Мишутин Николай Степанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Мишутин Николай Степанович, — çыравçă. 1921 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Пăрачкав ялĕнче çуралнă. 1972 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

1968 çултанпа СССР ÇП членĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хастарлăхне кăтартнăшăн ăна икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çар арттилери училищинче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çартан таврăнсан районти милици уйрăмĕнче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калавсемпе юмахсем çырнă. Мускавра унăн çак кĕнекесем тухнă:

  • «Почему рыбы стали нарядными» (Пулăсем ма капăрланнă?);
  • «Как солнышко будили» (Хĕвеле вăратни);
  • «Дымок и туча» (Тетĕмпе пĕлĕт);

Шупашкарта çак кĕнекесене кăларнă:

  • «Зайка и художник» (Мулкачпа ӳнерçĕ, 1959);
  • «Мальчик и пчёлы» (Арçын ачапа сăпсасем, 1963);
  • «Максимкина аллея» (Макçăм аллеи, 1968);
  • тата ыттисем.