Слакпуç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Слакпуç, Slakpuş
Слакпуç. К. Ивановăн çурт-музейĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Пушкăртстан
Муниципаллă район Пелепей
Ял канашĕ Слакпуç
Координатсем 53°58′26″ с. ш. 54°24′54″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним слакпуçсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+6
Почтă индексĕ 452016
Автомобиль кочĕ 02, 102
ОКАТО кочĕ 80 209 813 004
Слакпуç (Раççей)
Точка
Слакпуç (Пушкăртстан)
Точка

Слакпуç, (пушк. Ыҫлаҡбаш, выр. Слакбаш, тут. Слакбаш) — Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕн чăваш ялĕ. Чăваш литературин классикĕн, Константин Васильевич Ивановăн (1890-1915), тăван çĕршывĕ, çуралса ӳснĕ вырăнĕ. Унăн вилтăприйĕ те кунтах.

Тавралăхĕ, халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Слакпуç ял тăрăхĕ Пелепей районĕн картти çинче

Слакпуç вăл — Слакпуç ял канашĕн тĕп ялĕ. Район центрне — Пелепее — çитме 25 çм, Глуховская ч/ç чарăнăвне çитме 3 çм[2] 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 580 çын пурăннă[1]. Чылайрахăш этнос тĕлĕшпе — чăвашсем (91 %).

Халăх йышĕн динамики:

Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем[1]
Мĕнпур халăх Халăх йыш улшăнăвĕ: 2002—2009
2002 2009 çын %
550 580 +30 +5,45

Ял йышĕ 2002-2009-мĕш çулсенче ÿснĕ пек курăнать. Анчах та 2010-мĕш çулхи çырсатуху тĕлне — каллех чаку: 551 çын [3].

Ĕлеххи тĕлĕшпе демографилле кăтартусем çакăн пек[4]: 1795-мĕш çулта – 214 арçын, 220 хĕрарăм; 1811 – 67 кил, 314 арçын; 1816 – 300 арçын, 327 хĕрарăм; 1834 – 112 кил, 420 арçын, 439 хĕрарăм; 1870 – 178 кил, 476 арçын, 530 хĕрарăм; 1896 – 238 кил, 714 арçын, 692 хĕрарăм; 1906 – 265 кил, 804 арçын, 806 хĕрарăм; 1920 – 349 кил, 944 арçын, 1045 хĕрарăм; 1939 – 1498 çын; 1969 – 866; 1989 – 502; 2002 – 550 çын.

Ялăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Электронла чăваш энциклопеди Слакпуç еплерех пуçланса кайни тĕлĕшпе яри уçăмлăх çуккине палăртать[4]. Халăх халапĕсем тăрăх, яла XVIII ĕмĕрте Пелепей хулин вырăнĕнче пурăннă чăвашсем пуçланă имĕш. Малтан "Çилпи" текен вырăнта, кайран Слак çырми патĕнче тăплненнĕ теççĕ. Тепĕр легенда тăрăх 1618-мĕш çултах хальхи Чăваш республикинчи Кавал тата Тупах ялĕсенчен (иккĕшĕ те Вăрмар районĕ) килсе вырнаçни пирки калаççĕ. Çав вăхăтрах Пелепей уесĕнчи Ярмулай çыннисем никесленĕ текен хыпар та пур.

Çутĕç, культура, тĕн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1892-мĕш çулта Михайло-Архангел чиркĕвне сăвапланă, ун çумĕнче пĕр класлă миссионерла шкул уçăлнă[4]. 1898-мĕш çулта çавăн пек шкул хĕрачасем валли те туса хунă. 1917-мĕш çулччен Слакпуçĕнче чăваш кĕнекисен управĕ (склачĕ) пулнă.

Хальхи вăхăтра ача сачĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, кĕнекесар, музейсем (К.В.Ивановăн — 1940-мĕш çултанпа, Я.Г.Ухсайăн — 2006-мĕш çултанпа) пур.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Единый электронный справочник муниципальных районов Республики Башкортостан. Приложение в формате Excel.
  2. ^ Пушкăртстан Республикин администрациллĕ-территориллĕ тытăмĕ: Хыпар кĕнеки / Р. Ф. Хабиров хатĕр.. — Ĕпхӳ: Белая Река, 2007. — 416 с. — 10000 экз. — ISBN 978-5-87691-038-7
  3. ^ ЧИСЛЕННОСТЬ НАСЕЛЕНИЯ ПО НАСЕЛЕННЫМ ПУНКТАМ РЕСПУБЛИКИ БАШКОРТОСТАН по данным Всероссийской переписи населения 2010 года. 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ 1, 2 тата 3 Матвеев Г.Б., Петров И.Г. СЛАКБАШ, Слакпуç. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
  5. ^ Герои страны
  6. ^ Пелепей сайчĕ
  7. ^ Знаменитые люди села. — Слакпуç кĕнекесарĕн сайчĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]