Контент патне куҫ

Баранова Сарра Леонтьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Баранова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Сарра Баранова
Çуралнă чухнехи ят: Сарра Леонтьевна Баранова
Çуралнă вăхăт: 1930 чӳк, 1
Çуралнă вырăн: Мăнъял Хапăс ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2014 раштав, 10
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи, куçару
Жанр: поэзи, проза
Парнесем: Чӑваш халӑхӗн Эмине ячӗллӗ наци премийӗ (1992)
Чыславсем: Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995)

Баранова Сарра Леонтьевна, — (1930, чӳк, 1, Чăваш АССР, Вăрнар районĕ, Мăнъял Хапăс ялĕ2014, раштав, 10, Чӑваш Республики, Шупашкар хули) — сăвăç, прозă ӑсти, тăлмачӑ[1].

1992 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. 1992 çулта Чӑваш халӑхӗн Эмине ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ пулнă. 1995 çултанпа Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Чăваш литературинчи витĕмлĕ ĕçĕсемшĕн «Капкăн» журналăн тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн хисеп грамотисене, тата çавăн пекех тăватă медале тивĕçлĕ пулнă.

1930 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мӗшӗнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Мăнъял Хапăс ялĕнче çуралнă.

1947 çулта Хапăс ялĕнчи çичĕ çул вĕрентекен шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Вăрнарти зооветтехникума, Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Института вĕренсе пĕтермен.

Ишлей районĕнче зоотехник пулса, Чăваш кĕнеке издательствинче корректор пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах КПССăн Чăваш горком çумĕнчи культура университетĕнче вĕреннĕ.

2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Литературăри пĕрремĕш утăмĕсене 1949 çулта тунă. Ун хыççăн унăн калавĕсемпе хайлавĕсем, тата сăввисемпе новеллисем кулленекх Чăваш Ен хаçачĕсемпе журналĕсенче пичĕтленеççĕ.

Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Шухăшлама вăхăт пур» (калавсен пуххи, 1981);
  • «Вĕренĕн те вĕçĕ пур» (калавсен пуххи, 1985);
  • «Йăлăну саманчĕ» (сăвăсем, 1992);
  • «Сар автан» (сăвăллă юмах, 1995);
  • «Çӳл тӳпере çич çăлтăр» (сăвăсен пуххи, 1996);
  • «Телей валеçетĕп» (кулăшла калавсем, 1997);
  • «Çутă ĕмĕт» (вырăсла, Светлая мечта, 1998).

Чăваш чĕлхи çине куçарнă кĕнекесем:

  • А. Нестеровăн «Ревматизм» (1965);
  • А. Каржелĕн «Гипертени чирĕ» (1966).

Унăн сăввисем çине 40 ытла юрă хывнă.

Баранова Сарра Леонтьевна // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 47-48.

Баранова Сарра Леонтьевна // Союз чувашских писателей. – Чебоксары, 2002. – С. 22-23.

Станьял, В. П. Баранова Сарра Леонтьевна / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 182.

Литературная карта Чувашии 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.

Ҫулталӑк кӗнеки 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]