Контент патне куҫ

Вăратин районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Воротынец районĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Вăратин районĕ
Воротынский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чулхула облаçĕ
Администраци центрĕ Вăратин ĕçтеш паçулокĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1929
Муниципаллă районăн пуçлăхĕ Солдатов Алексей Александрович
Районăн вырăнти хăйтытăмлахĕн пуçлăхĕ Авдеев Владимир Михайлович
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2010)
18 733
(0,58% %)
Йышлăх 8,68% çын/çм²
Наци йышĕ вырăссем
Конфесси йышĕ православсем
Лаптăк 1935,81[3] çм²
Вăратин районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ Шаблон:MSK+4
Телефон кочĕ +7 83164
Сайчĕ

Вăратин райо́нĕ — Чулхула облаçĕн (РФЧ) администрациллĕ-территориллĕ йĕркеленĕвĕ (район) тата пĕр ятлă муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Администраци центрĕ — ĕçтеш паçулокĕ Вăратин.

Вăратин районĕ Чулхула облаçĕң тухăçĕнче вырнаçнă, Чулхула облаçĕн Воскресенск, Лысково, Сăпас, Пильнă районĕсемпе, çаплах Чăваш Енпе тата Мари Элпе чикĕ тытать.

Район территорине Атăл иккĕне: лăсăллă вăрманлă сулахай çыранĕнчине тата сылтăм çыранĕнчине — вăрманлă-çеçенхирлине — пайлать.

Район çĕрĕн лаптăкĕ — 1936 км2 е 193 600 гектар. Вĕсенчен вăрман çĕрĕ — 96 500 гa е районти çĕрĕн 49,9 %, ял хуçалăх çĕрĕсем — 57 100 га, çав шутра сухаламашкăн — 41 600 га. Çĕр айĕнче торф пур.

Пурăнан халăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 17 666 çын (2020) пурăнать, вĕсенчен 40,03 % — хулара.

Ĕлĕкрех кунта марисем пурăннă. Район территоринче туçи марисен тĕп хули — Цепель — шутланнă, унăн çĕрĕ хальхи Васильсурск çумĕнче пулнă. Ытларахăш халăх — вырăссем, çаплах пĕчĕк ушкăнсемпе чăвашсем тата марисем пурăнаççĕ.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]