Башаров Марат Алимжанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Марат Башаров. 2011

Марат Алимжанович Башаров, — Раççей театр тата кино актёрĕ.

1974 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Халăх енчен тутар. Ун ашшĕпе амăшĕ театрпа, кинопа нихăш енчен те çыхăнман: ашшĕ – сантехник, амăшĕ – повар.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕчĕк чух Марат итлекен ача пулнă, садике çӳренĕ. Шкула çӳреме пуçласан вара «усалланнă», ăна хăйне тытма пĕлменшĕн темиçе хутчен те шкултан кăларса яма пуçланă. Анчах та хăйĕн чи лайăх юлташĕсене шăпах шкулта тупнă, вĕсемпе халĕ те туслă вăл. Шкул пĕтерсен Марат Мускаври патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕрре пиччĕшĕ (театр критикĕ) Марата «Современник» театрта «Кентрвильское привидение» спектакльти пĕр роле выляса пăхма сĕнет. Унта шăпах çамрăк каччă кирлĕ пулнă. Икĕ тапхăр вылянă вăл çав спектакльте. Паллах, нимĕнле юрист профессийĕ пирки те шутламан ĕнтĕ текех, университетран докуменчĕсене кайса илнĕ те Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕнĕ.

1998 çулта, алла диплом илсен, Марата темиçе театр харăс ĕçлеме чĕннĕ. Башаров пĕр-пĕр театра суйласа илсе уйрăм режиссёр куçĕнчен пăхас темен, никама пăхăнман актер пулма шутланă. Çак çулах ăна Н.Михалков хăйĕн «Сибирский цирюльник» фильмĕнче роль сĕннĕ. 1999 çулта Башаров С.Говорухинăн «Ворошиловский стрелок» фильмĕнче ӳкерĕннĕ. Унтан икĕ çул хушши О.Меньшиковăн «Горе от ума» театр постановкинче вылянă. Чăн-чăн ят-сум вара Марат 2000 çулта П.Лунгинăн «Свадьба» фильмĕ тата А.Миттан «Граница. Таежный роман» сериалĕ кун çути курсан çĕнсе илнĕ. Çак картинăсем экран çине тухсан кинокритиксем Раççей кинематографĕнче çĕнĕ çăлтăр çурални пирки шавлама пуçланă та. Марат Башаров кинора кирлĕ çын пулса тăнă. Унтанпа вăл миçе роль вылянă-ши? Акă, паллăрах фильмсене кăна илер: «Русский бунт – озвучание роли», «Тихие омуты» (2000), «Идеальная пара» (2001), «Олигарх» (2002), «Турецкий гамбит», «Чешуя – США» (2003), «72 метра», «Шукшинские рассказы. Гена пройди-свет», «Родственный обмен», «Моя большая армянская свадьба» (2004), «Консервы» (2006), «Парадокс» (2007)...

2007 çулта Марат «Первый каналăн» «Звезды на льду» проектне хутшăнса çĕнтерчĕ (унта вăл Татьяна Навка фигуристкăпа пĕрле ярăннăччĕ). Кăçал та çак программăн (ячĕ улшăнчĕ пулсан та) айккинче хăвармарĕç коньки çинче çирĕп тăма вĕреннĕ актера – «Ледниковый период» ăмăртăвĕсене Ирина Слуцкаяпа пĕрле ертсе пычĕ вăл.

Кулленхи пурнăçра Марат калаçма юратакан, хăйне шанакан, çине тăракан çын. Спортпа туслă: футболла, теннисла, хоккейла выляма кăмăллать. Сăра, турăх, пельмень юратать. Спорт стилĕллĕ тумсем килĕштерет. Авланнă. Мăшăрĕ, Лиза, «ТриТэ» студире ĕçлет, çав вăхăтрах упăшкине те пулăшса пыма ĕлкĕрет. Паллах, ытти нумай тутар пекех, Марата та амăшĕ Рауза Абдуловна тутар хĕрне качча илтересшĕн пулнă. Малтанах ывăлĕ Лизăпа туслашнине ырламан вăл. Пулас кинĕ хăй ирĕкĕпе ислам тĕнне йышăнасшăн пулнине пĕлсен вара хĕрарăмăн савăннипе куççулĕ тухнă. Туйне те Маратпа Лиза тутарсен йăли-йĕркипе ирттернĕ. 2004 çулта Башаровсен Амели ятлă хĕр çуралнă.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. 1999Ворошиловский стрелокИгорь Зварыкин
  2. 1999Сибирский цирюльникПалиевский
  3. 2000Тихие омутыгаишник
  4. 2000Свадьба
  5. 2001Граница. Таёжный роман (Сериал) — Иван Столбов
  6. 2001Гипноз
  7. 2002Олигарх
  8. 2002Ледниковый период (Сериал)
  9. 200372 метракапитан-лейтенант Пётр Орлов
  10. 2004Холостяки (Сериал)
  11. 2004Гибель империи (Сериал)
  12. 2004Родственный обмен (Сериал)
  13. 2005Сатисфакция (Сериал)
  14. 2005Охота на изюбря (Сериал)
  15. 2005Турецкий гамбитГриднев
  16. 2005Моя большая армянская свадьбаЖеня
  17. 2005Убойная сила-6: Мыс доброй надеждыВолодя
  18. 2006Изображая жертву
  19. 2007КонсервыИгорь Давыдов
  20. 2007ДикариМистер