Контент патне куҫ

Пелепей районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пелепей районĕ (пушк. Бәләбәй районы, выр. Белебеевский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-анăçĕнче, ытларах çӳллĕ çĕкленнĕ Пăкăльма-Пелепей возвышенности вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Çĕр лаптăкĕ 1869 тв. çм.

Район тĕпĕ — Пелепей хули, Ĕпхӳне çитме 180 çм. Ял çыннисен шучĕ (1995) 17.1 пин çын. Районта 106 пурăнан вырăн.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышлăхĕ вăтамран — 9 çын/тв.çм. Район çĕрĕсенче хула евĕр посёлок Аксаково(2.9 пин çын) шутланать. Пурăнакансен чылайрахăшĕ вырăссем, тутарсем тата чăвашсем.

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ик юханшыв (юпписем Уçен, Ря), Дёма (юпписем Менеуз, Слак, Курсак) тата Белая (юппи Чермасан).

Çĕр айĕнче кунта нефть (Пелепей, Уçен-Йăван, Илькино, Елизавета упранăвĕсем), акшар (Хĕрлĕ-Шуçăм, Тухушши упранăвĕсем), хăйăр (Алексеево, Сысуй, Пелепей упранăвĕсем), хăйăрлă-грави хутăшĕ (Тузлукуш упранăвĕ), кирпĕч тăмми (Пелепей упранăвĕ) пур.

Кунта тĕксĕм тата хура-тĕксĕм вăрман тăприллĕ çĕрсем, йӳçĕ мар, карбонатлă тата пĕрпеклĕ хура çĕрĕсем. Районăн 39% лаптăкне вĕрене, çăка, юман, хурăн, ăвăс вăрманĕсем хупланă, тата хушăран хырсем те пур. Пелепей тата Уçен-Йăван вăрман хуçалăхĕсенче горицвет çурхи ту чечекĕн, çу ландышĕн тата ботаника палăкĕсен (300-çулхи тата 90-125-çулхи хырĕсен) çутçанталăк управĕсене йĕркеленĕ.

Ял хуçалăхĕсем тырă çитĕнтерессипе, сĕт-çу тата аш-какай выльăх-чĕрлĕхĕ, сысна, кайăк-кăвакал ĕрчетессипе палăраççĕ.

Район урлă чукун Самар- Ĕпхӳ -Челепи тата Аксаково-Туймаçи автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Ялсенче 36 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул пур, вăл шутра вăтам шкулсен шучĕ 15; 24 вулавăш, 42 культура керменĕ, 3 пульницă. Чăвашла тухакан Урал сасси хаçат пур.

Паллă ентешсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]