Контент патне куҫ

Октябрьский Городок

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сала
Октябрьский Городок
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Сарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ район Татищево районӗ
Муниципаллӑ йӗркеленӳ Октябрьский
Никĕсленĕ 1829
Малтанхи ятсем 1920 ҫулччен Николаевский городок
Сала  Сала
Почтă индексĕ 412165
ОКАТО кочĕ 63 246 840 001

Октябрьский Городок (Юпа пӗчӗк хули, выр. Октябрьский Городок) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи сала. Октябрьский муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ.

Николаевский Городок

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1829 ҫулта Раҫҫей императорӗ Николай I-н хушӑвӗпе Сарӑту кӗпӗрнин картти ҫинчи ҫӗнӗ ят Николаевский Городок тунӑ.

1764 ҫулта Мускавра Раҫҫей хӗр императорӗ Екатерина II тӑлӑх ачасемшӗн вӗрентӳллӗ ҫурт тунӑ. 1820 ҫулччен ачасем Мускавра вӗренсе ӳснӗ, унтан вӗсем ҫутҫанталӑкра ҫӑкӑрпа ӗҫлесе пулас тесе вӗсене Смулен кӗпӗрнине пурӑнма янӑ. Анчах, 1826 ҫулта пушӑн 16-ӗмӗшӗнче Раҫҫей императорӗ Николай I-н ӳпкеленине пула тӑлӑх ачасене Сарӑту кӗпӗрнине куҫса янӑ. Унта вырӑнти влаҫсем вӗсемшӗн ана уйӑрса панӑ.

Ҫӗнӗ пурӑнан вырӑн аталанма пуҫланӑ. Яла Раҫҫей императорӗ Николай I ячӗпе хисепленсе тӑрать (Николаевский Городок). Унӑн юнашар урӑх тӗрлӗрен ялсем ӳснӗ: Александровская, Мариинская (халӗ Татищево ӗҫ поселокӗ), Константиновская (халӗ Константиновка), Михайловка. Вӗсем император тӑван ҫынсем пек ятлӑ. 1830 ҫулхи ҫуркунне Смулен хирӗсенчен Сарӑту хирӗсенче 62 кил-йыш (ӗлӗкхи тӑлӑх ачасенчен) килчӗ. Пӗрремӗш ял пурӑнаканскер Петровсем, Николаевсем, Егоровсем хушаматлӑ кил-йышсем. 1836 ҫулта Николай чиркӗвӗ туса хунӑ (Мира-Ликий Микулай ячӗпе хисепленекен престол).

Николаевский Городок Вӑта Раҫҫейрен килнӗ ҫынсемпе ӳстернӗ. 1864 ҫулта ял ӑстаҫисене, агрономсене, ветеринарсене, зоотехниксене, уплут хуҫалӑхне тытса пыракансене хатӗрлес тесе Мариинка ҫӗрӗш вӗрентӗшӗ уҫнӑ. Вӑл ҫав вӑхӑтра Раҫҫейри вӗрентӗшсенчен чи лайӑх пӗри пулнӑ (1923 ҫултан ӑна Тимирязев Климент Аркадьевич ячӗллӗ ял хуҫалӑх техникумӗ ятлӑ). 1898 ҫулта шкул тунӑ.

Николаевский республики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1905 ҫулта Николаевский Городокра пӑлхану пуҫланнӑ. Вӑл пысӑк пулнӑ, Раҫҫей империйӗн юстици министрӗ унӑн ҫинчен императора каласа ӑна "1905 ҫулхи пӑтравӑн чи паллӑ пӗри" ятлӑ. Пӑлханӑвӑн пуҫлӑхӗ Мариинка вӗрентӗшӗн ӗлӗкхи вӗренекенӗ Иван Уханов пулнӑ. Пӑлханакан ҫынсем патне юнашар ялсен пурӑнаканскерсем пӗрлештернӗ. Ку Карамышка, Константиновка, Марииновка, Александровка, Кувыка, Слепцовка ҫыннисем. Пӑлхану комитечӗн хутшӑнаканӗсем суйланӑ: Иван Уханов, Федор Варламов, Павел Мусатов. Пӑлханаканскерсем вырӑнти полици ӳретникӗнчен пӑшала илнӗ. Юпан 23-мӗшӗнче Николаев Городокра Сарӑту кӗпӗрнин вице-кӗпӗрнаттӑрӗ 50 касаксемпе, салтак ротипе, пулеметсемпе килчӗ. Юпан 24-мӗшӗнче пӑлханӑва пусарнӑ.

1918 ҫулта ятла Совет влаҫӗ тӗпленчӗ. Ял канашӗн пӗрремӗш ертӳҫи — Кузьмин Владимир Павлович. Совет влаҫне тӗпленме пулӑшакансем: Елизаров Андрей Евдокимович, Васильев Евгений Авксентьевич, Иванов Ефим Михайлович, Уполовников Максим Иванович, Петров Николай Матвеевич, Клыченко Николай Михайлович.

Октябрьский Городок

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920 ҫулта ялта пурӑнакан ҫынсен ыйтӑвӗпе яла "Октябрьский Городок" ятне панӑ. Ҫӗршывра пуҫланнӑ коллективизаци ялти пурӑнӑва питӗ улӑштарнӑ. 1929 ҫулта ялта "Ҫитӗнӳ" (выр. Успех) ятлӑ колхоз туса хунӑ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫӗ — Иванов Владимир Васильевич.

2018 ҫулта ҫурлан 25-мӗшӗнче Митрополит Лонгин Асамлакан Микулай чиркӗвӗ туса хунӑ[2].

Халăх йышĕ
2002[3]2010[1]
18231636

К. А. Тимирязев ячӗллӗ ял-хуҫалӑх техникумӗ — пуян историпе, Раҫҫейри чи кивӗ вӗренмелли ҫуртсен пӗрри. Унӑн чи пӗрремӗш тӗллев — ял-хуҫалӑхшӑн специалистсене вӗрентни: аргономсем, механиксем, автомеханиксем, экономистсем те ыттисем кунтан тухаҫҫӗ. Техникум Сарӑту облаҫӗнчен инҫетре пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫак вӗренмелли ҫуртӑн вӗренекенӗсем спорт ӑмӑртӑвӗнче, илемлӗ пултарулӑхра, чи лайӑх профессири конкурсра те нумай урӑхлӑ ӗҫ-хӗлсенче хутшӑнаҫҫӗ.

Паллӑ ентешсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунта ҫуралнӑ

Мариинка ҫӗрӗш вӗретӗшӗн вӗренекенӗсем

Кунта пурӑннӑ

Фотогалерей

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]