Контент патне куҫ

Раççейри граждан вăрçи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Раҫҫейри граждан вӑрҫи ҫинчен куҫарнӑ)
Раççейри граждан вăрçи

Çӳлтен сехет сăнни куçнă йĕрпе: Тан çарĕ 1919-мĕш çулта, хĕрлĕ пехота маршра 1920 çул, пулемёт тачанки хĕрлисен 1-мĕш Юланут çарĕ, Лев Давидович Троцкий 1918 çулта, большевиксене Чехословак корпус салтакĕсем айăпласа çакнă.
Вăхăт 1917 çулхи чӳк, 7-1922 çулхи утă, 17
Вырăн Раççей империн малтанхи территорийĕ, Иран, Монголи.
Пĕтĕмлетни Хĕрлисен çĕнтерĕвĕ. Канашсен тăрăмне йĕркелени тата малтанхи Раççей империн чылай территоринче СССР никĕслени.
Улшăнусем Польша, Эстони, Латви, Литва ирĕклĕхĕ; Румыни Бессарабие аннексиленĕ.
Тăшмансем
Совет Раççейĕ

Совет Украини
Совет Белоруси
Инçет Тухăç республики
Ӳкерчĕк:Flag DKR.svg Донец-Криворож совет республики


Симĕс пăлхавçăсем (1918-1920)

Шурă юхăм


Раççей Империйĕ арканнă хыççăн ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ патшалăхсем:
Украина Халăх Республики
Белоруси Халăх Республики
Азербайджан
Армени
Грузи
Латви
Литва
Эстони
Польша
Финлянди
Бухара эмирачĕ
  Коканда автономийĕ
Ӳкерчĕк:Kuban Flag.PNG Кубань халăх республики
Çурçĕр-Кавказ эмирлĕхĕ
  Хива ханлăхĕ
Раççее тамăрсем тапăнса кĕни:
Аслă Британи
Франци
АПШ
Япони
Румыни
Тĕп патшалăхсем (1917—1918):
  Австри-Венгри

  Германи империйĕ
  Осман империйĕ
Симĕс пăлхавçăсем (1920-1921)

Çарпуçсем
В. И. Ленин

Л. Д. Троцкий
Д. П. Парский
П. П. Сытин
А. Е. Снесарев
И. В. Сталин
С. С. Каменев
И. Л. Сорокин
А. И. Автономов
К. Е. Ворошилов
С. М. Будённый
М. В. Фрунзе
Б. М. Думенко
Д. П. Жлоба
Н. И. Подвойский
П. Е. Дыбенко
И. Ф. Федько
В. К. Блюхер
М. Н. Тухачевский
Г. К. Орджоникидзе
Р. Ф. Сиверс
И. П. Уборевич
И. В. Тюленев
И. Р. Апанасенко
М. А. Муравьёв
Г. И. Кулик
А. Я. Пархоменко
О. И. Городовиков
С. С. Вострецов
С. К. Тимошенко
Ф. К. Миронов
В. А. Антонов-Овсеенко
С. В. Косиор
Н. И. Махно

А. В. Колчак

Л. Г. Корнилов
М. В. Алексеев
А. И. Деникин
барон П. Н. Врангель
Н. Н. Юденич
Н. Н. Духонин
В. О. Каппель
М. К. Дитерихс
А. Н. Гришин-Алмазов
С. Н. Войцеховский
В. З. Май-Маевский
П. Н. Краснов
С. В. Денисов
Е. К. Миллер
А. П. Родзянко
А. М. Каледин
И. П. Романовский
К. И. Сычёв
А. И. Дутов
С. Л. Марков
М. Г. Дроздовский
В. Л. Покровский
А. П. Кутепов
К. К. Мамантов
С. Г. Улакай
А. С. Бакич
Г. М. Семёнов
барон Р. Ф. Унгерн фон Штернберг
Я. А. Слащёв
П. Н. Шатилов
В. Г. Болдырев
П. П. Петров
А. Н. Пепеляев
А. Г. Шкуро
С. В. Петлюра

Енсен вăйĕсем
паллă мар паллă мар
Çухатнисем
паллă мар паллă мар
Логотип Викисклада Аудио, фото, видео Викиампарта

Раççейри граждан вăрçи (1917—1923) — Раççей империн территоринчи тĕрлĕ социаллă-политика ушкăнĕсен хĕçпăшаллă кĕрешĕвĕ; унăн никĕсĕнче тарăн социаллă-экономикăллă, политикăллă, наци тытăмлăхĕн тата чун-чĕмлĕхĕн хирĕçлĕвĕсем пулнă.

Раçççейре граждан в вăрçи пуçланса кайнин никĕсĕсем:

Çаплах çав вăхăтра халăхра пурнăçри чылай тупсăма вăрçă меслечĕсемпе уçса парас шухăш çие тухни те – Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу хирĕсенче ĕçе вăйпа уçса парас мел ăс-тăна, чун-чĕме кĕрсе вырнаçни те— патшалăхри граждансен хушшинчи хирĕçĕве хĕртсе янă, вăрçăна куçарнă.[1]

Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем
1-мĕш тапхăрĕ
2-мĕш тапхăрĕ
3-мĕш тапхăрĕ
4-мĕш тапхăрĕ
5-мĕш тапхăрĕ

Граждан вăрçипе пĕрлех ют çĕр интервенцийĕ те пулса тухать. Ют патшалăхсем Раççее çарсене хăйсен парăмĕсене, харпăрлăхĕсене тавăрас тĕллевпе, çаплах большевиксем пĕрмаях мăн вырăна хурса йăсланă тĕнче революцине чарса лартас тĕллевпе кĕртнĕ.

Вăрçăн калăпăшĕпе тăсăлăвĕ Раççейри халăх хушшинчи пĕрлĕ пурнăç тата наци хирĕçĕвĕсем çав тери çивĕч пулнинчен, вăрçакан енсен радикализмĕпе пĕр-пĕринме çураçулăх тума пултарайманнинчен, ют патшалăхсем шалти ĕçсене хута-хупа кĕрсе кайнинчен килнĕ.

Граждан вăрçи Раççей империн çĕрĕсенче кăна мар, кӳршĕ патшалăх территорисенче те — Иранра (Энзели операцийĕ), Монголире тата Китайра — кĕрленĕ.

Вăрçă умĕнхи кун-çул

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 çулхи пуш — утă уйăхĕн пуçламăшĕнче пулса иртнĕ Февраль революцине пула Раççейре икĕ тăрăмлăх пулса тăрать. Петроград канашĕн салтак комитечĕсем 1917 çулхи пуш, 1 1-мĕш №-лĕ Приказне кăлараççĕ

Всякого рода оружие, …должны находиться в распоряжении и под контролем ротных и батальонных комитетов и ни в коем случае не выдаваться офицерам…

Влаçа пĕр харăс Вăхăтлă правительствăпа Рабочисен, салтаксен тата çĕр ĕçченĕсен канашĕ ярса илеççĕ. Петроградри рабочисемпе салтаксен депутачĕсен канашĕ тата вырăнти канашсене (рабочисемпе салтаксен депутачĕсен канашĕсем, çĕр ĕçченсен депутачĕсен канашĕсем) туса хураççĕ.

Çав вăхăтрах,1917 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче (пушăн 12-мĕшĕнче) Патшалăх думин Ӗçтăвакан вăхăтлă комитетне йĕркелесе ĕçе кĕртеççĕ. Пуш уйăхĕн 1(14)-мĕшĕнче Петроград канашĕн ĕçтăвкомĕ Патшалăх думин Вăхăтлă комитечĕпе Вăхăтлă ертӳлĕхе тăвас шутпа килĕшӳ тăваççĕ.

Утă пуçламăшĕнче фронта каяс темен Петроград гарнизонĕн салтакĕсемпе Балтфлот матросĕсем йĕркесĕр ĕçсене тапратса яраççĕ (1917 çулхи утăри пăлхав пăхăр). Пăлхава меньшевиксем хутшăнмаççĕ, большевиксем вара ертсе каяççĕ, вĕсем тĕкĕшӳсене чакарса пыма, хĕçпашаллă хирĕçĕве кĕртесшĕн мар тăрăшаççĕ. Анчах та большевиксене нимĕçсемпе пĕрлĕ пулса кавăрланă тесе айăпланă хыççăн, вĕсен вăрттăн йĕркепе ĕçлеме тивет, Ленинăн Петроградран тухса каймалла пулать. Вăхăтлă ертӳлĕх Мари керменĕнчен Зимний кермене куçать, Керенский сĕмĕн хăвачĕ ӳсет. Утă уйăхĕн 9(22)-мĕшĕнче Рабочисен, салтаксен тата çĕр ĕçченĕсен депутачĕсен канашĕн ӖçТăвКомĕпе Пур раççейри çĕр ĕçченĕсен депутачĕсен канашĕн Ӗçтăвкомĕ Вăхăтлă ертӳлĕхе пĕр чарусăр тивĕçлĕх пама килĕшеççĕ. Çĕршыври влаç вăхăтлăха Вăхăтлă ертӳлĕх аллине куçать.[2]

Патшалăхпа çара аркатма чарас шухăш-ĕмĕтпе, Вырăс çарĕн Тĕп çарпуçĕ инфантери генералĕ Л. Г. Корнилов влаçа çирĕплетес тĕллевпе, Керенски çар ĕçлĕхĕн никĕсне силлентерет тесе, тĕплĕ виçеллĕ ĕçсем тума сĕнет. Çак ĕçсене пĕр тăхтамасăр пурнăçа кĕртмелле пулнă, меншĕн тесен фронтри лару-тăру хăрушланса кайнă. Çак виçесене Корнилов хăйĕн, Керенскине 1917 çулхи çурла, 3 тыттарнă çырăвĕнче кăтартнă. Керенский ун чухне хăй çакăнпа килĕшнине пĕлтернĕ, анчах та çак ыйтупах вăрçă министерстви хатĕрлекен çырăва пĕрле сӳтсе явиччен ăна ертӳлĕхе кăтартма Корнилова хушман.

Çурлан 26-мĕшĕнче Патшалăх Думин депутачĕ кнеç В. Н. Львов хăй тĕллĕн премьер-министăра Корнилов генералăн влаçа тĕреклетес тĕрлĕ сĕнĕвĕсене çитерсе парать. Керенский Львов хутшăннă лару-тăрăва хăй енлĕ усă курса халăх умĕнче Аслă çарпуç ятне варалама тытăнать, çапла вăл харпăр (Керенскин) влаçне хӳтĕлесе юлать. Çурла, 26 каçхине ертӳлĕх ларăвĕнче Керенский Аслă çарпуçĕн ĕç-пуçне пăлхавпа танлаштарать.

Çурла, 27 Керенский хăйĕн кабинетне салатса ярать те хăйĕн çине хăй ирĕкĕпе «диктатор тивĕç ĕçне» илет, харпăр тĕллĕн Корнилов генерала ĕç вырăнĕнчен кăларать (юридици енĕпе тивĕçĕ пулман пулин те), Петроград çине пыма хăех хушнă юланут корпусне тавăрма хистет, хăйне Аслă çарпуçĕ туса хурать[3]. Корнилов çакăн пек приказа пăхăнма шутламасть те…

Çурла, 27 Керенский Корнилов генерала пăлхавçă тесе пĕтĕм çĕршыва сас ярать, генерала Аслă çăрпуçĕ ĕç вырăнĕнчен хăтарать, большевиксене хĕсĕрлеме пăрахать те Канашсенчен пулăшу ыйтать.

Çурла, 28 Корнилов генерал, Керенский Аслă çарпуçа хирĕç хатĕрленĕ хĕтĕртĕве — «пур граждан тата вăрçă влаçне ним шутламасăр хăйне пама хыттăн ыйтнитшĕн сутăнчăк тесе айăпланине ăнкартса илсе», пурнăçа кĕртме шутламасть. Керенский ăна Крымов генералăн корпусне Петроград çине кайма чарăнма çурлан 28-мĕшĕнче хушса ыйтнă. Малтан çак корпуса Петрограда Вăхăтлă ертӳлĕхпе Керенский хăй йыхравланă пулнă…

...выступить открыто и, произведя давление на Временное правительство, заставить его:

1. исключить из своего состава тех министров, которые по имеющимся (у него) сведениям были явными предателями Родины;

2. перестроиться так, чтобы стране была гарантирована сильная и твердая власть

…çав Керенский хушнипе усă курсах, Петроград çине пырака юланут корпусĕн командирне — Крымов генерала çавăн пеках хушу парать.

Малашнелле Керенский тата Савинков-Авксентьев-Скобелев триумвариачĕ, А. А. Исаевпа Шрейдер ертсе пынă петроград думи тата канашсем хыпаланса Крымов çарĕсене чарас виçе ĕçĕсемпе хăтланаççĕ…[4] Керенский корпус çарпуçне, Крымов генерала, улталаса çартан уйăрать, çав хушăра большевик агитаторĕсем салтаксене хăйсем майлă çавăраççĕ, пăшалĕсене çĕре хуртараççĕ. Крымов генерал, Керенскипе Петроградра тĕл пулса калаçсан, хăйне суя тыттарнине чухласа илсе, тарăхса кайса, Керенскине намăссăралатать, унран тухсан, хăй çине ал хурать (урăх шухăшпа, Крымов генерала персе пăрахнă).

Керенский Корнилов генерала хирĕç тăрса çие тухни «большевисăмăн мал пулăмĕ» пулать, çавна пула çар сапаланма тапратать, халăхра питĕ сулахай партисем çĕкленеççĕ. 1917, юпа уйăхĕнче, хĕçпăшаллă пăтăрмах çĕнтернипе çĕршыври тăрăмлăх большевиксен аллине куçать.

Граждан вăрçин стратегипе тактики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Граждан вăрçинче тачанкăна куçса çӳреме те, çапăçура та усă курма пултарнă. Тачанкăсене махносем çав тери майлă ĕçе кĕртнĕ. Махно тачанкисене çапăçура çеç мар, пехотăна куçарнă чух та уса курнă. .........

.......... Граждан вăрçинче татăксăр йĕрлĕ фронтсем пулман, çавăнпа бронепуйăссемпе анлă уса курнă, çарсене, хĕçпăшала, çăкăра хăвăрт куçарма килнипе чукун çулсемшĕн питĕ хаяр çапăçусем пынă.

Бронепуйăссен пайĕ РÇХÇ патша çарĕнчен юлнă пулнă, çав хушăрах çĕнĕрен те ăсталаса пуçтарнă. Унсăр пуçне, 1919 çулчченех тĕплĕн тумасăрах бронепуйăссене ăçтан тупнă çав материалсене ĕçе кĕртсе пассажир ахаль вакунĕсенчен, чертёжсемсĕрех туса пынă; çакăн пек «бронепуйăса» талăк хушшинче туса лартма май пулнă.

Вăрçă хушшинчи çухатусем (Эрлихман В. В.)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çухатусен категорийĕ йышĕ (млн. çын)
Пурĕпе вĕлернĕ тата суранран вилнĕ 2.5
Хĕрлĕ çар 0.95
Шурă тата наци çарĕсем 0.65
Партизан ушкăнĕсем 0.9
Террора пула вилнĕ 2
Хĕрлĕ террортан 1.2
Шурă террортан 0.3
Партизан террорĕнчен 0.5
Выçлăха тата эпидемие пула вилни 6
Пурĕпе пĕтнĕ 10.5
Эмиграцие кайнă 2

[5]

Пĕтĕмĕшле хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1921 çул тĕлне Раççей ишĕлчĕк тапхăра кĕрсе ӳкнĕ теме т е пулать. Малтанхи Раççей империнчен Польшăн, Финляндин, Латвин, Эстонин, Литван, Анăç Украинăн, Белорусин, Кар облаçĕн (Армени) тата Бессарабин çĕрĕсем тухса юлаççĕ. Ăстçăсен шутлавĕпе, юлнă территорисенчи халăх йышĕ аран 135 миллиона çитме пултарнă. Çак территорисенчи çухатусем (вăрçă, эпидеми, эмиграции), 1914 çултанхипе танлаштарсан, 25 миллион çынран сахал мар тухать.

Вăрçă ĕçĕсен вăхăтĕнче уйрăмах Донбасс, Баку нефть районĕ, Урал тата Çĕпĕр çĕрĕсем суранланнă, чылай шахтăпа минирал тăпри вырăнĕ арканнă. Çунакан япала, чĕр тавар çитменнипе заводсем ĕçлеме чарăннă. Ӗçлекенсем хуларан яла тухса кайнă. Пĕтĕмлĕ, промăçлăх шайĕ 5 хут ӳкнĕ. Хатĕр-хĕтĕрне тахçантапах улăштарман, çĕнетмен. Металла Пётр I чухнехи калăп шăратса кăларнă.

Ял хуçалăх тупăшĕ 40 % çити чакать. Империн пурĕ тенĕ пекех интеллигенцине йăлт пĕтернĕ. Сывă юлнисем хăраса хăвăрттăн çĕршывран тухса тараççĕ.

Граждан вăрçин тапхăрĕнче чир-амак, террор тата çапăçусенче (тĕрлĕ хыпарпа) 8 — 13 млн çын пĕтнĕк, çав шутра 1 млн яхăн Хĕрлĕ Çар çыннисем. Çĕршывран эмиграцие 2 млн таран çын кайнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçипе граждан вăрçи вĕçленсен çапкаланчăк ача шучĕ çав тери ӳссе кайнă. Пĕр хыпарпа 1921 çулта Раççейре 4,5 млн, урăххисемпе — 1922 çулта 7 млн килсĕр ача-пăча шутланнă[6].

Вăрçă халăх хуçалăхне 50 млрд ылтăн тенкĕлĕх шырлăх кӳнĕ, промăç ĕç-пуçĕ 1913 4 çулхипе танлаштарсан — 4 - 20 % ӳкнĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Кириллов. История России. — С. 466
  2. ^
    • Ленин В. И., О двоевластии, Полн. собр. соч., 5 изд., т. 31;
    • Ленин В. И., Задачи пролетариата в нашей революции, Полн. собр. соч., 5 изд., с. 154-57;
    • Троцкий Л. Д. История русской революции — М.: ТЕРРА; Республика, 1997. с. 213—220
  3. ^ Шамбаров В. Е. Нашествие чужих: заговор против империи. М.: Алгоритм, 2007. ISBN 978-5-9265-0473-3, стр. 210
  4. ^ Деникин, А. И. ОЧЕРКИ РУССКОЙ СМУТЫ. — М.: Айрис-пресс, 2006.- Т. 2, 3 — ISBN 5-8112-1890-7, стр.57
  5. ^ Эрлихман В. В. «Потери народонаселения в XX веке». Справочник — М.: Издательский дом «Русская панорама», 2004. ISBN 5-93165-107-1
  6. ^ Рожков А. Ю. Борьба с беспризорностью в первое советское десятилетие // Вопросы истории, 2000. № 11. С. 134.
  1. Деникин A.И. militera.lib.ru Очерки русской смуты, в 5-ти тт., 1921—1923. — М.: «Вагриус», 2002. ISBN 5-264-00809-4
  2. Слободин В. П. Белое движение в годы гражданской войны в России (1917—1922 гг.). Учебное пособие. — М.: МЮИ МВД России, 1996.
  3. Шамбаров В. Е. Белогвардейщина. — М.: ЭКСМО-Пресс, 2002.
  4. Центральный Музей Вооруженных Сил. 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. Музей и Архив Белого движения.
  6. Антон Васильевич Туркул «Дроздовцы в огне: Картины гражданской войны, 1918—1920 гг.»
  7. Каппель и каппелевцы. 2-е изд., испр. и доп. М.: НП «Посев», 2007 ISBN 978-5-85824-174-4
  8. Кара-Мурза С. Г. Гражданская война (1918—1921). Урок для XXI века.
  9. Будённый С. М. Пройдённый путь 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. История гражданской войны в СССР. Т. I. Подготовка великой пролетарской революции. (От начала войны до начала октября 1917 г.) / Под ред.: М. Горького, В. Молотова, К. Ворошилова и др. — М.: ОГИЗ, 1936. Тираж 500 000.
  11. Большая советская энциклопедия (БСЭ). Издательство «Советская энциклопедия». 3-е издание, 30 томов.

Шаблон:Граждан вăрçи тата СССР пулса тăнин тапхăрĕнчи патшалăх йĕркеленӳлĕхĕсем (1917-1924)

Раççей кун-çулĕсем
Граждан вăрçин çарпуçĕсем

Хĕрлĕ çарăн çарпуçĕсем

Вăрçă тата тинĕс çар ĕçĕсен халкомĕ: Л.Д. Троцкий

Республикăн хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ: И. И. Вацетис (1.09.1918 — 9.07.1919), С. С. Каменев (1919-1924)И. И. Вацетис

Пур Раççей тĕп штабĕн пуçлăхĕ: Стогов Н. Н. (18.5–2.8.1918), Свечин А. А. (2.8–22.10.1918), Раттэль Н. И. (22.10.1918 г. — 10.2.1921).

РВСР Уйри штабĕн пуçлăхĕ: Раттэль Н. И. (2.10–22.10 1918), Костяев Ф. В. (22.10 1918— 16.6 1919), Бонч-Бруевич М. Д. (16.6–13.7.1919), Лебедев П. П. (13.7 1919—14.2.1921).

Фронт çарпуçĕсем

Тухăç фрончĕ: М.А. Муравьев (13.06.1918—11.07.1918), И. И. Вацетис (11.07.1918—28.09.1918), С. С. Каменев (28.09.1918—07.07. 1919), М. В. Фрунзе (19.07.1919—15.08.1919), В. А. Ольдерогге (15.08.1919—15.01.1920)

Çурçĕр фрончĕ: Д. П. Парский, Д. Н. Надёжный (26.11.1918—19.2.1919)

Туркестан фрончĕ: М.В. Фрунзе (çурла, 1919 — авăн, 1920), Г.Я. Сокольников (авăн, 1920 – нарăс, 1921), В. С. Лазаревич (нарăс, 1921 – кăрлач, 1922), В.И. Шорин (кăрлач—чӳк, 1922), А. И. Корк (чӳк, 1922—1923), С. А. Пугачёв (утă, 1923 – ака, 1924), М. К. Левандовский (ака, 1924 – чӳк, 1925), К. И. Авксентьевский (1925—1927)

Кăнтăр фрончĕ: П.П. Сытин, П. А. Славен (чӳк, 1918 —кăрлач, 1919), В. М. Гиттис (кăрлач —утă, 1919), В. Н. Егорьев (утă — юпа, 1919), А. И. Егоров (юпа, 1919 – кăрлач, 1920), М.В. Фрунзе

Кăнтăр-Тухăç фрончĕ: В. И. Шорин (10.1919—1.1920)

Кавказ фрончĕ: В. И. Шорин (1920), В. М. Гиттис (15.05.1920—29.05.1921)

Анăç фрончĕ: Д. Н. Надёжный (19.02.1919—22.07.1919), В. М. Гиттис (утă, 1919 —ака, 1920), М.Н. Тухачевский (ака, 1920 — çурла, 1922)

Кăнтăр-Анăç фрончĕ: А.И. Егоров

Çарсен çарпуçĕсем

1-мĕш юланут çарĕ: С.М. Будённый

2-мĕш юланут çарĕ: О. И. Городовиков, Ф.К. Миронов

Шурă çарсен çарпуçĕсем

Тан çарĕ: П.Н. Краснов

Ирĕк кăмăл çарĕ: М.В. Алексеев † | Л.Г. Корнилов † | А. И. Деникин | В. З. Май-Маевский | барон П.Н. Врангель

Раççей тухăçĕнчи шурă вăйсем: А.В. Колчак † | Г.М. Семёнов | барон Р.Ф. Унгерн фон Штернберг†

Халăх çарĕ: В. О. Каппель

Çурçĕр çарĕ:В. В. Марушевский | Е.К. Миллер

Çурçĕр-Анăç çарĕ: А. П. Родзянко | Н. Н. Юденич | П. В. Глазенап

Шаблон:Пĕрремĕш тĕнче вăрçи