Контент патне куҫ

Туймаза районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Туймазă районĕ
Туймазы районы
Туймазы районы муниципаль районы
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалӑх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Пушкăртстан
Администраци центрӗ Туймазă хула
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1930
Район администрацин пуçлăхĕ Суфиянов Айдар Рифгатович[1]
Район пуçлăхĕ/Муницмпаллă район канашĕн председателĕ Минибаев Ильфир Гуссамович[2]
Официаллӑ чӗлхе пушкăрт, вырăс
Пурӑнан халӑх
132 463 (3,26 %, 1-мĕш вырăн)
Наци йышӗ тутарсем, пушкăртсем, вырăссем, чăвашсем, марисем
Конфесси йышӗ мăсăльмансем, христиансем
Лаптӑк 2403,52[3] км² (22-мĕш вырăн)
Туймазă районĕ карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ MSK+2 (UTC+5)
Телефон кочӗ +7 34782
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Туймазă районĕ (пушк. Туймазы районы, выр. Туймазинский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин анăç енчи районĕ.

Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ӗпхӳрен 170 çухрăмра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ — 2364 тв. çм. Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.

Климат, хуçалăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ 62,5 пинĕ га (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — 135,9 пинĕ га, çав шутра сухаламалли — 96,6 пинĕ га, утă çулмалли — 6,9 пинĕ га, улăх-çарансем — 32,2 пинĕ га. Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялсенче 30.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм².

Тутарсем, пушкăртсем, вырăссем чылай.

Ялсем-посёлоксем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.

Район çĕрĕсем урлă Чĕмпĕр - Чышма чукун, Самара - Ӗпхӳ - Челябинск автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Çутĕç, культура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районра 48 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 22 вăтам шкул; 35 вулавăш, 54 культура керменĕ, ялти пульница пур. Вырăсла «Туймазинский вестник», тутарла — «Туймазы хэбэрлэре» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.

  1. Глава Администрации
  2. Председатель cовета муниципального района
  3. Республика Башкортостан. Общая площадь земель муниципального образования