Кукшату
Ял
|
Кукшату (выр. Лысая Гора) — Чулхула облаçĕнчи Вăратин районĕн ялĕ. Чăвашсем никĕсленĕ. Хальхи вăхăтра та чăвашсемех пурăнаççĕ. Тата вырăссем. Чи çывăхри ял — Петровски (812 м[1]). Унта та чăвашсем пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, яла никĕслекен чăвашсем тата унта халь пурнаканнисем хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывне епле калани уçăмлăнах паллă мар, анчах пичетре тата ытти çĕрте те Кукшату тени час-часах тĕл пулать.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар-Мускав автоçултан аякрах мар. Сăр вуррин сулахай çыранĕнче вырнаçнă. "Кукшату-Васильсурск" паром пур[2]. Çаксене шута илсен, питĕ ăнăçлă вырăн теме пулать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010-мĕш çулхи çырупа ялта 68 çын пурăнать. 2002-мĕш çулта 76 çын пурăннă, вĕсенчен 69% чăвашсем, 26% вырăссем[3].
Урамсен вырăсла ячĕсем: Сурская, Полевая[4]. Çав вăхăтрах темшĕн хайхи карттă çинче "Новая улица" текенни те ÿкерĕннĕ. Халлĕхе урамсен чăвашла ячĕсене тупса палăртайман-ха.
Кунçул: ĕнер, паян, ыран
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутĕç тата культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта çулленех "Пирав пуххи" ирттереççĕ. Ун пек уявсенчен хăшне-пĕрне камерăпа ÿкерсе илнĕ. Вĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхма та май пур: мĕнре пĕрпеклĕхсем тата уйрăмлăхсем.
- Питрав Пуххи — 2013-мĕш çул[5].
- Питрав Пуххи — 2014-мĕш çул, июль, 12[6].
- Питрав Пуххи — 2016-мĕш çул, июль, 9; видеона публикациленĕ: 13.06.2016[7].
Паллă çынсем тата ытти уйрăм харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хальхи Вортынец районĕнчи Кукшату ялĕпе Тарас Кириллов (1880-1921) чăваш сăвăçĕн шăпи тачă çыхăннă. Вăл кунта юлашки çулĕсене пурăнса ирттернĕ. Пытарасса та ăна кунтах (тĕрĕсрех: Васильсурскра) пытарнă.
- Альбина Юрату сăвăç, Кукшату ялĕнче çуралса ÿснĕ упăшки Николай Васильевич Любимов урлă, Чулхула облаçĕнчи чăвашсемпе тăванла çыхăннă[8][9].
- Кукшату ялне пуçласа яракансенчен пĕри Н.В.Никольский профессорăн йыснăшĕ Кузьма Романович Романов (1864–1931) пулнă[10].
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
- Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
- Ерагин, Евгений Евстафьевич. В устье Суры, по Огневке : [ист.-краеведч. очерки] / Е. Е. Ерагин. - Н. Новгород, 2006(Чебоксары: Тип. изд-ва "Новое время"). - 387 с. : фот., карт.-схем., факс.; 20 см.
- Козяков, В.Ф. Основание населённых пунктов Отарской сельской администрации //Воротынская газета. – 2008. – 1, 8, 15, 22, 29 августа,.5, 12 сентября.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Кукшату картти.
- ^ Расписание работы паромной переправы Васильсурск — Лысая Гора на 2016г. 2020 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
- ^ Кушату урамĕсем.(ĕçлемен каçă)
- ^ Питрав Пуххи - 2013 г., в с. Лысая гора Воротынского района Нижегородской обл.
- ^ Питрав Пуххи 12 июля 2014г с.Лысая Гора Воротынского р-на.
- ^ Питрав Пуххи. Опубликовано: 13 июл. 2016 г. 9июля 2016г. с.Лысая Гора Воротынского р-на.
- ^ Они посетили наш район. Юрату Альбина (Любимова).(ĕçлемен каçă) — Литературная карта Воротынского района.
- ^ Ерагин, Е.Е. Поэтесса Альбина Юраду / Ерагин, Е.Е В устье Суры по Огневке. – Н.Новгород, 2006. – С.362-365.
- ^ Гусаров, Юрий. Фотография из тайника в семейном альбоме. — Советская Чувашия. Опубликовано: 28 января 2015.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чулхула облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Вăратин районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Вăраттăн |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Число мар formatnum аргументлӑ страницӑсем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Чулхула облаçĕн географипе вĕçлемен статьясем
- Чулхула облаçĕн ялĕсем
- Вăратин районĕ
- Страницы, использующие расширение Kartographer