Кушан патшалăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кушан патшалăхĕ, — пирĕн эрăн I-III ĕмĕрсем хушшинче сарăлса выртнă патшалăх. Вăл хальхи Вăтам Ази, Афганистан, Пакистан, Çурçĕр Инди çĕрĕсем çинче вырнаçнă пулнă. 105—250 çулсем — вăйлă аталану тапхăрĕ шутланать.

Пĕррисем шутланипе, çак патшалăха хальхи Китайри Синцзян провинцире пурăннă юэчжи халăхĕ никĕсленĕ. Патшалăх Римпе, Персипе тата Китайпа тачă çыхăнусем тытнă.

Патшалăха кĕрекен халăхсем тохар чĕлхисемпе пупленĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăх Бактри тĕпĕ çинче аталанма пуçланă. Греко-Бактри патшалăхне аркатнă хыççăн вăл пĕчĕк пайсем çине пайланса пĕтнĕ пулнă. Куçса çӳрекен халăхсен ертӳçисене юэчжисем епле пурăнни килĕшнĕ, вĕсем пĕр вырăнта пурăна пуçланă. Пирĕн эрăчченхи I ĕмĕрте вара каллех пур çĕрте те çĕнĕ каналсем, акса ӳçтерме юрăхлă çерсем хатĕрленме пуçлаççĕ, хуласем хăпараççĕ.

Патшалăха йĕркелекенĕ вырăнĕнче Куджула Кадфиз шутланать. Катай çыравçисем çырнă тăрăх вăл чи малтан Бактрири 4 вырăнти пике хăйне пăхăнтарнă. Кайран ытти пĕчĕк пиксене те пăхăнтарма вăй-хал çитернĕ. Хăйĕн тĕп хули вырăнне вăл Ланьши хулине йышăннă. Ку хула хальхи Душанбере 44 çухрăм анăçалла, Шахринау хулаш вырăнĕнче вырнаçнă пулнă.

Гермей, Пархине пăхăнас мар тесе Кадфизпе килĕшӳ тăвать, темиçе Бактри кнеçлĕхне пĕрлештерет. Хăйне патшасен патши ятне илет.

Гермей вилнĕ хыççăн Кадфиз унăн астулĕ çине ларать те икĕ патшалăха пĕрлештерет. Ку 47 çулта пулса иртнĕ тесе шутлаççĕ. Çакăн хыççăн вăл Гандхарпа çурçĕр Пакистанра вырнаçнă юнашар патшалăхсене тытса илме пуçлать. Çапла вара I-мĕш Кадфиз пĕтĕм Бактрине хăй аллине илет, хăйне патшасен патши ятне тивĕçтерет. Каярах вăл хăйне Гиндукуш хыçри çĕрсене те хăйне пăхăнтарать. Инди çыруллăхĕпе çырна укçасем унăн патшалăхне инди халăхĕ те кĕнине пĕлтерет.

Малалла Кушан патшалăхĕ астул çинче унăн ывăлĕ Вим Кадфиз ларнă чухне сарăлнă. II-мĕш Кадфиз хăйĕн аллине Индин çурçĕр-анăç çĕрĕсене тытса илнĕ, Варанаси таранах. Çапла вара ку патшалăх чаплă та сумлисем шутне кĕнĕ. II-мĕш Кадфизăн укçисем çинче индуистсен Шива туррин тата вăкăр сăнĕ ытларах курăнать. Ку майпа вăл индуизма кăмăлланине, тата хăйĕн енне çĕнĕ çĕрсенчи халăха çавăрма кăларнă пулас.

Патшалăхăн чи паллă патшисем шутне Канишка кĕрет. Ун вăхăтĕнче патшалăхăн тĕп хули Пурушапура (хальхи Пешавар) пулса тăрать. Кунашка буддизм сыхлавçи пек асăнса юлнă. Буддизма кăмăланă пулин те унăн укçисем çинче çавăн пекех Гелиоспа Гефест грек туррисем, Митрăпа Вертрагна индоиран туррисем тата ыттисем тĕл пулаççĕ.

Патшалăх чиккисем анăç енче Пархипе, тухăç енче Хань имеприйĕпе чикĕленнĕ пирки час-часах вăрçăсем те сиксе тухнă. Чи юнлисем шутне I ĕмĕр вĕçĕ-II ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлĕнчи Тухăç Туркестанри вăрçă кĕрет. Вĕçĕ Кушан çарĕсем хунь çарĕсене çĕнтернипе, вĕсен юхăмне чарнипе вĕçленнĕ. III ĕмĕрте Пархи вырăнĕнче Сасанидсен патшалăхĕ йĕркеленнĕ. Çĕнĕ патшалăх Кушан патшалăхне çапса аркатнă. Çапла вара патшалăх арканма пуçланă. IV ĕмĕрте аталану сĕмĕ курăна пуçланă пулсан та малтанхи чапа çитеймен.

V ĕмĕр тĕлне патшалăх юлашкисене эфталитсем çĕмĕрсе тăкнă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Авалхи Инди патшалăхĕсем

Шаблон:Таджикистан историйĕ