Контент патне куҫ

Курнавăш ял тăрăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Курнавăш ял тăрăхĕЧăваш Республикин Елчĕк районĕнчи муниципалитет. Тĕп ялĕ - Курнавăш. Тăрăхĕнче çичĕ ял.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Кузьмин Владимир Ильич.

XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Кĕçĕн Пăла çывăхне Тăвай районне кĕрекен Турикас Тушкил ялĕнчен çынсем куçса килнĕ. Вĕсем Кĕçĕн Пăла юхан шывăн кăнтăр енче йĕркеленнĕ. Хăйсен ялне вара Курнавăш тесе ят панă. Курнавăш «курнă» сăмахран тата «вăш» татăкран тăрать. Ăна пуçарса яраканĕ вăрăм çи-пӳллĕ, хытканрах этем Кăрăç Папай пулнă. Пĕррехинче вăл хăй ялĕнчен кăнтăр еннелле çичĕ çухрăм çула тухать. Ăна çĕр виçекен чарсассăн вара Кăрăç Папай аллисене сарса пăрахса çĕр çине выртать. Унтан çĕр виçекенрен алăсенчен тĕрлĕ енне тата тăватă çухрăм виçсе пама ӳкетлет. Çĕр виçекен Кăрăç Папай ыйтăвне канăçтарать. Уншăн çак чиновника лаша парса тав тăваççĕ. Чи малтанах çак ялта темиçе çемйе çеç тĕрекленнĕ: Кăрăç Папай, Изамблат, Шакл, Мулентей, Туйтерек, Ентирек, Мăрсанай, Мусканей, Явкай, Мишке, Енехмет. Каярах кунта паянхи Курнавăш пулса тăрать.

Çутçанталăкĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял тăрăхне кĕрекен ялсем:

Ят Ял капĕ Халăх шучĕ
Курнавăш Тĕп ял 1050
Çĕнĕ Пăва Ял 651
Вырăскасси Ял 273
Çуткӳль Ял 275
Аслă Шăхаль Ял 324
Кĕçĕн Шăхаль) Ял 194
Турхан Ял 137

Организацисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Курнавăш ял тăрăхĕнче çак организацисем пур:

  • Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ;
  • Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул;
  • «Ылтăн пулă» ача-пăча сачĕ;
  • Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн пĕрле пурăнмалли çурт;
  • Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн стадионĕ;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи АТС;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи моделлĕ библиотека;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи чирккӳ;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи историпе краеведени халăх музейĕ;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ;
  • Курнавăш ял тăрăхĕнчи çыхăну пайĕ;
  • 2 мăкаçей.

Çавăн пекех ял-хуçалăх производствăллă кооператив çирĕп аталанса пынине палăртмалла.

Шаблон:Курнавăш ял тăрăхĕн ялсем