Христофоров Иван Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Христофоров
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă вăхăт 1935, пуш, 22
Çуралнă вырăн Çĕнĕ Пăва ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт 2018, çу, 24
Вилнĕ вырăн Çĕнĕ Пăва ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР
Патшалăх СССР,
Раççей
Профессисем чăваш юрăçи
Жанрсем чăваш эстради
Христофоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Христофоров Иван Иванович, (22.3.1935 — 24.5.2018, Çĕнĕ Пăва ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР) — чăваш юрăçи.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), Чăваш Енĕн чăваш халăх артисчĕ (1992).

Вырăсла тата чăвашла юрлать. Чăваш Енсĕр пуçне ытти çĕршывра та юрланă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1935 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕнĕ Елчĕк районĕн Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 5 хĕрпе 2 ывăл пăхса ӳстернĕ.

Мариупольте вырнаçнă мусăк училищинче вĕреннĕ, анчах та вĕренсе пĕтермен. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăваш патшалăх филармониĕн Çавал ансамблĕнче, Чăваш радиовĕпе телекурав хорĕнче (1992) юрланă.

Икĕ хĕрпе пĕр ывăла çуратса ӳстернĕ. Иккĕмĕш мăшăрĕ — Юлия Михайловна. Ывăлĕ, Ваня, иккĕмĕш мăшăрĕнчен.

Çĕнĕ Пăвара 2018-мĕш çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ[1].

Пултарулăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн репертуарĕнче 350 юрă ытла. Сăввисене Валентин Урташ, Юрий Сементер, Раиса Сарпи сăвăçсем çырнă, кĕввисене — Герман Лебедев, Орлов-Шуçăм, Филипп Лукин, Юрий Кудаков. Хăй те кĕвелет.

Юрăç купăс, баян, гитарăпа балалайка çинче вылять.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]