Татищево
Ӗҫ поселокӗ
|
Татищево — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗн хула евӗр поселокӗ (1965 ҫултан). Пӗр ятлӑ Татищево хула тӑрӑхӗ, унӑн йышӗнчи пӗртен-пӗр пурӑнан вырӑн пек, йӗркелет[3].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Поселок Сарӑтуран ҫурҫӗр-анӑҫала 40 ҫухрӑм Сарӑту облаҫӗн сылтӑм хӗрринче Идолга юханшывӗнче (Медведицӑн сулахай юппи) вырнаҫнӑ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1890 ҫулта никӗсленӗ. 1965 ҫулта хула евӗр поселок статусне илнӗ.
Хальхи Татищево Мещановка[4] поселокӗнчен ӳсме пуҫланӑ. Вӑл XIX ӗмӗр варринче Сарӑту хула управин ҫӗрӗсенчи Сарӑту мещенӗсен ҫӗрӗсенче туса хунӑ. Сарӑту кӗпӗрнин 4-мӗш техникӑллӑ ҫӗр виҫекен районӗнчи Елшанка ҫӗр пӗрлӗхӗ ҫумӗнче мещенсем Сарӑту муниципалитечӗнчен Идолга юханшывӗн ейӗвӗнче ҫӗрне илнӗ тата Мещановкӑна никӗсленӗ. Пӗрремӗш 60 ҫуртсем Идолга айккипе пӗр урам пек тунӑ (халӗ ку Совет урамӗ).
XIX ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулсенче Кисан-Урал чукун ҫулӗн тунине пула Мещановка ӳснӗ. Сарӑту пуллине тата Эльтонтан тата Баскунчакран кӑларнӑ тӑвара куҫса кайтарнишӗн купсасем акци (тенкӗ) панӑ. 1871 ҫулта Козлов-Сарӑту чукун ҫулӗн пайӗ тунӑ.
Козлов-Сарӑту чукун ҫулӗн пайӗнче Мещановка ялӗ патӗнче Марииновка станцийӗ тунӑ. Ӑна Мускав вӗрентӳллӗ ҫурчӗн Мариинка тӑлӑх ачасен колонийӗ ячӗпе хисепленсе тӑнӑ, вӑл Николаевский Городокра (халӗ Октябрьский Городок) пулнӑ. Хальхи чукун ҫул вокзалӗн вырӑнне станцин икӗ хутлӑ ҫурчӗ пулнӑ. 1908—1910 ҫулсенче чукун ҫул вокзалӗ тунӑ (ӳкерчӗкре). Мариинкӑн пӗрремӗш пурӑнаканскерӗсем ку чукун ҫулӗн ӗсченӗсем (вӗсен ҫурчӗсем хальхи Лагерь тата Чукун Ҫулӗ урамӗсенче лартнӑ).
1905 ҫулта Донецк чукун ҫулӗнче пӗр ятлӑ станци пулнӑна пула станцие ҫӗнӗ ят панӑ — Татищев В.Н. ячӗллӗ (унтан ҫӑмӑл Татищево), вӑл Петр I-н вӑхӑчӗнчи ӑслӑлӑхҫӑ, кунҫулҫӑ, Аҫтӑрхан кӗпӗрнаттӑрӗ, патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ. Ҫав ҫулта унӑн вилнин ҫулӗнчен 155 ҫул иртнӗ.
Пуян Сарӑту хура тӑприне Смулен, Кисан, Мускав кӗпӗрнисенчен хресченӗсем пурӑнма килнӗ, ҫакран Марииновка станцийӗпе Мещановка поселокӗ ӳснӗ.
1920 ҫулта пушӑн 9-мӗшӗнче Мещановка ҫыннисем пухха тунӑ, унӑн хушупа Елшанка ҫӗр пӗрлӗхӗнчен Мещановка уйӑрса панӑ. Ҫав вӑхӑтра Мещановкӑра 67 ҫуртпа 396 ҫын пулнӑ.
1928 ҫулта Сарӑту тата Аткарск уесӗсенчен 4 пая уйӑрса Татищево районӗ туса хунӑ. Унӑн йышне Курдюм вуласӗнчен 15, Вязовка вуласӗнчен 8, Кологривовка вуласӗнчен 5, Ҫара Сӑрт вуласӗнчен 2 ял канашӗ кӗнӗ. Туса хуни хыҫҫӑн ҫӗнӗ районта 106,95 пин ҫӗр гектарӗ, 38 пин пурӑнан халӑх, 125 пурӑнан вырӑн, 42 шкул, 27 ял канашӗ, 22 колхоз, 4 арман, 5 хӗрлӗ вулавӑш, 5 вуламалли ҫурт, 10 халӑх ҫурчӗ (сов. нардом), 6 медицина ҫурчӗ, 3 амбулатори, 3 сывлӑх ҫурчӗ. 8-тан 50-ччен ҫуллӑ вулама-ҫырма пӗлмен ҫынсен йышӗ 10 пин ытла. Ака лаптӑк — 42,235 пин гектар. Районта ӗне выльӑх йышӗ — 11 пин, сурӑх — 50 пин, сысна — 2,8 пин, утар — 101. Телефон ҫыхӑнӑвӗ 5 ял канашӗнче кӑна пулнӑ — Кувыкӑра, Идолгӑра, Широкойӗре, Курдюмра, Татищевӑра. Ялта влаҫ ҫурчӗшӗн вырӑн ҫука пула райӗҫтӑвком Октябрьский Городокра икӗ ҫул вырнаҫрӗ.
Мещановкӑра Татищево чукун ҫул станцийӗ вырнаҫнине пула район центрӗ ялта пулнӑ. Кунччен (1928 ҫулччен) Мещановка 246 ҫуртпа 1359 ҫынлӑ пӗчӗк пурӑнан вырӑн пулнӑ. Ялӑн социаллӑ йышӗ: 997 вӑтам хресчен, 259 чухӑн хресчен, 85 пуян хресчен, 10 тарҫӑ.
Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫин вӑхӑчӗнче Хӗрлӗ ҫарта районтан 11 пин ытла Татищево ҫынни тухса кайнӑ. Мещановкӑпа Татищево станцийӗ вӑрҫӑн хыҫал енӗ пулнӑ, кунта фронта ямалли ҫар пайӗсем йӗркеленнӗ. Районта сӑнав полигонӗ, ҫар хуҫалӑхӗсем, ҫар базисемпе склачӗсем пулнӑ, Октябрьский Городокра тата Елховкӑра ҫар сывлӑх ҫурчӗ лартнӑ. 1941 ҫулта Татищево ҫар лагерӗсенче Андерс поляк ҫарӗн пайӗсем пулнӑ.
Сталинград ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн Татищевӑра 28-мӗш танк корпусӗ резерве янӑ, 1942 ҫулта авӑнӑн 18-мӗшӗнчен юпан 20-мӗшӗччен ӑна 4-мӗш механизациленӗ корпуса тепре тунӑ.
1943 ҫулта оккупациленӗ территорисенчен Татищево районне 3 пин ылта эвакуациленӗ ҫын килнӗ.
1955 ҫулта Мещановка элетрификациленнӗ.
1960 ҫулта кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ССРП Мӑн Канашӗн хушӑвӗпе тата Татищево район канашӗн ӗҫтӑвкомӗн татса панипе станци пек Мещановка ялне Татищево поселокӗ ят панӑ, Мещановка ял канашне Татищево поселок канашӗ ят панӑ. Татищево поселок канашӗн йышӗнче 14 пурӑнан вырӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Татищевӑра 3997 ҫын пурӑннӑ. Хальхи Татищево муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче Татищево поселокӗ кӑна юлнӑ.
1965 ҫулта утӑн 27-мӗшӗнче Татищевӑна "ӗҫ поселокӗ" статус панӑ.
Халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|
1959[5] | 1970[6] | 1979[7] | 1989[8] | 2002[9] | 2009[10] | 2010[11] |
3287 | ↗11 630 | ↗15 929 | ↗16 472 | ↘7432 | ↗7656 | ↘7491 |
2011[12] | 2012[13] | 2013[14] | 2014[15] | 2015[16] | 2016[17] | 2017[18] |
↗7492 | ↘7456 | ↘7338 | ↘7230 | ↗7277 | ↗7334 | ↗7532 |
2018[19] | 2019[20] | 2020[21] | 2021[2] | |||
↘7498 | ↘7433 | ↘7431 | ↘7267 |
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Континент йӗркеллӗ климат.
- Ҫулталӑкри вӑтам сывлӑш температури +5,5 °C
- Ҫулталӑкри вӑтам нӳрлӗх 73 %. Уйӑхри вӑтам нӳрлӗх ҫури 56 %-рен чӳкри 87 %-ччен.
- Ҫулталӑкри вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ 3,8 м/с. Уйӑхри вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫурлари 3,1 м/с-рен кӑрлачпа нарӑсри 4,3 м/с-ччен[22].
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Поселокра ял хуҫалӑхӗ — чи тӗп экономика отраслӗ, ку выльăх тата кайӑк-кӗшӗк ӗрчетни. Тӗп савутсем — кайӑк-кӗшӗк фабрикипе тимӗр-бетон конструкцийӗсен савучӗ.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атӑл чукун ҫулӗн Сарӑту — Ртищево пайӗнче Татищево чукун ҫул станцийӗ вырнаҫнӑ.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сарӑту облаҫӗнчи Татищево районӗн муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн пичет органӗ — "Ял Пурнӑҫӗ" (выр. Сельская Жизнь) хаҫат. 1930 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пичетлесе кӑларать. Вӑл районта пур ӗҫсем ҫинчен, политика хыпарӗсенчен пуҫласа районти криминал ӗҫӗсем таран, ҫырать. Тапхӑрӑн, район архивӗнчен истори пӗлӗмӗсене публикацилет. Татищево районӗн литераторӗпе сӑвӑҫӗсен рубрики кӑларать. Интернетре хаҫатӑн хӑйӗн сайчӗ пур — «Сельская жизнь».
Вӑта культура ҫурчӗнче вокал тата театр студийӗсем, район халӑх ташӑ ансамблӗ, район пукане театрӗ пур.
Татищево ӑсталӑх шкулӗнче 200 яхӑн вӗренекен пур. Унта Татищевӑран, Октябрьский Городок поселокӗнчен, Вязовка салинчен, Курдюм станцийӗнчен ачасем вӗренеҫҫӗ (юлашки виҫӗ пурӑнан вырӑнсенче ӑсталӑх шкулӗн филиалӗсем пур). Шкулта икӗ уйрӑм ӗҫлет: мусӑк уйрӑмӗ тата ӳнер уйрӑмӗ.
Герб
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Татищево гербӗнче Гамаюн ҫӑтмах кайӑкӗ ӳкернӗ.
Паллӑ ҫынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Передреев Анатолий Константинович (1932—1987) — вырӑс сӑвӑҫӗ.
- Столярская Данута Альфредовна (1929—2011) — совет киноактерӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1983)[23][24].
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Саратовская область. Общая площадь земель муниципального образования.
- ^ 1 тата 2 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2021 года (выр.).
- ^ Закон Саратовской области от 27 декабря 2004 года № 108-ЗСО «О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района».
- ^ Совет, Хӗрлӗ Ҫар, Аткарск, Юпа, Пӗрремӗш Ҫу урамӗсем
- ^ Всесоюзная перепись населения 1959 года. Численность сельского населения РСФСР - жителей сельских населённых пунктов - районных центров по полу
- ^ Всесоюзная перепись населения 1970 года Численность городского населения РСФСР, ее территориальных единиц, городских поселений и городских районов по полу. (выр.). Демоскоп Weekly. Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2013.
- ^ Всесоюзная перепись населения 1979 года Численность городского населения РСФСР, ее территориальных единиц, городских поселений и городских районов по полу. (выр.). Демоскоп Weekly. Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2013.
- ^ Всесоюзная перепись населения 1989 г. Численность городского населения РСФСР, ее территориальных единиц, городских поселений и городских районов по полу (выр.).
- ^ Всероссийская перепись населения 2002 года. Том. 1, таблица 4. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, районов, городских поселений, сельских населённых пунктов - райцентров и сельских населённых пунктов с населением 3 тысячи и более. çăлкуçран архивланă 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по городам, посёлкам городского типа и районам на 1 января 2009 года. çăлкуçран архивланă 2 Кӑрлач уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 2 Кӑрлач уйӑхӗн 2014.
- ^ Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
- ^ Саратовская область. Оценка численности постоянного населения на 1 января 2009-2015 гг.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям. Таблица 35. Оценка численности постоянного населения на 1 января 2012 года. çăлкуçран архивланă 31 Ҫу уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 31 Ҫу уйӑхӗн 2014.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2013 года. — М.: Федеральная служба государственной статистики Росстат, 2013. — 528 с. (Табл. 33. Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, городских населённых пунктов, сельских населённых пунктов). çăлкуçран архивланă 16 Чӳк уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 16 Чӳк уйӑхӗн 2013.
- ^ Таблица 33. Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2014 года. çăлкуçран архивланă 2 Ҫурла уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 2 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2015 года. çăлкуçран архивланă 6 Ҫурла уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫурла уйӑхӗн 2015.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2016 года (выр.) (2018-10-05). çăлкуçран архивланă 8 Ҫу уйӑхӗн 2021. Тĕрĕсленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2021.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2017 года (выр.) (2017-07-31). çăлкуçран архивланă 31 Утӑ уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 31 Утӑ уйӑхӗн 2017.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2018 года (выр.). çăлкуçран архивланă 26 Утӑ уйӑхӗн 2018. Тĕрĕсленĕ 25 Утӑ уйӑхӗн 2018.
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2019 года (выр.).
- ^ Численность населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2020 года (выр.).
- ^ Справочник "Климат России".
- ^ Проект Алексея Тремасова Всегда со мною... Столярская Данута Альфредовна. www.a-tremasov.ru (2015). Тĕрĕсленĕ 11 Ҫӗртме уйӑхӗн 2023.
- ^ Данута Альфредовна Столярская. Ethnic Television Network/Matvil Corp. (2023). Тĕрĕсленĕ 11 Ҫӗртме уйӑхӗн 2023.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Татищево, 42 том, 6 хут - Большая Саратовская Энциклопедия
- Атлас автомобильных дорог Саратовской области. Саратов, 2000
- Татищевский муниципальный район. История и современность. Саратов, 2008
- Татищево // Топрик. — М. : Советская энциклопедия, 1956. — С. 6. — (Большая советская энциклопедия :в 51 т. / гл. ред. Б. А. Введенский ; 1949—1958, т. 42).
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Татищево сайчĕ
- Татищево муниципаллӑ районӗн официаллӑ сайчӗ
- Татищево муниципаллӑ районӗн "Ял пурнӑҫӗ" (выр. «Сельская жизнь») хаҫачӗн сайчӗ
- Пысӑк Сарӑту Энциклопедийӗнче Татищево
- Станция Татищево на сайте История Рязанско-Уральской железной дороги
- terrus.ru — база данных России
- Почтовые индексы Саратовской области 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- ОКАТО 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Татищево районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Агаревка • Беседка • Бурловино • Вязовка • Гартовка • Глядковка • Губаревка • Докторовка • Елшанка • Зеленкино • Идолга • Ильиновка • Каменский • Карамышка • Карякино • Козий Лоб • Кологривовка (ял) • Кологривовка (станци) • Кологривовка вӑрманлӑхӗ • Коминтерн • Константиновка • Корсаковка • Кривопавловка • Кувыка • Куликовка • Курдюм • Курдюм • Македоновка • Мӑн Ивановка • Мӑн Каменка • Мӑн Фёдоровка • Мизино-Лапшиновка • Нееловка • Никольский • Новая Тепловка • Новополье • Новоскатовка • Октябрьский Городок • Первомайская • Петров • Полчаниновка • Поляков • Полянское • Садовый • Слепцовка • Сокур • Сторожевка • Çырла Уçланки • Тимирязевский • Труд • Федуловка • Хлебновка • Ченыкаевка • Шевыревка • Широкое • Шлыковка |
Татищево районӗн муниципаллӑ йӗркеленӗвӗсем |
|||
---|---|---|---|
|
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- 1890 ҫулта никӗсленӗ пурӑнан вырӑнсем
- Татищево районĕнчи пурăнан вырăнсем
- Сарӑту облаҫӗнчи хула евӗр поселоксем
- Сарӑту облаҫӗнчи район центрӗсем
- Татищево районӗнчи муниципаллӑ йӗркеленӳсем
- Сарӑту облаҫӗнчи хула тӑрӑхӗсем