Гурьева Маргарита Валентиновна
Маргарита Гурьева | |
Çуралнă вăхăт: | 1962 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кĕçĕн Тивĕш ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен парни (1995), А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парни (1999) |
Гурьева Маргарита Валентиновна (1962 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кĕçĕн Тивĕш ялĕнче çуралнă) — чăваш сăвăçĕ, актриси, режиссёрĕ.
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Маринистсемпе баталистсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацин пайташĕ (1999), Театр ĕçтешĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1989), «Ахрăм» халăх театрĕсен ассоциацин пайташĕ (1997).
Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен парнин (1995), А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парнин лауреачĕ (1999).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1985 çулта Чăваш республикин культурăпа çутĕç училищин хареографи уйрăмĕнче вĕренсе тухнă. Вĕрентӳçи Нянина Людмила Николаевна пулнă. Халĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистикăпа режиссура факультетĕнче вĕренет.
1979 çултанпа Чăваш патшалăх пукане театрĕнче актриса, «Пӳрнеске» чăваш халăх театрĕн режиссёрĕ пулса ĕçлет.
Чăваш телекуравĕнче «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» телекăларăма ертсе пырать.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çырма пуçланă. Унтанпа унăн сăввисем Чăваш Енĕн, Пушкăрт Республикин, Тутарстанăн тата Азербайджанăн хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Тăтăшах ăна чăваш радиовĕпе телекуравĕнче илтме пулать.
Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Вăрттăн юрату» (сăвăсем, 1998);
- «Эп çӳнсан та çӳнса пĕтес çук» (сăвăсем, 2000);
- «Манăн çутă ĕмĕтсем» (сăвăсем, 2002).
- «Свадебные слёзы» (Туйри куççулсем, сăвăсем, 2001);
- «Колдунья, ты лгунья» (Тухатмăш, эс суеçĕ, юмахсем, 2001).
Вырăсла тата чăвашла тухнă кĕнеки:
- «Кĕмĕл сывлăм» (сăвăсем, 2002).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Режиссёрсем, алфавитпа
- Актёрсем, алфавитпа
- СССР çыравçисем
- СССР сăвăçисем
- СССР режиссёрĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей режиссёрĕсем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш режиссёрĕсем
- Чăваш çыравçисем