Контент патне куҫ

Пăлакасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Пăлакасси
Пăлакасси
Bulakovo Пăлакасси
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Тури Туçа
Координатсем 55°04′24″ с. ш. 47°41′47″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану тăватă урам
Пуçлăх Углёв Константин Анатольевич
Никĕсленĕ XIX ĕмĕрĕн вĕçĕ
Пĕрремĕш асăну 1887
Ял  Ял
Лаптăк 490632 кв.м[1] ~ 0,5 çм²
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним пăлакассисем, плаккассисем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429364
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 870 002
Официаллă сайчĕ каçă
Пăлакасси (Раççей)
Точка
Пăлакасси (Чăваш Ен)
Точка
Bulakovo
Пăлакасси ялĕнчи Çыранçи урамри 27-мĕш çурт. Карниз çинче урамăн ятне тата сурт номерне сăнлакан кăтартăшсем. Чăвашла (çÿлте) тата вырăсла (аяларах) çырнă (Аслă Пăла ур. — Набережная)

Пăлакасси (халăхра, кулленхи калаçусенче, ытларах чухне Плаккасси теççĕ[2]; ку формăна хăшпĕр хыпар-хăнарлăхсенче те[3] шута илнĕ; выр. Булаково, тут. Болак) — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ялта клуб, фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП), райпо лавкки пур, — ку объектсене пурне те юнашарти Кословккăпа "пайлать" темелле, — Пăлакассин официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнчех[4] вырнаçнă пулин те.

Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура, массăллă информаци хатĕрĕсенче те[5], официаллă хутсенче те[6], çавăн пекех йăла-йĕркере те, час-часах "Козловка-Пăлакасси" тесе асăнни пулать. Çавах та вĕсем уйрăм ялсем. Калăпăр, кашни ялта пĕрле усă курмалли пĕрер çыхăну вырăнĕ (телефон) вырнаçтарас кампани вăхăтĕнче çавна унта та, кунта та тунă. Кослаккăри — Мир урамĕнче (Лешкас), Пăлакассинчи — Канаш урамĕнче (Эрĕм касси).

Пăла шывĕн сылтăм хĕрринче, унăн кивĕ юхлăхĕн (Кивĕ Пăла теççĕ) тăршшĕпе, вырнаçнă. Хăçан, хăш вăхăтра Пăла уннченхи кивĕ çулне улăштарса çĕнĕ юхлăхпа кайни паллă мар. Кивĕ юхлăх тĕппипех типсе ларман, мĕншĕн тесен унта Хăмăшлă Вар текен çырма юхса кĕрет. Унта-кунта ĕлекхи пĕчĕк кÿлĕсен вырăнĕсем те палăраççĕ. Çавсенчен пĕринче, Ăвăслăх текенскерĕнче (Çĕнĕ Ахпÿрт çĕрĕ шутланать), паянхи кун та çулталăкĕпех шыв пур. Çавăн пекех ку тĕлти тепĕр кÿлле асăнни пур — Янтукан кÿлли[7]. Тен, Ăвăслăх та, Янтукан кÿлли те пĕр объектах пулĕ, анчах та юлашкинчен асăнни пирки "çуркунне çеç шыв тăрать" тенĕ.

Чĕмпĕр кĕпернинчи ялсен 1913-мĕш çулхи пичетленсе тухнă йышĕнче Пăлакасси çывăхĕнче «Илле» текен çырма пуррине асăннă[8].

Пĕр шутласан, "Пăлакасси" сăмахăн пулăвĕ питĕ ансат пек: Пăла+Кас+И=Пăлакасси. Урăхла каласан, Пăла шывĕн ячĕ тĕпре тăрать теме пулать. Анчах та "Плаккасси" форма та пур, — паянхи кун та[2], историлле çăлкуçсенче те[3]. Çавна шута илмелле. Ахăртнех, ку чăнах та ахальтен мар-тăр. Тĕрĕк чĕлхисенче, — ку шутра чăваш чĕлхинче те, — пулак (булак, болак т.ыт.те) сăмах пур. Вăл çăлкуç тенине пĕлтерет[9]. Хурăнташ чĕлхесенчи çавăн пек пĕр тымартан пыракан сăмахсене когнатсем теççĕ. Фасмер сăмахсарĕнче каланине шута илсен[9], "пулак" тени алтай чĕлхисен шайĕнчи когнат пулни курăнать (унашкал япала тĕрĕк чĕлхисенче çеç мар, монгол, калмăк чĕлхисенче те пур).

Вырăсла ят та, авă, "Булаево", "Бульское", "Булино" мар. Чăннипе — Булаково. Тутарла — Болак. Çапла вара, ял ятне "çăлкуç" пĕлтерĕшлĕ "пулак" ("плак") сăмахпа çыхăнтарма май пур. М.Р.Федотов профессор каланинчен[10]:

<Куçару: "Булаково" ятăн малтанхи форми Пăла (Була) мар, тĕрĕк чĕлхисенчи булак пулса тăрать: турккăлла (османла), кăркăсла (казахла), хусанла (тутарла) вăл çакнашкал пĕлтерĕшсемпе: 1)çăлкуç, пăтранчăк шыв тухакан вырăн; 2)Хусанти юханшыв, канав. Хальхи тутарла-вырăсла сăмахсара пăхăр ха тата: балак уст. речка, ручек, ручей; Болак (речка в Казани); Болак арты - Забулачье>

Чăн та, ку сăмахĕ чĕлхере (чăваш чĕлхинче) паянчченех лайăх сыхланнă теме çук. Анчах та вăл сăмах чĕлхере чăнахах та пур. Е — пулнă. Калăпăр, Валем Ахун сăввинче тĕл пулать çавă[11]:

... Паян та эп хирте выртатап —
Тинкеш пулакĕ* умĕнче.
Кĕтÿç юрлать, эп, ак, çыратăп,
Чейник ташлать кăвайт çинче.

__________________________________

  • Тинкеш пулакĕ — Тинкеш çăлĕ.

Каярахпа, "пулак" сăмахăн пĕлтерешĕ халăхра тĕксĕмленнине пула, ял ятне "Пăла" тенипе çыхăнтарас йăла çирĕпленнĕ, - контаминаци йĕркипе.

Кун çумне тата çакна хушса хумалла. Пăлакасси ялĕнче паянхи кунчченех çĕр айĕнчи шывсем çиелте выртакан тĕлсем пур. Шурлахлăрах, нÿрлĕрех вырăнсем. Шăпах çавăн пек тĕлсенче пулаççĕ те ĕнтĕ çăлкуçсем (пулаксем).

Ял тытăмĕ, йышĕ. Экономика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра ялта тăватă урам шутланса тăрать. Канаш урамĕн халăхри официаллă мар ячĕ — Эрĕм касси. Унта чи малтан тухса ларакансем Пермь таврашĕнчен каялла куçса килнĕ Пăлакасси çыннисем пулнă тесе шутлаççĕ. Çавна кура ăна "Пермь касси" тенĕ, — чăвашлатсан "Перĕм касси" пулса тăнă. "Перĕм" сăмах "Эрĕм" сăмахпа контаминациленнине пула "Эрĕм касси" тени патнелле пырса тухнă.

Тепĕр кас — Аслă Пăла урамĕ ятлă[12]. Сăмахран, 27-мĕш çурт çине çапла çырса хунă. Вырăсла ят — тĕлĕнмелле пулин те, Набережная. Çав вăхăтрах асăннă 27-мĕш çурт çинче "ул. Запрудная" текен кивĕ табличка та çакăнса тăрать[13]. (Вăл табличка çинче урамăн асăннă ăнлавпа тÿр килекен чăвашла ятне палăртман пулнă). Чăн, урамăн пуçламăшĕнче ĕнесене шăвармалăх тунă пĕчĕк пĕве пур.| Ăна халăхра Венькка кÿлли теççĕ. Хăшпĕр карттăсенче[14] анатарх та тепĕр пĕвене палăртаççĕ, анчах та ăна хушăран-хушă çеç тăпра купаласа тăваççĕ, — темиçе çулта теплерен пĕрре. Çавăн пекех ял территорийĕнче палăртакан шыв пухăнмалли вырăнсем те (пĕчĕк кÿлĕсем) яланлăх мар.

Виççĕмĕш урам — Луговая. Табличкăсем çине Чăвашла та çырса хунă: Çаран урамĕ. Асăннă урамăн айккинелле юпленсе каякан турачĕ те пур. Вăл тĕлте — пилĕк çурт. Çав тĕлтен ятарлă пралукпа (çуран çÿремелли тăкăрлăкпа) Эрĕм кассине тухма пулать. Çавăн пекех икĕ тĕлте Кив Пăла кассинчен Кив Пăла хĕррине тухмалли пралукcем пуррине те асăнас пулать.

Çак виçĕ урамра, юлашкин айккинелле йӳпленкен турачĕсĕр пуçне, ятарлă проектпа тутарнă чул сарнă хытă çул пур. Кунсăр пуçне ялăн хĕвеланăç чиккипе тахçантанпах ĕнтĕ Патăрьел-Елчĕк автотрассăран Çĕнĕ Ахпÿрт еннелле йÿпленекен çул пырать. Çав тĕлтех кăнтăралла, халĕ ĕнтĕ юхăннă пĕве патнелле тата Пăлакассипе Кословккăн масарĕ еннелле, каякан хупмак çул та пур. Çапла вара унта çулсен хĕресленĕвĕ йĕркеленнĕ. Асăннă хĕресленÿ тĕлĕнче автобус чарăнăвĕсем те пур. Çав чарăнусен ячĕ — "Çĕнĕ Ахпÿрт пăрăнăçĕ".


Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем[3]
Пĕтĕмпе
çул 1897 1910[15] 1913[15] 1919[15] 1924[15] 1926 1927[15] 1939 1979 2002 2010 2013[1] 2014[1] 2015[1] 2016[1]
çын 64 арçын
60 хĕрарăм
151 159 паллă мар 179 99 арçын
96 хĕрарăм
205 126 арçын
147 хĕрарăм
151 арçын
156 хĕрарăм
101 арçын
113 хĕрарăм
93 арçын
106 хĕрарăм
223 227 232 233
кил 21 паллă мар 28 27 паллă мар 34 паллă мар паллă мар паллă мар 70[16] 65[16] паллă мар паллă мар паллă мар 79


Ĕлеххи тата хальтерехри чи анлă сарăлнă хушаматсем: Сурков(а), Баскаков (а), Осипов(а), Мазяков(а) Комаров(а), Хитров(а), Козлов(а), Кудрявцев(а), Волков(а), Журавлёв(а)

Унччен "Юрма" агрохолдингăн пулнă сысна комплексĕ ялăн тĕп пайĕнчен 1,5 çухрăмра вырнаçнă. Вăл Пăлакассин уйрăм пайĕ шутланать (Николаев космонавт урамĕ, 1-мĕш çурт)[17]. Сысна комплексĕн çурчĕ-хуралтисен ушкăнĕ — Николаев космонавт урамĕнчи пĕртен-пĕр объект мар. Анчах та ыттисем (халлĕхе унта икĕ çурт) — ялăн тĕп пайĕнче.

Хальхи вăхăтра ку йĕркелĕм "Ак Барс" агрохолдингăн "Авангард" ОООн "Батыревский бекон" ятлă филиалĕ шутланать[18]. Урăхла каласан, хуçи (бенефициарĕ) унăн улшăннă.

Ку Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ ялсен шутне кĕрет. Кунта 1870-1880-мĕш çулсенче Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçнă Çыннсем никĕсленнĕ тесе шутлаççĕ. 1887-мĕш çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Чĕмпĕрти кĕпĕрне палăрăмĕ[19] Пăлакассине Çĕнĕ Ахпÿртрен куçнисене уйрăм пĕрлĕхе уйăрма йышăну тунă. Кун пек информаци Çĕнĕ Ахпÿрт çынни К.Е.Лекарев çырнă "Тăван ялăм, савнă ял" кĕнекере те пур[20]. Ялĕ унта, чăннипе, маларах та пулма пултарнă. 1868-мĕш çулхи астăвăм кĕнекинче ку яла асăнман. 1911-мĕш çулхи кашни кил çырăвĕпе килĕшӳллĕн кунта 26 кил, вĕсенче 82 арçынпа 69 хĕрарăм пурăннă.

1920-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесĕнче пулнă, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1921-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку асăннă пĕтĕм вăхăтсенче ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшенчен Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935-мĕш çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[21].

Bulakovo Batyrevsky district Meadow
Пăлакасси ялĕ хĕвеланăç енчен пăхсан
Sunset in winter in Chuvashia Batyrevsky
Умра Пăлакасси çурчĕсем курăнаççĕ

Ак çаканашкал уçăмсăр пĕлтерĕшлĕ тĕлĕнмелле юрă сыхланса юлнă:

 Çĕнĕ Ахпӳрт çытăхнă,
    Вăтаел лачакара.
    Пăлакасси пул пуççи,
    Пул пуççине йытти çиет,
    Йытти пуçне хăй çиет.[22]

Ĕлеххисене аса илни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумаях та пулмасть-ха Пăлакасси чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха.

Чултан тунă лаша витипе кÿлмелли хатĕрсем усрамалли сарай халĕ те пур-ха. Чăн та, вĕсене паянхи кун пачах та урăх тĕллевсемпе усă кураççĕ. Кăшт маларах çав тĕлеллех йывăçран тунă лаша вити те (тĕрĕсрех, иккĕ те) пулнă. Унпа юнашар — конюх пÿрчĕ. Çав пÿрт чăннипе талăкĕпех уçă пулнă, — эппин, вăл хăйне майлă хурал пÿрчĕ. Ку вырăнтах пушар чухне усă курмалли хатĕр-хĕтĕр упраннă. Сăмахран, лашапа кÿлмелли урапа çинчи ал вăйĕпе ĕçлекен нассус. Çав нассусран юлнă уни-кунисем темиçе çул каялла кăна-ха фелдьдшер-акушер пункчĕ таврашĕнче выртса çÿретчĕç.

Пăлакасси тата Кословккă хушшинчи çеремлĕхре кĕске тапхăрта пĕчĕкке ипподром та пулнă. Ун умĕнхи вăхăтра, кăшт маларах — футбол тата волейбол лаптăкĕсем. Çывăхрах вырнаçнă клуба, халь пачах урăх тĕлтескере, çав лаптăксен хуçи пулнă теме май пур. Ку вырăнта вăй-хал вăййисене вылясах ĕнтĕ Кословккăри И.Ф.Хитров, А.Н.Долгов тата Е.Н.Долгов район шайĕнчи паллă волейболистсем пулса тăнă.

Хальхи лавкка тата клуб тĕлнелле 1960-мĕш çулсенче тата, тен, ун хыççăн темиçе çул кантăр усрамалли вырăн пулнă. Çавна май унта йывăç тата тимĕр тылăсем те усраннă. Уçă тÿпе айĕнчех. Вăхăт çитсен ял хĕрарăмĕсем кантăра тылласа сÿс тунă. Тахăш çулхине упранакан кантăра тем сăлтавпа вут хыпса илнĕ, пушар тухнă. Çавăнтанпа вара кантăр ÿстерсе сÿс тăвассине те колхозра тек туса пыман.

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1963-мĕш çулта А.Г.Николаев космонавта илсе çÿрекен автомобильсен кортежĕ Пăлакасси çумĕпе иртсе кайнине А.А.Тарасов çапла аса илет:

Пирĕн мухтавлă, Ленин орденлă «Гвардеец» колхоза /Патăрьел районĕ/ илсе килнĕ пулмалла ăна.[33] Манăн тăван Пăлакасси ялĕ çумĕпе иртсе каймалла Николаевпа хăнасен. Шкул ачисене чечексемпе аслă çул хĕрне тăратса тухнă. Пĕр арçын /вăл колхозри партком секретарĕ пулнине эпĕ ун чухне, паллах, пĕлмен/: «Эсĕ, ачи, кай-ха кунтан», - тесе мана яла хăваласа ячĕ. Пÿрт умĕнчи тусан çинче выляса вараланнăскер тата çĕтĕкрех çипуçлă шĕпĕн /чухăн пурăнаттăмăр çав/ хаклă хăнасен куçĕ умне курăнса мухтавлă пуян хуçалăхăн ятне яма пултарасран асăрханнă пулĕ-тĕр ĕнтĕ. Эпĕ куççуле çанă вĕçĕпе шăлса килелле танккарăм <...>[34]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Туçа ял тăрăхĕн паспорчĕ.
  2. ^ 1 тата 2 Салмин А.К. ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК В ТЮРКО-МОНГОЛЬСКОМ МИРЕ. // Вестник Чувашского университета. 2015, №2. — С.222. (А.К.Салмин "Пăла" сăмах "пăлак" сăмахран пулма пултарнине систерет. Анчах та çакăн пек куçăм, чăнах та пулнă пулсан та, Пăлакасси никĕсленнĕ вунтăххармĕш ĕмĕрте мар, чылай маларах сиксе тухнă, Çапла вара, асăннă XIX ĕмĕрте Пăла юханшывĕ "Пăлак" ятлă пулма пултарайман).
  3. ^ 1, 2 тата 3 Выйкин С.И., Трифонова З.А. БУЛАКОВО, Палакасси (Плаккасси, 1923).Чăваш энциклопедийĕ
  4. ^ Пăлакассин тĕплĕ картти.
  5. ^ Сăмахран, ак çакăнта пăхăр: Публикации » Ача çулталăкне халалласа: Сцена çинче - фабрика çăлтăрĕсем.
  6. ^ Организации, предприятия и учреждения.
  7. ^ Казаков, Николай. Топонимика местного края. 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.
  8. ^ Список населенных мест Симбирской губернии. [1913. - Симбирск, 1913.]
  9. ^ 1 тата 2 Этимология слова Булак в этимологическом словаре Фасмера.(ĕçлемен каçă)
  10. ^ Федотов М.Р. ИСТОКИ БУЛЫ — В ГЛУБИНЕ ВЕКОВ? // «СЧ» № 142, 2 7 июля 1999 года. (Ку статьяна ак çак вырăнта вулама пулать 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.100-101)
  11. ^ Валем Ахун. Çула тухатăп эп ирех...(ĕçлемен каçă) Шупашкар, 1986.— 51 С.
  12. ^ Чăннипе каласан, ку урама Кив Пăла касси тесен вырăнлăрах пулмалла пек. Мĕншĕн тесен унчченхи юхлăх тахçантанпах пĕтнĕ, урăх çулпа кайнă.
  13. ^ Ку табличка 2016-мĕш çулхи августчен çакăнса тăнă. Унтан ăна çурт хуçи илсе пăрахнă пулмалла.
  14. ^ Пăлакассин чиккисене палăртакан карттă.
  15. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Влад Осипов пĕлтернисем тăрăх: 3 авг 2014 в 10:53
  16. ^ 1 тата 2 Кунта, ахăртнех, çынсем ялан пурăнакан çуртсене çеç палăртнă пулмалла.
  17. ^ Агрохолдинг "Юрма". От поля до прилавка. Свиноводство. 2016 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
  18. ^ Филиал ООО "Авангард" Батыревский бекон.(ĕçлемен каçă) — Интерактивлă портал. Чăваш республикин ĕслев тата социаллă хÿтлĕх министăрлăхĕн.
  19. ^ Вырăсла: губернское присутствие.
  20. ^ Лекарев К.Е. Тăван ялăм, савнă ял. Патăрьел, 1998.
  21. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  22. ^ Вăйă (уяв) юррисемпе ташă такмакĕсем (2 пайĕ)
  23. ^ Г.Ф.Мулюков. Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Ч., 1983. 23 с.
  24. ^ Матросов И. Ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче. // Коммунизм ялавĕ (хаçат). 1976. август, 26.
  25. ^ Астăвăм — Память. Часть вторая, том III. Ч., 2005. 176-177 сс.
  26. ^ Ку палăкăн сăнне Патăрьел районĕн "Асăну кĕнекин" (Шупашкар, 1997) 15-мĕш страницинче курма пулать. Анчах та унта палăка Одесса хулин хăш тĕлĕнче (урам? сквер?) лартнине палăртман. Палăк çинче мĕн çырнине, лупа витĕр пăхсан та, вуласа кăларма май çук.
  27. ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Мазяков Юрий Емельянович
  28. ^ Çуралнă чухнехи хушамат Журавлёва.
  29. ^ Публикации » Шупашкар калаçать.
  30. ^ Фёдоров, Владимир. Сăввăмсем — чĕрери шĕл-кăварăм. Патăрьел, 2003. 94 С. Тираж 500 экз.
  31. ^ протоиерей Алексий Чумерин, настоятель храма Покрова Пресвятой Богородицы с. Ходары Шумерлинского района.
  32. ^ ОБЩЕСТВО С ОГРАНИЧЕННОЙ ОТВЕТСТВЕННОСТЬЮ "ФИРМА"МОЗАИКА-К".
  33. ^ Кунта калавçă кăштах йăнăшать: мухтавлă космонавт Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш еннелле çул тытнă пулнă ун чухне. Паллах, çула май "Гвардеец" колхозăн Анат Туçари кантурне те кĕрсе тухма пултарнă. Каялла Шупашкара космонавт вертолётпа таврăннă.
  34. ^ Хыпар, 15 апр., 2015