Любляна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Любля́на (словен. Ljubljana , ним. Laibach, итал. Lubiana) — Словенин тĕп тата пысăк хули.

Пĕтĕмĕшле хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ: 267 920 çын (2007 çул). Çĕр лаптăкĕ 275 км². Любляна гербĕ çинче хула символĕ — симĕс Люблян çĕленĕ. Хула Любляница çинче, Савăна юхса кĕнĕ çĕртен 10 çм тăвалла, вырнаçнă. Патшалăх чĕлхи — словен чĕлхи, нумайăшĕ нимĕçле тата акăлчанла пуплеме пултараççĕ. Тĕне тытса пыракансен ытларахăшĕ — католиксем.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ратуша
Любляна университечĕ
Люблянăн варрин çурçĕрĕ (Kamnik Alps)


Хула таврашĕ пирĕн эрăчченех авалхи рим харпăрлăхĕ шутне кĕнĕ. П.э.34 çулта хальхи Любляна çумĕнчи Эмона рим колонине хула статусне панă. V ĕмĕрте территори варварсен алине лекет. VI ĕмĕртенпе кунта славян Лувигани пулнă, ăна X ĕмĕрте венгрсем туртса илеççĕ.

Любляна хулана пĕрремĕш хут 1144 çулта асăннă. 1260 çулта пĕрремĕш хут ăна Любляница çинчи хула тесе кăтартнă. Унчех Любляна Крайнăн административлă тĕпĕ пулса тăрать. 1276 çултанпа тирольх графĕсен аллине куçать. 1335 - 1918 çулсенче — Габсбургсен влаçĕнчи Крайнăн тĕп хули. 1809—1813/1815 — франци иллири провинцисен тĕпĕ. XIXXX ĕмĕр пуçламăшĕнче — словен халăх ирĕклĕх юхăмĕн тĕпĕ.

1918 çулта Сербсен, Хорватсен тата Словенсен патшалăхĕ никĕсленсен (кайран Югослави патшалахĕ пулса тăрать), Любляна ун шутĕнче Словенин тĕп хули пулать. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçлансан итальянсем (1941—1943), каярах нимĕçсем (1943—1945) оккупацилеççĕ. Вăрçă хыççăн Любляна Югослави Социаллă Республика Словенин тĕп хули. 1991 çултанпа — ирĕклĕ Словенин тĕп хули.

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăванлă хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]