Контент патне куҫ

Тулă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Тулă (ӳсентăран) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку ăнлава Тула тата ытти çавнашкал ăнлавсемпе пăтраштармалла мар

Тулă (лат. Triticum) — Çӳçен йышшисем (Poaceae) ямахатри ÿсентăрансен кăкĕ (речĕ).

Тулă, Тырă (лат. Triticum) — злаксем çемьин ăрачĕн ӳсекен курăк, чылайăш тĕсĕ пĕрçуллăхлисем, вăрăллă культура, нумай çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те акса илеççĕ.

Тулă пĕрчинчен сăсăлпа çăнăх тăваççĕ, çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, манă кĕрпи, салмасемпе кондитерлă япаласем хатĕрлеççĕ. Тулăпа, тулăн улăмĕпе, сăсăлпа выльăха та тăрантаççĕ, сăра та вĕретеççĕ.

Тулă Мал тата Вăтам Азире (хальхи Турци, Ирак, Сири, Иран, Туркменистан çĕрĕсенче) пирĕн эрăчченхи 7-6 пинçуллăхсенче, Балканра тата хальхи Греци территорийĕсенче – пирĕн эрăчченхи 6-5 пинçуллăхсенче, Икĕпатра – пирĕн эрăчченхи 4 пинçуллăх маларах этемлĕхе паллă пулнă.

Культурăсене ӳстересси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тулăна туса илесси, çулсемпе (FAOSTAT)(ĕçлемен каçă)
пин тоннă.
Çĕршыв198519952005
Китай85 807102 21196 160
Инди44 06965 76772 000
АПШ65 97559 40457 106
Раççей30 11945 500
Франци28 78430 88036 922
Канада24 25224 98925 547
Австрали15 99916 50424 067
Германи13 80217 76323 578
Пакистан11 70317 00221 591
Турци17 03218 01521 000

Тулă акса пухакансенчен малтисем — Китайпа Инди. Вĕсем хыççăн АПШ, Раççей.

Тулă тухăçлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тулă тухăçлăхĕ сортран, çанталăкран, тăпраран т.ыт. тĕрлĕ кăтару çитеть ( ц\га ,2009 ) :

Культурисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тулă апат-çимĕçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Рис, Урпа.