Контент патне куҫ

Жуковский Рем Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Жуковский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Рем Жуковский
Тулли ят Жуковский Рем Николаевич
Çуралнă вăхăт 1927, кăрлач, 1
Çуралнă вырăн Чăваш республики, СССР
Вилнĕ вăхăт 1990
Вилнĕ вырăн Шупашкар
Патшалăх РСФСР, СССР
Профессисем баянçă
Жанрсем халăх юрри

Жуковский Рем Николаевич (1.1.1927 çур., Чăваш Ен, Куславкка районĕ, Чашлама ялĕ) — мусăкçă, халăх пултарулăхне йĕркелекенĕ, баянçă, композитор[1].

Жуковский Рем Николаевич Чăваш Енти Куславкка районĕнчи Чашлама ялĕнче çуралса (1.1.1927) ÿснĕ[1].

Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшне пĕтернĕ, кайран хăй те унтах ĕçленĕ. Кунсăр пуçне вăл республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнче баянистсем хатĕрлес ĕçе хутшăннă.

Рем Николаевич Жуковскийĕн вĕренекенĕсем — Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Александр Юхтанов, Чăваш Ен халăх артисчĕ Михаил Михайлов, Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçисем Валентин Алексеев, Авраам Бурундуков, Николай Эриванов, çавăн пекех Николай Катранов баянçă тата ыттисем те.

Жуковскийсен йăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Аслашшĕ — Захар Захарович Сперанский (дворян пулнă теççĕ, апла пулсан, ахăртнех, вырăс)
    • Ашшĕ — Николай Захарович.

Рем Николаевич Жуковскийпе пĕр тăваннисем:

  • Витольд (Шупашкарти пукане театрĕнче мусăк енĕпе ĕçленĕ)
  • Лев (Надымра пурăнать)
  • Альбина (Мускавра пурăнать)
  • Геннадий

Рем Николаевич Жуковский хĕрĕ:

  • Нина Жуковская (Удина), Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшне фортепиано класĕпе пĕтернĕ. Халĕ фортепиано енĕпе Шупашкарти Ф.М. Лукин ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ ача-пча мусăк шкулĕнче вĕрентет[1].

Рем Жуковский кĕнекисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Попурри на чувашские народные песни». 1960.
  • «Чувашские плясовые наигрыши» 1977.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
  • Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
  • Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
  • Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 тата 3 Пахмутов, Дмитрий. Баянист Рем Николаевич Жуковский: он научил нас музыкой выражать эмоции и чувствать 2019 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. — Ф.Павлов ячĕллĕ Мусăк вĕрентĕшĕн кивĕ сайчĕ.