Каспи тинĕсĕ
Каçпи тинĕсĕ лезг. Кас гьуьл авар. Хазар ралъад азерб. Xəzər dənizi дарг. Каспила урхьу казах. Каспий теңізі перс. دریای خزر/ دریای مازندران туркм. Hazar deňzi | |
Координаты: неизвестный формат аргумента | |
Азербайджанта çырана хум çапать | |
Патшалăхсем | Раççей Федерацийĕ Казахстан Иран Азербайджан |
Регионсем | Аçтăрхан облаçĕ, Дагестан, Атырау облаçĕ |
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ | −28 м |
Калăпăш | 78 200 км |
Калăпăш | 78 200 км³ |
Çыран хĕрри тăршшĕ | 7000 км |
Чи пысăк тарăнăш | 1025 м |
Вăтам тарăнăш | 208 м |
Минераллĕн тĕсĕ | сахал тăварлă |
Тăварлăх | до 13 ‰ |
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ | 3 626 000 км² |
Каспи тинĕсĕ позици картти халлĕхе çук. | |
Çывăх тата Ватам Тухăç позици картти халлĕхе çук. |
Каспи тинĕсĕ — Çĕр çинчи чи пысăк кӳлĕ, Европа Азипе çыхăннă çĕртре вырнаçнă.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каспи тинĕсĕ S латин сас палли пек курăнать, тăршшĕ çурçĕртен кăнтăра - 1200 çухрăма яхăн, анăçран тухăçа - 195-435 çухрăм, вăтам вăрăммăшĕ — 310-320 çухрăм.Лаптăкĕ яхăн 400 пин çм2. Каспи тинĕсĕ физика-географи енĕпе виççĕне пайланать - Çурçĕр Каспи, Вăтам Каспи тата Кăнтăр Каспи. Килĕштернĕ чикĕ Çурçĕр тата Вăтам Касписем Чечен утравĕ - Тюб-Караган сăмсахĕ йĕррипе пырать, Вăтам тата Кăнтăр Касписемпе - Пурăну (Жилой) утравĕ - Ган-Гулу сăмсахĕ йĕррипе пулать. Лаптăк шучĕсем:
- Çурçĕр Каспи — 25 %
- Вăтам Каспи — 36 %
- Кăнтăр Каспи — 39 %.
Каспи тинĕсĕнчен шыв ыхса тухмасть, шывĕ тăварлă, 0,05 ‰ Атăл юхса кĕнĕ çĕртре, 11—13 ‰ кăнтăр-тухăçĕнче. Шыв шайĕ часах улшăнать, халĕ - 28 м аялтарах Тĕнче океанĕн шайĕнчен. Тинĕс шывĕн лаптăкĕ - 371 000 çм² майлă, чи тарăннни - 1025 м.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ячĕ хуртан пулса кайма пултарать - хур тинĕсĕ. Каспи тинĕсĕ хăйĕн ятне çавсенчен илсе юлнă. Каспи тинĕсĕн хăйĕн пурнăçĕнче 70 ят пулнă - Гиркан тинĕсĕ, Хвалын тинĕсĕ, Хазар тинĕсĕ, Абескун тинĕсĕ, Сарай тинĕсĕ, Дербент тинĕсĕ, Сихай тинĕсĕ тата ытти йăхсен-халăхсен ячĕллĕ.
X - XIII ĕмĕрсенче Пăлхар тинĕсĕ ячĕ пулнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каспи тинĕсĕн çурутравĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пысăк утравĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ашур-Ада утравĕ
- Гарасу утравĕ
- Гум утравĕ
- Даш утравĕ
- Зира утравĕ
- Зянбил утравĕ
- Кюр Дашы утравĕ
- Хара-Зира утравĕ
- Сенги-Мугань утравĕ
- Чечен утравĕ
- Чыгыл утравĕ