Контент патне куҫ

Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ (Шупашкар)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
палăк
Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ
Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид1).jpg
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Патшалăх Чăваш Ен
Никĕсленĕ вăхăт 1980 çул

Вăрçă Мухтавĕн Монуменчĕ (выр. Монумент Воинской Славы) — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрлăхне халалланă монумент. Чăваш Республикин тĕп хулин Шупашкарăн доминанчĕсенчен пĕрри шутланать.

Хулан историлле пайĕ çумĕнче Атăл хĕрринчи çӳллĕ сăрт çинче, «Çĕнтерӳ» мемориал паркĕн територинче вырнаçнă.

Вăрçă Мухтавĕн монументне мăнаçлăн 1980 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче уçнă. Церемонине икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, вĕçевçĕ-космонавт А. Г. Николаев хутшăннă, монументпа юнашар вăл «Астăвăм аллейине» уçнă.

Ӳкерчĕк:Вечный огонь (Чебоксары).jpg
Гранит постаменчĕ çинчи сӳнми вут çулăмĕ

Монумента А.Щербаков скульпторпа Г. Я. Захаров архитектор тунă.

Монумент фотографисем
Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид3).jpg Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид2).jpg Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид4).jpg Ӳкерчĕк:Монумент Воинской Славы (Вид5).jpg

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]