Батуров Михаил Васильевич
Курӑнакан калӑплав
| Михаил Васильевич Батуров | |
| Иккĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç. | |
| Çуралнă вăхăт: | 1857 |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | Русский Ошняк сали, Лайăш уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
| Вилнĕ вăхăт: | ? |
| Гражданлăх: |
|
| Тĕне тытни: | православи |
| Парти: | Ĕçлев ушкăнĕ |
| Ĕçлев тĕсĕ: | хресчен, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрни депутачĕ |
Михаил Васильевич Батуров (1857—?) — хресчен, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрни депутачĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1857 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Лайăш уесĕн Анатăш вулăсĕнчи Ашняк салинче çуралнă[1][2]. 8 çулта тăлăха тăрса юлнă, ыйткаласа çӳренĕ. Пуçламăш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Лейб-гвардире хĕсметре тăнă. Вырăс-турккă вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн пĕрлĕх ĕçĕсемпе хăтланнă.
1907 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче II чĕнĕвĕн Патшалăх думин депутачĕ пулса тăнă. Ĕçлев ушкăнне тата Хресченсен пĕрлешĕвĕнче кĕнĕ. Думăра Аграри комиссинче ĕçленĕ.
Думăна салатса ярсан хресченсене пăлханма чĕннĕшĕн 1907 çулхи çĕртме уйăхĕнче аресленĕ.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Боиович М. М. Члены Государственной думы (Портреты и биографии). Второй созыв. М.: Тип. Товарищества И. Д. Сытина. 1907. С. 109.
- Государственная дума Российской империи: 1906-1917. Б.Ю. Иванов, А.А. Комзолова, И.С. Ряховская. Москва. РОССПЭН. 2008. 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. C. 41.
Архив
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 33; Дело 551. Лист 9.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ В Тутарстанра Русский Ошняк сали пур, çавăн пирки, калаçу ĕнтĕ.
- ↑ Русский Ошняк и Брынка: от дворцовых крестьян до лишений НЭПа и героев войны 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Раççей империн Патшалăх думин депутачĕсем, Хусан кĕпĕрнинчен |
||
|---|---|---|
| I чĕнӳ |
Шершеневич • Абрамов • Алкин • Бадамшин • Васильев • Герасимов • Ершов • Лаврентьев • Лаврский • Миндубаев | |
| II чĕнӳ | ||
| III чĕнӳ | ||
| VI чĕнӳ |
Бажанов • Бычков • Годнев • Казин • Марковников • Рындовский • Сверчков • Смирнов • Теренин • Юхтанов | |
| Курсивпа Хусантан суйланă депутатсене палăртнă; * — Н. А. Мельников килĕшмен хыççăн суйланă; ** — Н. П. Ефремов килĕшмен хыççăн суйланă | ||