Кавăрма
Кавăрма | |
| |
Компонентсем | |
---|---|
Кирлисем | сысна ашĕ тата/е чăх ашĕ, сухан, чабер, пăрăç хутаçĕ, томат, эрех, кăмпа, |
Май пуррисем | хĕрлĕ/хура пăрăç, тăвар, техĕмсем |
Пĕрпек çимесем | |
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке | |
Медиафайлы на Викиампар |
Кавăрма (пăлх. кавърма, туркк. kavurma, эрм. տհալ, ղավուրմա) — балкан кухнин çими, ытларах Турцире [1][2] Пăлхарире кăмăллаççĕ. Сĕтел çине вĕрилле те, сивĕлле те параççĕ. Çапла ĕнтĕ, чăнах та, икĕ тĕрлĕ çиме пулать.
Тĕрлĕрех çимесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕри кавăрма
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕри кавăрма çуллă яшка е шаркку тутиллĕ пулать. Тĕп ингредиентсем, чи малтанах, какай, малтан ăшалаççĕ, кайран тăм куршакра е кастрюльте пĕçерсе çитереççĕ[3].
Хăш регионра хатĕрленипе уйрăм пулсан та, çак çимене тăтăшах сысна ашне тата/е чăх ашне, сухан, чабер, пăрăç хутаçне, помидорсене, эрех, кăмпасем, хĕрлĕ тата хура пăрăçа, тăвар яраççĕ. Молдавири бессараб пăлхарĕсем, Украина пăлхарĕсем кавăрмана пачах урăхла тăваççĕ. Молдавире, сăмахран Бессарабире, кавăрмана сурăх е така какайăнчен пеçереççĕ. Украинăра путек ашĕнчен тăваççĕ. Кавăрмана урамри пысăк казанра уçă çулăм çинче пĕçереççĕ, хура пăрăç, хĕрлĕ пăрăç тата урăх техĕмсене тутине астивсе хушаççĕ. Тăтăшах ватă сурăха та пусаççĕ. Ашне шăмаран уйăраççĕ. Какай пиçсе çитичченех чылай вăхăт пĕçерме тивет. Çак çиме питĕ тутлă, калориллĕ шутланать.
Сивĕтнĕ кавăрма
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аш-пăш хатĕр пулсан, çăвĕ çăралма тытăнать, çукан оранж тĕсне илме пуçлать те авăртнă хĕрлĕ пăрăç пекех пулса каять. Çак хутăша сурăхăн темиçе хутчен типтерлĕ çуса тасатнă хырăмлăхне чикеççĕ. Çапла вара сурăх хырăмлăхĕ шала вĕретнĕ çупа тата юрмасемпе техĕмленĕ аша хураççĕ, хыççăн сивĕнмешкĕн тата формăна илмешкĕн пусарса хураççĕ. Сивĕтнĕ кавăрмана вăтам сийсемпе касса сĕтел çине параççĕ.
Тепĕр вариант: казанра пĕçернĕ хыççăн шăммисене кăлараççĕ те формĕсене яраççĕ, унта вара апат-çимĕç сивĕнет. Çакнашкал мелпе консервацилеççĕ — кавăрма (каурма) сивĕтĕше хумасăрах, сăмахран, нӳхрепре е урăх сивĕ çĕрте, темиçе эрне упранать. Сивĕ кавăрмана тăтăшах пасарта сутаççĕ[4]. Сальтисон пекрех çак кавăрмана çатма çинче ăшăтса çиме те юрать.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Говурма — аш-какайпа пахчf-çимĕçе плов тумашкăн Кавказри пек ăшалани, кавăрма евĕрлискер.
- Куурдак — Вăтам Азири вариант
- Шăрттан — чăваш кухнинчи çиме.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пăлхар кухни |
|
---|---|
Ĕçмесем | |
Çăкăр-булкă | |
Çыртмасем тата салатсем |
Мезе • Разядка • Айвар • Имам баялды • Катык • Качамак • Кислая капуста • Йогурт • Кьопоолу • Луканка • Лютеница • Бастурма • Пинджур • Фаршăланă пăрăç • Голубцы • Снежанка • Суджук • Торши • Филе „Елена“ • Шопский салат |
Сырсем | |
Яшкасем |
Чорба • Боб чорба • Курбан чорба • Вĕлтрен яшки • Ясмăк яшки • Фрикадельки яшки • Таратор • Хаш • Попара • Ишкембе чорбасы |
Çимесем |
Баница • Бурекас • Гювеч • Кавăрма • Капама • Миш-маш • Мусака • Пататник • Плов • Риспе чăх ашĕ • Купăстапа сысна какайĕ • Тушёная говядина |
Гриль | |
Десертсем | |
Инструментсем |