Иккĕмĕш Микишĕн
Иккĕмĕш Микишĕн- Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи çухалнă ял. Чи малтанах вырăссем пурăннă. Республикăн тĕп территорийĕн тулашĕнче вырнаçнă Улмаллă ялпа тата Пĕрремĕш Никишино тĕлпе пĕрле пĕр анклав.
Микишĕн: 1917-1920 (тепĕр тĕлте:1926-мĕшчен), Микишĕн Иккĕмĕш Пайĕ: 1920-1957 (тепĕр тĕлте: 1948-мĕшчен), Иккĕмĕш Микишĕн: 1958-мĕш çултанпа[1].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Шамккай вулăсĕн 1897-мĕш çулхи[2] тата 1913-мĕш çулхи[3] ялĕсен йышĕнче Пĕрремĕш Никишино, Иккĕмĕш Никишино е Никишино тенисем çук. Никитино тени çеç тĕл пулать.
1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӗрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шамккай вулăсĕнче шутланнă.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Ялсен шутĕнчен 1976-мĕш çулта кăларса пăрахнă. Вĕсемпе çыхăннă материалсем Шăмăршăри, Шупашкарти, Чĕмпĕрти, Пăвари архивсеме ытти йĕркелĕмсенче упранма пултараççĕ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Воронцова Анна Ивановна (1916-2009) — патшалăх ĕçлевçи, 1944-1959-мĕш çулсенче Чăваш АССР социаллă пулăшу министрĕ[4].
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- * Корчагин Александр Матвеевич (?-?) — вĕреннĕ çулсем: 1879-мĕш çулччен
- Космовский Георгий Димитриевич (1876-?) — вĕреннĕ çулсем: 1891-1897
- Космовский Иван Сергеевич (1895-1919) — вĕреннĕ çулсем: 1907-1913
- Воронцов Михаил Иванович (1896-?) — вĕреннĕ çулсем: 1911-1915
- Воронцов Степан Васильевич (1884-?) — вĕреннĕ çулсем: 1897-1903
- Воронцова Мария Ивановна (1898-?) — вĕреннĕ çулсем: ?-1913[5] Никитино[6]
Хăшĕ хăш Никишăнăпа (Пĕрремĕшĕпе е Иккĕмĕшĕпе) çыхăнни мар.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Алфавитный список населённых мест с изменениями в названии. — Моё Семейное Древо
- ^ 1897 СНМ Симбирской губернии. 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Список населенных мест Симбирской губернии. - Симбирск : Симб. губ. стат. ком., 1913. - XI, 283 с.
- ^ Андреев В.В. Чăваш энциклопедийĕнчи статья. 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
- ^ Патша саманинче ял çавăн ятлă пулни пирки каларăмăр ĕнтĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Никишино Второе Шемуршинский district en el mapa(ĕçлемен каçă).
- Никишино Второе. Геоинформационная база данных
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Шăмăршă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Ялсем: Анат Чаткас • Асанкасси • Баскак • Варварино • Васан • Виçпӳрт Шăмăршă • Вырăс Чукал • Ивански • Иккĕмĕш Микишĕн • Ирçе Тĕкки • Канаш • Карапай-Шăмăршă • Кахăрлă Шăхаль • Кĕçĕн Хайпăла • Кивĕ Чукал • Кивĕ Шăмăршă • Кирлистан • Кучек • Максим Горький • Мулля • Пăчăрлă Пашъел • Палтиел • Патирек • Пĕрремĕш Микишĕн • Пуянкасси • Çĕнĕ Чукал • Çĕнĕ Шăмăршă • Çĕнĕ Тăрăн • Триер • Улмаллă • Хайпăла • Хапрăк • Тури Чаткас • Хĕрлĕ Васан • Шăмăршă • Шамккай • Энтĕрел • Ярăслав |