^ Китайские зеркала из памятников ранних кочевников Алтая (выр.). Тĕрĕсленĕ 17 Нарӑс уйӑхӗн 2019.
  15. ^ Кунгурова Н. Ю., Абдулганеев М. Т. Майминская культура: по материалам поселений Салаира и Предалтайской равнины 1-й пол. I тыс. н. э. : монография 2021 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. // АлтГУ, Сиб. археол. служба. — Барнаул : Изд-во АлтГУ, 2019.
  16. ^ History of stat.kz.
  17. ^ Горная страна Алтай &124; В Походе.
  18. ^ Черлояков И. Г. Освоение Русским государством юга Западной Сибири в XVII — первой четверти XVIII века (на примере Правобережья Бии и Прителецкой черни) // Мир Евразии. — 2014. — № 3 (26). — С. 89
  19. ^ Элистинский Курьер - Ойрат-алтайцы в калмыцкой истории. www.ekgazeta.ru. Тĕрĕсленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2019.
  20. ^ Самаев Г. П. «ГОРНЫЙ АЛТАЙ В XVII — СЕРЕДИНЕ XIX В.: ПРОБЛЕМЫ ПОЛИТИЧЕСКОЙ ИСТОРИИ И ПРИСОЕДИНЕНИЯ К РОССИИ». Стр. 198.
  21. ^ Znamenski A. Power of Myth: Popular ethnonationalism and Nationality Building in Mountain Altai, 1904—1922. — 2005. — Т. 22. — P. 44—47.
  22. ^ Город любимый. Горно-Алтайск. — Ком. по делам архивов Респ. Алтай, Администрация г. Горно-Алтайска, 1998. — С. 78—79
  23. ^ «Декларация о государственном суверенитете Горно-Алтайской Автономной Советской Социалистической Республики» (принята решением Горно-Алтайского областного Совета Народных Депутатов от 25.10.1990).
  24. ^ Закон РСФСР от 3 июля 1991 г. «Об изменениях и дополнениях Конституции (Основного Закона) РСФСР в связи с преобразованием автономных областей в Советские Социалистические Республики в составе РСФСР».
  25. ^ История Республики Алтай на официальном интернет-портале республики 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  26. ^ выр.: В составе Томской губернии. Сборник документов. Горно-Алтайск: Комитет по делам архивов Республики Алтай. 2004. 560 с.
  27. ^ выр.: Святогорье. История Республики Алтай в документах Центра хранения Архивного фонда Алтайского края. XVII- начало XX веков. Горно-Алтайск: Комитет по делам Архивов Республики Алтай. Управление архивного дела администрации Алтайского края. 2000. 232 с.