Пăва çулĕ çинче (роман)
Пăва çулĕ çинче | |
Жанр: | роман |
---|---|
Автор: | Алексей Талвир |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | <1954> |
Пичетленĕ: | 1954 |
Уйрăм кăларăм: | 1954 |
Куçару: | вырăсла, украинла, молдаванла, грузинла, белорусла, марилле, тутарла, удмуртла, литвалла, пăлхарла |
"Пăва çулĕ çинче", — Алексей Талвир чăвашла çырнă паллă роман. Хăш чухне повеç тени те пулать. Анчах та повеçпе роман хушшинчи чикĕсем, паллах, уçăмлах мар[1]. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе, хайлав жанрне палăртассипе, принципла хирĕçÿсем пулма пултараймаççĕ.
Романа çырнин тата кун çути кăтартнин историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1933-мĕш çултах Алексей Талвирĕн "Люди из Батыр-Яла. Золотая гора." ятпа вырăсла кĕнеке пичетленсе тухнă[2]. Чăвашла кун çути курнă-и çак хайлав, паянхи кунччен упраннă-и оригинал — ку халлĕхе паллах мар.
Хайлавăн тытăмĕ, сюжечĕ, фабули
[тӳрлет | кодне тӳрлет]44 ят парса тухнă, анчах номерлемен сыпăкран тăрать роман. Вăл шутра пролог евĕрлĕ "умсăмах" та пур.
Роман ячĕ: ăнлантару тата ытарлă пĕлтерĕш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Романри ĕçпуç Патăрьелпе тата ун таврашĕпе тачă çыхăннă. Çырса кăтартнă тапхăрта Патăрьел — Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесĕнчи вулăс ялĕ. Эппин, тĕнчене тухас тата унпа çыхăнас тесен çул-йĕр яланах тенĕ пек Пăва хули витĕр выртнă. Калăпăр, паянхи кун патăрьелсене тĕнчене Çĕрпӳ-Сызрань автоçул (А151 çул) илсе тухнă пек.
Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчен Тутарстанти Пăва хулине, тĕпрен илсен, ик çулпа çитме пулать: Елчĕк урлă тата Начар Упи урлă. Пĕрремĕш çулне, Кавалтан Исекьелне пăрăнса, кĕскетме те пулать.
Романра çырса кăтртнă вăхăтсенче еплерех пулнине хайлавăн текстне тимлĕн пăхса тухсан пĕлме пулать. Калăпăр, кун пирки "Хулари тĕлпулусем" текен сыпăкра каланă. Пăлакасси, Кивĕ Ахпÿрт, Тури Туçа, Анат Туçа, Кушкă ялĕсем витĕр иртнĕ çул. Малаллине текста тÿреммĕн вуласа пĕлетпĕр:
Кушкăран тухсанах çӳллĕ мечĕтлĕ Сăрьел — тутар ялĕ курăнса кайрĕ. Унта ман урапа тавра икĕ хĕрлĕ йытă явăнса сике-сикех вĕркелерĕç те — лаша хăнк та тумарĕ, Урама тухса тăнă хура тумлă пĕр тутар ман çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те: «Эн, малай, ăçта каятăн?» — тесе кăшкăрчĕ.
— Совнархоза! — хурав патăм кăна.
Сăрьелĕнчен Лаш Таяпа, Лаш Таяпаран Хайпăç — ял хыççăн ял ылмашăнса пырать. Сисмерĕм те — Пăвана çитме вунпилĕк çухрăм çеç юлчĕ.
Урăх чĕлхесене куçарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Акă мĕн тенĕ филологи наукисен кандидачĕ Владимир Абашев:
А. Талвир романне вырӑсла (массӑллӑ тиражпа ултӑ хут), украинла, молдаванла, грузинла, белорусла, марилле, тутарла, удмуртла тата Литва халӑхӗн чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне, «Пӑва ҫулӗ ҫинче» роман пӑлхарла та пичетленнӗ. Паллах, ҫакӑн пек ӑмсанмалла шӑпа пур писателӗн кӗнекине те тухмасть.
Çав вăхăтранпа ĕнтĕ нумай вăхăт шуса иртнĕ. Тата ытти чĕлхемем çине куçарни е куçарманни халлĕхе паллă мар.
Хаклавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăсла куçарăва хак пани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Александр Фадеев çыравçă, роман вырӑсла пичетленсе тухсанах, ӑна ытти паллӑ сăмах ăстисен — Гладковӑн, Смирновӑн, Каверинӑн, Упитӑн, Рыбакӑн — биографилле тата историлле илемлӗхлĕ хайлавĕсемпе юнашар ырласа асӑнать[3].
Сергей Баруздин хак пани:
Авторӗ «эпӗ» тесе каласа пыни кӗнекере чӑн пурнӑҫри пек, чӗререн, пӗр суеҫтерӳсӗр илтӗнет те, ирӗксӗрех ҫакна ӗненме тытӑнатӑн: ху курса-чӑтса ирттерни ҫинчен ҫеҫ кун пек ҫырма пулать. Ҫавӑнпа пӗрлех А. Талвирӑн повеҫӗ хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе паха, илемлӗ автобиографи картӗнчен те иртет. «Пӑва ҫулӗ ҫинче» — халӑх кун-ҫулӗ ҫинчен, унӑн чӑн-чӑн телей ҫулӗсем ҫинчен калакан повеҫ — А. Талвир хӑй тарӑн психологилле ӳкерчӗк ӑсти пулнине кӑтартать. Хӑйӗн геройӗсен ӑшне пӗлсе кӗрсе, характерсене сӑнлама тӗрӗс те ҫав тери витӗмлӗ детальсем тупса, вӑл вулакана пысӑк пӗтӗмлетӳ патне илсе пырать. Халӑхӑн ӑнланулӑхӗ ӳсни — анӑ мӗн, ахӑртнех, писателӗн шухӑшне ҫавӑрттарать тата повеҫӗн тӗп темине палӑртса хурать[4].
Е.Городецкая критик калани:
Алексей Талвир кӗскен те тарӑн шухӑшлӑ ҫырма пӗлет. Ун пӗр пӗчӗк ӳкерчӗкӗнчех пластикӑ нумай[5].
В.Василевский рецензийĕнчен:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Такое умелое применение реалистической детали позволило Талвиру достигнуть высокого, благородного лаконизма, экономии словесных средств и одиовременно насытить эпизюд глубоким социальным смыслом[6].<Куçару: Реализмла вак-тĕвеке çавăн пек пĕлсе усă курни Талвире çуллĕ, чыслă лаконизм патне çĕкленме, сăмах ресурсĕсене перекетлеме тата çав вăхăтрах эпизода тарăн социаллă пĕлтерĕш кĕртме май панă.>
Вырăс сăвăçĕ Николай Тихонов СССР Çыравçисен союзӗн правленийӗн IV пленумӗнче тунӑ докладӗнче пролетарилле революцире халӑх ҫӗнтернине тӗплӗн, нацилле хӑйне евӗрлӗхпе кӑтартса паракансен шутне А. Толстой, М. Шолохов, А. Фадеев, В. Лацис, П. Тычина, М. Рыльский, С. Вургун, С. Щипачев, Г. Гулям, С. Чиковани, С. Муканов тата ыттисемпе пӗрле Алексей Талвира та кӗртнӗ.
Ытти куçарусене хак пани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]А. Талвир романӗ Болгарире 1958 ҫулта пичетленсе тухсан, ун тĕлĕшпе пӑлхарла темиҫе рецензи пулнӑ. Чехословакирен И. Щадей ҫак романа вуланӑ хыҫҫӑнхи шухăшĕсене ятарласа ҫырнӑ рецензире пӗлтернĕ[7].
Театрта сцена çинче спектакль туса кăтартни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чем отличается повесть от романа?
- ^ Люди из Батыр-Яла-Золотая гора. Сокращенный авторизованный перевод с чувашского Д. Юмана. Гос. Изд-во Художественной Лит-ры, 1933
- ^ «Литературная газета», 112—114 №№, 1955 ҫ., сентябрь
- ^ «Литературная газета», 1000 №, 1955 ҫ., август
- ^ «Новый мир» журналта (1955 ҫ., 2 №).
- ^ «Дружба народов» журналта (1955 ҫ., 2 №)
- ^ «Ялав» журналӑн 1958 ҫулхи 6-мӗш номерӗнче пичетленнӗ.