Контент патне куҫ

Алтай чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алтай чĕлхи
Тăван ячĕ: Алтай чĕлхи
Патшалăхсем: Раççей, Монголи, Китай
Регионсем: Алтай Республики, Алтай Ен
Официаллă статус: Алтай Республики
Калаçакансен пур йышĕ: 55 500
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тĕрĕк турачĕ
Туçи-алтай (вăта-тухăç) ушкăнĕ
Кăркăс-кăпчак кĕçĕн ушкăнь
Çырулăх: кириллица (алтай алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: alt алт 035
ISO 639-1:
ISO 639-2: alt
ISO 639-3: alt
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Алтай чĕлхи — алтай халăхĕн (алтайсен) чĕлхи. Алтай республикин официаллă чĕлхи. 1948 çулчен ойрот чĕлхи тенĕ.

Вырăнти пуплевĕсем:

Ĕлĕкренех кăнтăр- тата çурçĕр-алтай чĕлхине пĕрлĕ — алтай чĕлхи тесе шутланă. Анчах та тĕрĕк чĕлхисен хальхи йĕркелĕхĕпе вĕсене уйăрса пăхаççĕ. Çакнашкалах кăнтăрпа çурçĕр чĕлхисен пуплевĕсене (кумандин, телеут, челкан тата тапалар) Раççейри вак халăхсен уйрăм чĕлхе вырăнне официаллă йышăннă

Пур Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕ хыпарĕсемпе Раççейре 65 534 çын алтай чĕлхипе калаçма пултараççĕ.[1]. Танлаштаруллă шутлавсемпе, вĕсенченх 10 пине яхăн çурçĕр алтайла пуплеççĕ, ыттисем — кăнтăр алтайла (чылайăшĕ алтай-кижи пуплевĕпе калаçаççĕ). Ентĕ, хăш хыпарсенче çырнипе, алтайсен 2 % çеç алтай чĕлхипе ирĕклĕ усă кураççĕ.[2]

Кашни пуплевпе калаçакан çын шучĕ тĕплĕн паллă мар, çапах та, хаклăхсене пăхсан, телеут, челкан тата тапалар пуплевĕпе 3 пин çын калаçать. Ыттисем алтай чĕлхипе усă кураççĕ.

Çырулăхне кириллица çинче хатĕрленĕ, хушма сас паллисем: Ҥ, Ј, Ӧ, Ӱ. Çырулăхĕ XIX ĕмĕрĕн 40-мĕш çулсенченпе вырăс кириллиципе çывăх. 1928—1938 çулсенче латтин алфавичĕпе усă курнă.

XIX ĕмĕрте алтай-ойротсене Христос тĕнне кĕртнĕ, ун чух библи тексчĕсене куçарнă. 1869 çулта Хусанта алтай чĕлхин грамматикине; 1884 çулта — сăмахсарне пичетлесе кăларнă. Литература чĕлхин аталанăвĕнче халăха çутта кăларакан çыравçă М. В. Чевалков чылай вăй панă.

  • Баскаков Н. А. Алтайский язык. М., 1958.
  • Грамматика алтайского языка, составленная членами Алтайской духовной миссии. Хусан, 1869
  • Дыренкова Н. П. Грамматика ойротского языка. М.; Л., 1940
  • Тощакова Т. М. Грамматика ойротского языка. Çĕнĕ Çĕпĕр, 1939
Сăмахсарсем
  • Баскаков Н. А., Тощакова Т. М. Ойротско-русский словарь. С приложением краткого грамматического очерка ойротского языка Н. А. Баскакова. М., 1947
  • Вербицкий В. И. Словарь алтайского и аладагского наречий тюркского языка. Казань, 1884
  • Коргунбаева Н. И. Алтайско-русский — русско-алтайский словарь. Горно-Алтайск, 1991

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]