Казакова-Алексеева Анна Григорьевна
Анна Казакова-Алексеева | |
Тулли ят | Казакова-Алексеева Анна Григорьевна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1903 |
Çуралнă вырăн | Кăнна Кушки ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ) |
Вилнĕ вăхăт | 1968 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Патшалăх |
Раççей империйĕ ССРП |
Профессисем | юрăç |
Инструментсем | вокал |
Парнесем | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ |
Казакова-Алексеева Анна Григорьевна — чăваш юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. 1903 çулта Тутарстанăн Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1968 çут тĕнчерен уйрăлнă.
Вăл профессионаллă чăваш мусăк культурине пуçарса яраканĕсенчен пĕри шутланать. Вăтăр çул ытла Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп солистки пулнă. Уншăн уйрăмах 40-50-мĕш çулсем ăнăçлă иртнĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн йышĕнче юрăç Калинин тата Брянск фрончĕсенче юрланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те Анна Григорьевна нумай вăхăт ансамблĕн тĕп солистки пулнă.
Кил-йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн ашшĕпе амăшĕ И.Я. Яковлев сĕнĕвĕпе килнĕ. Ашшĕ Григорий Алексеевич нумай çул чиркӳре сăваплăхçă пулса тăрăшнă. Ун хыççăн ĕçлекен пулман. Çав чиркĕве хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев уçнă, каярахпа ăна хупаççĕ, çĕмĕреççĕ. Григорий Алексеевич çинчен асăнни 1905 çулта пичетленнĕ С.В.Чичеринăн «Приволжские инородцы» кĕнекинче пур, ун çинчен урăх тĕрĕсрех хыпарсем пирĕн çук.
Алексеевсен çав вăхăтри аван хуçалăх пулнă – çурт, пахча, утар. Кулаксене хирĕç кĕрешме пуçлаччинех вăл хăйĕн ирĕкĕпех пĕтĕм пурлăхне шкула парса хăварса ывăлĕ патне Мускава каять. Каяс умĕн пĕтĕм ял çыннисенчен каçару ыйтать.[1]
Анна Григорьевна хăйĕн анкетинче унăн ашшĕпе амăшĕ Кăнна Кушкинчи училищĕре вĕрентекенсем пулса ĕçленĕ тесе палăртнă, ку вăл пĕр енчен тĕрĕс, анчах веçех мар. Вара вĕсем пирĕн патран пачах та ют тĕле, хăйсене никам та палламан çĕре тухса каяççĕ. Алексеевсем Совет влаçĕнчен пытаннă, мĕншĕн тесен ашшĕ чиркӳпе çыхăннă пулнă. Анна Григорьевна çавăнтанпа урăх тăван ялне килмен, ашшĕ-амăшне паллакан çынсемпе тĕл пуласси килмен пулмалла. Вăл вăхăтра уншăн асăрханни пачах та чăрмантарман.
Хăй вăхăтĕнче хаçатсем çырнă тăрăх, сайра тĕл пулакан хитре сасси пур регионта та янăранă, таса çăлкуç пек, юхса пынă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ «ХИТРЕ САСĂЛЛĂ ЕНТЕШ» 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.А. Пыркин Кăнна Кушки ял музейĕн директорĕ çырнă Сувар хаçатри статья.