Максудов Садретдин Низаметдинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Максудов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Максудов Садретдин Низаметдинович
(Садри Максуди́, тут. Sadrıy Maqsudıy, Sadretdin Nizametdin uğlı Maqsudov; Садрый Максудый, Садретдин Низаметдин улы Максудов, тут. صدر الدين نظام الدين اوغلی المقصودی , туркк. Sadri Maksudi Arsal)
Sadretdin Maksudov.jpeg
Иккĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1878, çурла, 4
Çуралнă вырăн Ташсу аулĕ
Хусан уесĕ
Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1957, нарăс, 20
Вилнĕ вырăн: Стамбул, Турци
Гражданлăх: Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Ăсчах степенĕ: Тивĕç-ирĕк кандидачĕ
Тĕне тытни: Ислам, суннит енлĕ
Парти: Иттифак аль-Муслимин
Ĕçлев тĕсĕ: Патшалăх тата пĕрлĕх-политика ĕçченĕ
Ашшĕ: Низаметдин Максудов
Ачасем: Адиля Айда

Садретди́н Низаметди́нович Максу́дов (Садри Максуди́, тут. Sadrıy Maqsudıy, Sadretdin Nizametdin uğlı Maqsudov; Садрый Максудый, Садретдин Низаметдин улы Максудов, тут. صدر الدين نظام الدين اوغلی المقصودی , туркк. Sadri Maksudi Arsal), 4.8.1878, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 20.2.1957, Стамбул, Турци) — раççей, каярах турккă юрисчĕ, патшалăх тата пĕрлĕх-политика ĕçченĕ. Раççей империн иккĕмĕш тата виççĕмĕш чĕнĕвĕсен Патшалах Думин Хусан кĕпĕрнин депутачĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернин депутачĕсем. Хыçалта: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; малта: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников С. Т. Максютов.

Тутар муллин килйышĕнче, Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Хусан уесĕнчи Ташсу ялĕнче (халĕ Тутарстанăн Высокогорски районĕ (РФ)). 1888 çултанпа Хусанти Апанаев медресĕнче вереннĕ. 1893 çулта пĕр çулталăк Гаспринский Исмаил медресĕнче пĕлӳ илнĕ, унтах унăн пиччĕшĕ — Ахмедхади Максуди — вĕрентнĕ.

1894 çулта ашшĕ вилсен Хусана таврăннă, унта Ахмедхади шăллĕне хăй 1901 çулта вĕренсе тухнă вырăс вĕрентӳçсен шкулне илме ыйтса çырать. Исмаила Гаспринский крым-тутар интеллектуалĕ сĕннипе Францие тухса каять, унта вара 1901—1906 çулсенче Парис университечĕн юридици факультетĕнче тивĕç-ирĕк кандидачĕ ятне тивĕçнĕ.

Пĕр хушă Францире вăл начар пурăннă, каярах Парисри хаçатра корреспондент пулса ĕçлеме тытăннă, хăй Раççейри мăсăльмансем пирки лекцисем вуланă, вара малашне хĕсек пурăнман.

Раççей политикĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 çулта Хусана таврăннă та политикăри пурнăçа хутшăнма тытăннă, Пĕтĕм Раççейри 3-мĕш съездĕнче (Чулхула, çурла уйăхĕ, 1906) «Иттифак аль-Муслимин» партин ТК суйланă.

Революци тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1910 çулта Атăлçине, Урала, Туркестана, Кавказа Дума тата мăсăльман фракцин ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартма кайнă. Тăваттăмеш чĕнĕве ăна суйламан, вара Хусана таврăннă та адвокат практикипе хăтланма пуçланă.

Идель-Урал штачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Садри Максудине Раççей Варринчи тата Çĕпĕрти тĕрĕк-тутар мăсăльманĕсен наци-культура автономин Милли Идарэ председателĕ пулма суйланă.

Хусан тата Ĕпхӳ кĕпĕрнисен территорине большевиксем çĕнсе илсен Финляндие эмиграциленнĕ.

Эмиграцире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Садри Максуди, 1930-мĕш çулсем.

Каярах Версальти конференцие тухса кайнă та Францире эмиграцире юлнă. Сорбоннăра тĕрĕксен историне вĕрентнĕ.

1924 çулта çамрăк Турккă республикине лекцисем вулама кайнă. Ататюрк ăна çĕнĕ Турцишĕн ĕçлеме сĕннĕ.

Турцире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анкарара юристсен шкулне йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. Чылай çул унта вĕрентнĕ, кайран Стамбул университетĕнче ĕçленĕ. Турккă чĕлхине вĕренекенсен пĕрлĕхне тата турккă историне тĕпчекенсен пĕрлĕхне йĕркелĕнĕ ĕçре чылай ĕç тунă. Историпе тата тивĕç-ирĕк философи ĕçĕсен авторĕ. Виçĕ хутчен ăна Турци парламентне суйланă: в 1931—1935, 1935—1939 тата 1950—1954 çç. Çаплах Нацисен лигинче турккă делегачĕ пулнă.

1957 çулта вилнĕ.

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Арăмĕ — Камила Рамеева, Шакир Рамеев (ашшĕ — ылтăн тупăçлакан, куккăшĕ — Дэрдменд тутар сăвăçĕ).
    • Хĕрĕ — Адиля Айда, дипломат.
      • мăнук-хĕр — Гёнюль Пултар, Турцире пурнать, филологи тухтăрĕ, халĕ Пĕтĕм тĕнчери тутарсен лигине ертсе пырать.
      • мăнук-хĕр — Гюльнур Учок, экономикăра ĕçлет.
      • мăнук — Али Вахит Турхан, политологи профессорĕ.

Хайланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Maksudi S. 1898. Maişet, Kazan. İkinci baskı: 1914.
  • Maksudi S. 1912. İngiltereye Seyahat, Kazan.
  • Maksudi S. 1927. Hukuk Tarihi Dersleri, Ankara: Ankara Hukuk Fakultesi Yayınları. Лекции по истории права
  • Maksudi S. 1928. Türk Hukuk Tarihi, Ankara: Ankara Hukuk Fakultesi Yayınları.
  • Maksudi S. 1930. Türk Dili İçin, Ankara: Türk Ocakları Yayınları.
  • Maksudi S. 1933. İskitler-Sakalar, Ankara: Türk Tarihinin Anahatları Serisi, No. 5.
  • Maksudi S. 1934. Orta Asya Türk Devletler, Ankara: Türk Tarihinin Anahatları Serisi, II, No. 19.
  • Maksudi S. 1937. Hukukun Umumi Esasları, Ankara: Ankara Hukuk Fakultesi Yayınları. общие принципы права
  • Maksudi S. 1941. Umumi Hukuk Tarihi, Ankara: Ankara Hukuk Fakultesi Yayınları. İkinci baskı: 1944. Üçüncü baskı: 1948.
  • Maksudi S. 1946. Hukuk Felsefesi, İstanbul: İstanbul Hukuk Fakültesi Talebe Cemiyet Yayınları.
  • Maksudi S. 1947. Türk Tarihi Ve Hukuk, İstanbul: İstanbul Hukuk Fakültesi Yayınları.
  • Maksudi S. 1955. Milliyet Duygusunun Sosyolojik Esasları, İstanbul. İkinci baskı: 1975. Üçüncü baskı: 1979.
  • Maksudi S. 1940. Teokratik Devlet ve Laik Devlet, İstanbul — İstanbul Üniversitesi Yayınları.
  • Maksudi S. 1940. İngliz Amme Hukukunun İnkişafı Safhaları, İstanbul — İstanbul Hukuk Fakültesi Yayınları.
  • Maksudi S. 1945. Farabi’nin Hukuk Felsefesi, İstanbul — İstanbul Hukuk Fakültesi Yayınları.
  • Maksudi S. 1947. Kutadgu-Bilig, İstanbul — İstanbul Hukuk Fakültesi Yayınları.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Максуди Садри / Усманова Д. М. // Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
  • Гайнанова М. Р. Общественно-политическая деятельность Садри Максуди в Турецкой Республике (1925—1957 гг.). — Казань: Институт истории им. Ш.Марджани АН РТ, 2019. — 176 с. ISBN 978-5-94981-336-2

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]