Арча кун-çулĕ
Арча хулине вырăс çулçӳревçĕсем 1497 çулта асăнаççĕ. Анчах та Арча хули X — XII ĕмĕрсенче пулнă, халĕ Тутарстанри Арча хулин варринче вырнаçнă пулнă. Арча хулине халĕ вырăсла Арск теççĕ. Чылай тĕпчевçĕсем унăн вырăсла ятне кура вăл арсен хули е арсем (удмуртсем) пурăннă вырăнта никĕсленĕ хула тесе шутлаççĕ. Ку вăл пачах та тĕрĕс мар.
Арча — йывăç ячĕ, анчах та вăл, тутар тĕпчевçисем каланă пек, уртăш мар. Арча — уртăш евĕрлĕ урăх йывăç. Вăл, ахăртнех, ĕлĕк Атăлçи Пăлхарстанра чылай çĕрте, уйрăмах туллă-сăртлă çĕрте ӳснĕ пулас. Арча уртăшран çӳллĕрех, хулăнрах. Арчаран чăнласах та тĕрлĕ тумтир упрамалли сунтăх тунă. Кайрантарах ăна йывăççи ячĕпе арча теме тытăннă. Арча йывăç патне хурт-кăпшанкă та, шĕкĕ те пымасть, унта кĕпе-тумтир питĕ аван упранать.
Çапла ĕнтĕ, Арча хулине никĕсленĕ çĕрте арча йывăç нумай ӳснĕ пулмалла. Авалхи пăлхарсем çутçанталăка лайăх пĕлнĕ, юратнă, хисепленĕ, хăйсен темиçе хулине таврара ӳсекен йывăçсен ячĕпе панă — Тупăлхату, Çăкату, Арча...
Авалхи Арча хули Хусан шывĕн çӳллĕ çыранĕнче, ту çинче сарăлса илемленсе ларнă. Пĕтĕмĕшпе вăл 24 пин тăваткал метр лаптăк йышăннă. Ăна никĕслекенсем Хусан çырмипе те, çӳллĕ ту чакăлĕсемпе те усă курнă, хăйсен хулине никам пырса кĕреймесле çирĕплетнĕ. Вăл вырăнта çĕр хăпартса тунă çӳллĕ хӳме пулни халĕ те паллă. Хӳмерен шаларах чултан тунă карман пулни курăнать.
Арча хулине тутар-монголсем çунтарса янă пулмалла. Çапах та кайран вăл çĕнĕрен çĕкленнĕ.
Тĕпчевçĕсемшĕн паллă ĕнтĕ - Хусана илнĕ хыççăн та Арча хули таврашĕнче темĕн чухлĕ чăваш ялĕсем пулнă. Акă 1565-1568 çулсенче çырса илнĕ хăш-пĕр ячĕсем: Пăрнаш (Чăваш Енре халĕ те пур çак ятлă ялсем), Тевлеçер, Кинтĕр, Камай, Кулай, Меметхуçа, Тăлмач, Чура, Кишмет, Кушлавăш, Именкасси, Чăвашли, Шăхаль, Ямпах... Шăхаль ятлă ял вунă ытла та. Е Çемен Элкер çырнине астăвар-ха: "Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ..."
Хальхи Тутарстана кĕрекен Кушлавăш ялĕнче тутарсен паллă сăвăçĕ Габдулла Тукай çуралса ӳснĕ. Çавăнпа та ăна "чăваш ялĕнче çуралнă" теççĕ.
Кушлавăш та, Чура та, Шăхаль те, Ямпах тата ыттисем те чăваш ялĕсем пулнă-çке!.. Тутар-монголсем киличчен çеç мар, кайран та, Хусана вырăссем илсен те... Ку ялсем пурте Арча таврашĕнче. XVII - XVIII ĕмĕрсенче те унти халăх хăйне чăваш тенĕ. Хусантан Арча хулине каякан аслă çула сĕм авалтан Чăваш тăрăхĕ (Чувашская даруга) тенĕ. Акă Н.Спасский хăйĕн "Очерки по родиноведению" кĕнекинче çырать:
«При царе Иоанне IV московские ратные люди ходили на Казань в 1545, 1547, 1548, 1550, 1552 годах, при чем в 1550 году был основан при Устье Свияги город Свияжск. Тогда горные черемисы и чуваши передались России и получили от государя золотую грамоту, льготы в уплате ясака, а инородческие послы были щедро награждены. Скоро и другие инородцы потребовали от Казани подчинение России. Так, арские чуваши (Арча чăвашĕсем) с оружием явились на ханский двор и стали требовать, чтобы хан покорился Москве».
XVI ĕмĕрте «Царственная книга» текен хайлав-чăнлавра çакна татах çирĕплетнĕ:
«В Арске жили Чуваши»,
— тенĕ унăн 175-мĕш страницинче. Çак çамахсене XIX ĕмĕрте Хусанта пурăннă вырăс тĕпчевçи Карл Фукс хăйĕн «Казанские татары» кĕнекинче питĕ курăмлă çырать. XIX ĕмĕрте çеç унти чăвашсем ислам тĕнне йышăнса тутарланма тытăннă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче ку таврара туп-тулли чăваш ялĕсем пулнине вырăссен паллă хĕрарăм çыравçи Софья Чичерина та хăйĕн «У приволжских инородцев» кĕнекинче кăтартать. Вăл хăй куçепе тутарланса пыракан чăваш ялĕсене курнă. Çирĕм çӳл каялла чăваш ялĕ пулнă вырана пырать те унта тутарсем пурăннине курать. Ваттисем те, çамрăксем те чăвашла пĕлмеççĕ, хăйсене чăнласах тутар теççĕ.
«Эсир тутар мар, эсир чăваш-çке-ха!»
— тесен, ваттисем:
«Çук, эпир ĕлĕк хура тĕнпе пурăннă, халĕ çутă тĕне тухрăмăр!»
— теççĕ.
«Çутă тĕнпе пурăнакан — тутар. Çутă тĕн чĕлхи — тутар чĕлхи. Çавăнпа чăваш чĕлхине манмалла иккен. Акă мĕн патне илсе пынă ислам тĕнне тухни çӳллĕ культурăлли пăлхар-чăваш халăхне!..»,
— çырать чăвашсен паллă çыравçи-тĕпчевçи Юхма Мишши.
Арча районĕнче халăх хăйне тутар тет пулсан та, вырăн, çырма-çатра, ял ячĕсем йăлтах чăвашла. Унта Вăрăмçырма, Хураçырма ялĕсем пур. Вĕсенче «тутарсем» пурăнаççĕ. Вĕсем халĕ те ĕнтĕ хăйсен аслашшĕсем тахçан чăваш пулнине аса илесшĕн те мар.
Арча хули те йăлтах тутарланса кайнă. Ячĕ çеç авалхи пăлхарсен никĕсĕ пулнине тĕнчене пĕлтерет.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Н.Спасский, "Очерки по родиноведению".
- Софья Чичерина, «У приволжских инородцев».
- Карл Фукс, «Казанские татары».
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.