Карăкçырми (Хĕрлĕ Чутай районĕ)
Карăкçырми
Карăкçырми
|
Карăкçырми — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта икĕ урам: Тĕп тата Вăрманкасси урамĕ. Тĕп урамĕ малтан пуçланса кайнă. Вăрманкасси урамĕ вырăнĕнче вара вăрман ларнă. Ял сарăлса пынипе вăрман касса çуртсем ларта пуçланă.
Ял вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паян кун та ялтан инçе мар вăрман ларать, çырма-çатрасем те сахал мар. Çав çырма-çатра ячĕсем те сыхланса юлнă:
- Утар çырми.
- Ванька варĕ. Ӗлĕкех унта Ванькка ани пулнă. Хуçи вилсен, анине никам та пăхманнипе çырмаланса кайнă. Çавăнпа çырмине «Ванька варĕ» тенĕ.
- Танила варĕ. Ӗлĕк унта Танила ани пулнă. Хуçи вилсен, анине никам та пăхманнипе вăл та çырмаланса кайнă. Çавăнпа çырмине «Танила варĕ» тенĕ.
- Вилнĕ çын варĕ. Виле тупăкĕн турпасĕсене кашни урам пĕр çырмана кайса пăрахса çунтарнă, çавăнпа та çав çырмана çапла ят панă.
- Сахмăрса
- Йӳçĕ.
- Хорăн вар. Унта çăлкуç пулнă тата пĕртен пĕр хурăн ӳснĕ.
- Коккăр вар.
- Така варĕ.
- Монча варĕ.
- Хăнатар (юханшыв ячĕ).
- т.ыт.те.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку яла епле пулса кайни пирки икĕ тĕрлĕ халап çӳрет.
Пĕр халап тăрăх ял вырăнĕ питĕ çырма-çатраллă, шывлă вырăн пулнă, юнашарах вăрман ларнă. Çав çырма-çатрасенче карăксем пурăннă. Çавăнпа ăна пĕр вăхăт хушши Карăк çырми тенĕ, каярахпа ă саспаллийĕ тухса ӳкнĕ те Карк çырми пулса тăнă.
Иккĕмĕш халапĕ тăрăх юнашар вăрманта хура курак нумай пулнă. Çавăнпа ăна малтан Корак çырми тенĕ, вăхăт иртнĕ çемĕн Карк çырми теме тытăннă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пурăнан вырăнсем |
||
---|---|---|
Администраци центрĕ: Хĕрлĕ Чутай Ялсем: Акташ • Акчикасси • Анат Çĕрпӳкасси • Арайкасси • Атнар • Берёзовка • Вăрманкасси • Ваçкаçырми • Виçенер • Вырăсушкăнь • Горбатовка • Енкĕлт • Иçеккей • Иккĕмĕш Çăкалăх • Иккĕмĕш Хурашаш • Ирчакасси • Кĕрлев • Калкасси • Карăкçырми • Кивĕ Атикасси • Кивĕ Ирчемес • Кишля • Кушлавăш • Кӳпеш • Лопа • Мăн Xăмăркка • Мăн Этмен • Малиновка • Мишеркасси • Мучикасси • Пĕрремĕш Çăкалăх • Пĕчĕк Этмен • Пантьăк • Питĕркасси • Пухтанкасси • Пчёлка • Сĕнтĕкçырми • Сĕренкасси • Сурăм • Çĕн Ирчемес • Çĕнĕ Атикасси • Тарапай • Тиххăнушкăнь • Тракушкăнь • Тралькасси • Туканаш • Туктамăш • Тумликасси • Тури Çĕрпӳкасси • Турхан • Уйпуç • Упукушкăнь • Урикасси • Утаркасси • Хĕрлĕ Çыр • Хĕрлĕ Чутай • Хватукасси • Хирлӳкасси • Хурапыр • Хурашаш • Хусанушкăнь • Черёмушки • Чурпай • Шĕмшеш • Шорово • Штанаш • Шукакасси • Шулю • Юманлăх • Яман |