Контент патне куҫ

Фёдоров Александр Фёдорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фёдоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Александр Фёдорович Фёдоров

Иккĕмĕш Думăн пайташĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1871, çурла, 7
Çуралнă вырăн Кивĕ Вăрмар ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: 1938, раштав, 27
Вилнĕ вырăн: Çĕрпӳ
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП
Тĕне тытни: православи
Парти: социал-революционерсем
Ĕçлев тĕсĕ: çĕр ĕстешĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Александр Фёдорович Фёдоров (7.8.1871—27.12.1938) — çĕр ĕçтешĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ. Чăваш кăкĕнчен тухнăскер[1][2].

Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернин депутачĕсем. Хыçалта: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; малта: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников С. Т. Максютов.

Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Çĕрпӳ уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ӳснĕ.

1885 çулта Çĕрпӳ уесĕнчи Çĕнĕ Ишпуç салинчи вырăнти пуçламăш шкулта вĕренсе тухнă. 1900 çулта Мускав тулашĕнче çулăма хирĕç çирĕп çурт-йĕр тăвас курсĕнче пĕлӳ илнĕ. 1901 - 1915 çулсенче Çĕрпӳ таврашĕнче тăмран çуртсене туса çӳренĕ[3]. 1905—1906 çулсенче революци пулăмĕсем сиксе тухсан Кивĕ Вăрмарта социал-революционерсен партин кĕтесне йĕркеленĕ, чăваш эсерĕсемпе вăрттăн пуçтарăнса канашланă, революциллĕ литературăна халăх хушшинче салатнă. Çĕр çинче те ĕçленĕ.

  • Арăмĕ — ?
    • Ывăлĕ — Петĕр (1897—1918), Чăваш наци-социализм партине йĕркелекенсенчен пĕри, кайран сулахай эсерсен партине куçнă. Чăваш сулахай социализм комитечĕн пайташĕ. Хусан кĕпернин рабочисен салтаксен тата хресченсен депутачĕсен канашĕн комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш ĕçĕсен çыхăну тата агитаци-политика Комиссариачĕ уйрăмĕн ертӳçи; 1918 çулта утăн 8-12-мĕшĕсенче тата 21-30-мĕшĕсенче Хусан кĕпернин рабочисен салтаксен тата хресченсен депутачĕсен канашĕн комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пынă. Хусана шурă чехсенчен хӳтĕленĕ. Хулана ярса илсен шурă гвардейсем персе пăрахнă[4].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Матросов И. Иккĕмĕш Дума депутачĕ. // Коммунизм ялавĕ. — 1981. — 4 июнь.
  • Матросов И. Революци ывăлĕ, теттĕмĕр ăна / И. Матросов // Коммунизм ялавĕ. — 1989. — 12 апр.
  • Гусаров Ю. В. Депутат Государственной Думы // Их имена останутся в истории : биогр. очерки. — Чебоксары, 1994. — Вып. 2. — С. 44-48.
  • Гусаров Ю. В. Федоров Александр Федорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 426.
  • Ухтияров А. Думу разгоняли то царь, то Временное правительство : к 100-летию Государственной Думы // Республика. — 2006. — 1 марта (№ 8). — С. 3.
  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 454; Дело 551. Лист 9.