Контент патне куҫ

Ефремов Николай Прокопьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ефремов хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Ефремов Николай Прокопьевич

Виççĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç.
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1860, раштав, 1
Ҫуралнӑ вырӑн Шупашкар, Хусан кĕперни
Вилнӗ вӑхӑт: 1921, çулла
Вилнӗ вырӑн: Хусан
Элтешлӗх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тӗне тытни: православи
Парти: Конституциллĕ-демократи
Ӗҫлев тӗсӗ: Вăрман усламçи, Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернинчен депутачĕ.

Ефремов Николай Прокопьевич (Прокофьевич) (1860, раштав, 11921, Хусан) — раççей патшалăх ĕçченĕ, купса. Раççей империн III чĕнĕвĕн патшалăх думин Хусан кĕпернинчен депутачĕ. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Шупашкарти (Воробьёв композиторсен урамĕ, 10) Ехрем хуçан (Николай Прокопьевич Ефремовăн) 1910 çулта хăпартнă çурчĕ[1]

I гильдири Прокопий Ефремов купса килĕнче çуралнă. Килтех пĕлӳ илнĕ.

Вăрман усламçи, хăма çуракан савут пулнă. Нумай çĕр тытса тăнă. «П. Е. Ефремов с сыновьями» сутăиилӳ çуртне ертсе пынă.

1907 çулта юпан 14-мешĕнче III Патшалăх Думине Хусан кĕпернин суйлав пухăвĕн суйлакансен пĕрлехи йышĕнчен суйланă. Кадетсен фракцинче тăнă. Сутă-илӳпе промăçлăх комиссин пайташĕ. 1908 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнче депутат пулма пăрахнă[2] (унăн вырăнне Н. Д. Сазонова суйланă[3]).

Пайăр пурнăçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Машăрланмасăрах Александра Флегонтовна Иевлевăпа арлă-арăмлă пурăннă. Совет влаçĕ çуртне конфискацилесен Н. П. Ефремов арăмĕпе Хусана куçса кайнă, унтах 1921 çулта выçса вилнĕ[4].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]