Контент патне куҫ

Петрухин Григорий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Петрухин хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Григорий Иванович Петрухин

Иккĕмĕш Дума депутачĕ, 1907 ç.
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1879
Ҫуралнӑ вырӑн Степановка Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнӗ вӑхӑт: ?
Элтешлӗх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тӗне тытни: православи
Парти: Ĕçлев ушкăнĕ
Ӗҫлев тӗсӗ: çĕр ĕçтешĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Григорий Иванович Петрухин (1879—?) — çĕр ĕçченĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Хусан кĕпернинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕсен ушкăнĕ. Иккĕмĕш касăра: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; пĕрремĕш касăра: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников, С. Т. Максютов.

Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Теччĕ уесĕн Мăн Фрол вулăсĕнчи Степановка ялĕнче çуралнă. Чиркӳ прихучĕн шкулĕче пуçламăш пĕлĕве илсен, хăй тĕллĕн чылай ăс пухнă. Чул хума вĕренсен 12 çул хушши çĕршыв тăрăх çӳренĕ. Хусанта, Аçтăрханра, Бакура, Петровскра тата урăх хуласенче çӳренĕ. Хĕлле ялсем тăрăх çăмат йăваласа çӳренĕ.

1907 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпĕрнин суйлавçисен пухăвĕнче суйланă. Ĕçлев ушкăнĕн йышне тата фракции Хресченсен пĕрлешĕвĕн фракцине кĕнĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278, Опись 1 (2-й созыв). Дело 334; Дело 551. Лист 8.