Ржев çапăçăвĕ (1942-1943)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ржев çапăçăвĕ (1942–1943)
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи,
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Вăхăт 1942 çулхи кăрлач, 8[1]1943 çулхи пуш, 31[2]
Вырăн Ржев, СССР
Пĕтĕмлетӳ Икĕ енчен те хăвата пĕтерекен çапăçусем
СССР çĕнтерĕвĕ
Енсем
Ржев çапăçăвĕ (1942-1943) СССР Виççĕмĕш райх ялавĕ Германи
Çарпуçсем
Ржев çапăçăвĕ (1942-1943) Г. К. Жуков

Ржев çапăçăвĕ (1942-1943) И. С. Конев
Ржев çапăçăвĕ (1942-1943) М. А. Пуркаев
Ржев çапăçăвĕ (1942-1943) М. Г. Ефремов
Ржев çапăçăвĕ (1942-1943) В. Д. Соколовский

Виççĕмĕш райх ялавĕ Г. фон Клюге
Виççĕмĕш райх ялавĕ В. Модель
Çухатусем
Официаллă совет хыпарĕсемпе — 433 пин çын вилнĕ, пĕтĕмĕшле çухатусем — более 1,5 млн çын.[3]


Шаблон:Пулнă çулĕ
Ржев çапăçăвĕ
Ржев-Вязьма (1942) Сычёвка-Вязьма Вязьма (СДÇ) Холм-Жирковский 1-мĕш Ржев-Сычёвка 2-мĕш Ржев-Сычёвка Ржев-Вязьма (1943)
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
СССРа тапăнса кĕни Карели Поляр Лешьен Ленинград Ростов Мускав Севастополь Барвенково-Лозовая Харьков Воронеж-Ворошиловград Ржев Сталинград Кавказ Великие Луки Острогожск-Россошь Воронеж-Касторное Курск Смулен Донбасс Днепр Сылтăм çыранри Украина Ленинград-Новгород Крым (1944) Беларуç Львов-Сандомир Яссы-Кишинёв Хĕвел тухăç Карпат Балтиçум Курлянди Румыни Болгари Дебрецен Белград Будапешт Польша (1944) Хĕвел анăç Карпат Хĕвел тухăç Прусси Анат Силези Хĕвел тухăç Померани Тури Силези Балатон Вена Берлин Прага

Я убит подо Ржевом,
В безымянном болоте,
В пятой роте, на левом,
При жестоком налёте.
Я не слышал разрыва,
Я не видел той вспышки, –
Точно в пропасть с обрыва –
И ни дна ни покрышки.

Летом, в сорок втором,
Я зарыт без могилы.

Ржев çапăçăвĕ — 2004 çултанпа йышăннă ăнлав[4], унăн шутне Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Хĕвел анăç тата Калинин фрончĕсен çарĕсем «Центр» çарĕсен ушкăнĕ хирĕçле Ржев-Сычёвка-Вязьма тĕлĕнче 1942 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче пуçласа 1943 çулхи пушăн 31-мĕшĕччен ирттернĕ уйрăм 4 тапăну операцине кĕртнĕ.

Çакна асра тытмалла: операцисем Ржев тĕлĕнчи пĕрлехи тапăну пайĕсем пулман, вĕсене кашнине хăйне май йеркеленĕ, хушшинчи тăхтавсем уйăх çурăран виççе уйăха çити тăсăлнă. Тĕслĕхрен, Ржев-Вязьма операцине çаплах Ржев çапăçăвĕ шутне мар, Мускав çапăçăвĕ шутне кĕртеççĕ.

Термин пулса тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Ржев çапăçăвĕ» термина Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин историографине раççей историкĕсен — С. А. Герасимовăн, О. Кондратьевăн тата ур. ĕçĕсенче кĕртнĕ. Официаллă совет тата раççей историографинче 1942—1943 çулхи ржев мăкăрăлчăкĕнчи кĕрешӳсене кашни хăй майлĕ совет тапăну операци пек асăннă.[5]

Совет салтакĕн астăвĕмĕнче ржев мăкăрăлчăкĕ, «ржев пĕкки», «ржев ашваклавĕ», «прорва» ятпа юлать. Ржев таврашĕнчи ялсенче «Ржев патне хăваланă» сăмах çаврăнăшĕ пур. Çаплах нимĕçсен вăрçă ветеранĕсем халĕ те «Ржев таврашĕнчи» çапăçусене çӳçенсе асилеççĕ.[6]

Ржев çапăçăвĕн тапхăрĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет çарĕсен ржев мăкăрăлчăкĕн районĕнчи тапăну операцисенче пĕрлехи тĕллĕ ĕçсем пулнă: нимĕçсен «Центр» çарĕсен ушкăнĕн тĕп вăйĕсене Ржев—Вязьма патĕнче аркатса, Ржев, Сычёвка, Вязьма тата урăх хуласене ирĕке кăалрмалла, çакăнпа вара ржев мăкарăлчăкне пĕтермелле. Чылай вăхăт тăршшĕ, 15 уйăх, совет çарĕсем 8 уйăх пынă пĕрин хыççăн теприне тăваттă пысăк тапăну операцине ирттернĕ. Нимĕç енĕ çав вăхăтра Хĕвел тухăç фрончĕн варринчи стратеги енчен тупăшлă плацдарма тытса тăма тăрăшнă.[7]

Совет çарĕсен операцисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Ржев-Вязьма стратегиллĕ тапăну операцийĕ Калинин тата Хĕвел анăç фрончĕсем 008.01−20.04.1942
    Хĕвел анăç фронтăн Белов генерал ертсе пынă çар ушкăнĕн хӳтĕлев операцийĕ — çу-çĕртме, 1942
    Калинин фронт çарĕсен Белого хула патĕнчи Çарсен хӳтĕлев операцийĕ — утăн 2—27-мĕшĕсем, 1942
  2. Хĕвел анăç тата Калинин фронт çарĕсен Пĕрремĕш Ржев-Сычёвка (Гжатск) тапăну операцийĕ30.0701.10.1942 (урăх хыпарпа — 1942 çулхи авăнăн 30мĕшĕччен)
  3. Хĕвел анăç тата Калинин фронт çарĕсен Иккĕмĕш Ржев-Сычёвка тапăну операцийĕ («Марс») — 25.11−20.12.1942
    Пĕр харăс: Калинин фронт çарĕсен пайĕн Великолук операцийĕ — 1942 çулхи чӳкĕн 24-мĕшĕ — 1943 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕ.
  4. Хĕвел анăç тата Калинин фрончĕсен Ржев-Вязьма тапăну операцийĕ 002.03−31.03.1943
    Пĕр харăс: Брянск тата Вăта фронт çарĕсен тапăнăвĕ.

Нимĕç çарĕсен операцисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Ржева илни — юпа, 1941.
  2. Ржевшăн хĕллехи çапăçусем — кăрлач-нарăс, 1942.
    «Ганновер-I» тата «Ганновер-II» операцисем — çу-çĕртме, 1942.
  3. «Зейдлиц» операци — утă, 2-12, 1942.
  4. Ржевшăн çуллахи çапăçусем — утă вĕçĕ — юпа вари, 1942.
  5. 9-мĕш çарĕн блокĕ таврашĕнчи хĕллехи çапăçăвĕсем — чӳк, 25 — раштав, 15, 1942.
    «Буйвол» (ним. Büffel) операци — нарăс, 1943.
  6. Пуш уйăхĕнчи ултăмĕш çапăçу, 1943.

Ржев-Вязьма операцийĕ (1942)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ржев-Вязьма операцийĕ (1942 çулхи кăрлач, 8ака, 20) — Калинин (генерал-полковник И. С. Конев) тата Хĕвел анăç (çар генералĕ Г. К. Жуков) фрончĕсен çарĕсен, Çурçĕр-Хевел анăç тата Брянск фрончĕсем пулăшнипе ирттернĕ тапăну операцийĕ.

Совет çарĕсен 1941/1942 хĕллехи стратегиллĕ тапăнăвĕн пайĕ шутланнă. Унăн тĕлĕ нимĕçсен «Центр» çарĕсен ушкăнне (çарпуçĕ — генерал-фельдмаршал Г. фон Клюге) çапса аркатасси пулнă. Вĕçленмен пулсан, операци Хĕрлĕ Çарăн тапăнăвĕн паллă пайĕ шутланать. Совет çарĕсем тăшмана хĕвел анăç тĕлĕнче 80—250 çм çити тапса янă, Мускав тата Тулă облаçĕсене, Калинин тата Смулен облаçĕсен нумай районе ирĕке кăларнă.

1942 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушăн 30-мĕшĕччен «Центр» ушкăнĕ 330 пин ытла çынна çухатнă.

Совет çарĕсем операцире, официаллă хыпарсемпе килĕшӳллĕ, 776 889 çынна çитнĕ, вĕсенчен тавăрусăрри 272 320, е 25,7 %[8].

Пĕрремĕш Ржев-Сычёвка операцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш Ржев-Сычёвка операцийĕ, е Ржевшăн иккĕмĕш çапăçу (1942 çулхи утă, 30юпа, 1) — Калинин (И. С. Конев) тата Хĕвел анăç (Г. К. Жуков, вăлах пĕтĕм операцине ертсе пынă) фрончĕсен çарĕсем нимĕçсен Ржев-Вязьма мăкăрăлчăкĕнче хӳтĕленнĕ 9-мĕш çарне (генерал-полковник В. Модель) аркатас тĕллевпе ирттернĕ çапăçусем.

Операцинчи совет çарĕсен пĕтĕмĕшле çухатăвĕсем 300 000 яхăн çынна, е операцине хутшăннă РÇХÇ ушкăнĕсен йышĕн 60 %. 1085 яхăн танка çухатнă. 30-мĕш çарăн Ржевшăн çапăçнă чухнехи (1942 çулхи утăн 30-мĕшĕ — юпан 1-мĕшĕ) хăйĕн çухатăвĕсем 99 820 çынпа танлашнă[9].

Нимĕçсем мĕн чухлĕ çухатни паллă мар.

Иккĕмĕш Ржев-Сычёвка операцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕмĕш Ржев-Сычёвка операцийĕ, е «Марс» операцийĕ (чӳк, 25раштав, 20, 1942 çул) — Калинин (М. А. Пуркаев) тата Хĕвел анăç (И. С. Конев) фрончĕсен нимĕçсен 9-мĕш çарне аркатас тесе ирттернĕ операци. Операцие çар генералĕ Г. К. Жуков йеркелесе пынă.

Д. Гланц хыпарланипе, «Марс» операцин виçĕ эрнинче совет çарĕсен 100 пине яхăн салтакпа офицерĕ вилнĕ е пĕр хыпарсăр çухалнă тата 235 пин çын аманнă.

А. С. Орлов урăх цифрăсене палăртать: тавăрусăр çухатусем 70,4 пин çынна çитнĕ, 1366 танк çуннă.
Нимĕçсен енчен 40 000 çын тата 400 танкпа штурм кĕпçи пĕтнĕ.

Ржева ирĕке кăларни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1943 çулхи çулла нимĕçсен В. Моделĕн 9-мĕш çарĕ Ржев-Вязьма мăкăрăлчăкне хăвараççĕ. Çарсене малтанах хатĕрлесе хунă йĕре илсе каяс «Буйвол» (Buffel) операцие ирттернĕ.

Нимĕç çарпуçлăхĕн тактикă енчен тирпейлĕ ĕçĕсене пула нимĕç çарĕсем хупăрлав хăрушлăхран тухма пултараççĕ («Buffel» операцие халĕ нумай патшалăхри çар училищисенче тĕрĕс ирттернĕ чакса пымалли операци тесе вĕрентеççĕ). Тапăнса пырса Хĕрлĕ Çар пушă хулана кĕрет, унта 9-мĕш çарăн арьергарчĕ кăна юлнă пулнă.

Кĕçех 9-мĕш нимĕç çарĕн штабĕ Курск мăкăрăлчакĕн çурçĕр фасне ертсе пырать.

Калинин (А. М. Пуркаев) тата Хĕвел анăç (В. Д. Соколовский) фрончĕсен совет çарĕсем тăшмана хăвалама тытăнаççĕ; çакна 1943 çулхи Ржев-Вязьма операцийĕ (2пуш, 31) тенĕ. Совет çарĕсем фронт йĕррине Мускавран татах 130—160 çм куçарнă.

Официаллă хыпарсемпе, совет çарĕсем операцинче 38 862 çынна çухатнă[10].

Ржев хулине 1943 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче Хĕвел анăç фронтăн 30-мĕш çарĕ ирĕке кăларать.

Пушăн 4-мĕшĕнче британ премьер-министрĕ Уинстон Черчилль хăйĕн çырăвĕпе И. В. Сталина Ржева илнипе саламлать:[11]

Ржева илнĕ ячĕпе манран чи хĕрӳллĕ саламсем йышăнăр. Çурла уйăхĕнчи пирĕн калаçуран Сирĕншĕн çак пурăнан вырăна ирĕклени епле пысăк пулнине эпĕ пĕлетĕп…

1943 çулхи çурла уйăхĕнче Ржев районне Сталин вăрçăра фронта пĕртен-пĕр тухать.

Синематографра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Документалă фильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕмлетӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ржев патĕнчи çапăçусем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин чи нумай юн юхтаруллă эпизочĕ шутланать. Хĕрлĕ Çарăн пĕтĕмĕшле çухатăвĕсем, официаллă хыпарсемпе, мильон çынран ытла пулнă. Юлашки, вăрçă историкĕсен официаллă мар шутлавĕпе, 800—900 пин çын вилнĕ тата 1,5 млн яхăн — суранланнă. Алексей Исаевăн архивсене тĕпчесе тунă ĕçĕсенче, хĕвел анăç тĕлĕнчи операцисенче 1942/кăрлач 1943/пуш тапхăрĕнче çакăн чухле çухату пулнă: тавăрусăр - 392 554 çын; санитари - 768 233 çын[12].

Ржева, юнашар хуласемпе ялсене аркатнă, çунтарнă. 17 уйăх хушшинче Ржева тĕппипех, ытларах, Хĕрлĕ çарăн артиллерипе авиацийĕ ирĕке кăларнă чухне, çĕмернĕ. Оккупацине тăрса юлнă 20 пин çынран[13], ирĕке кăларнă кун — 1943 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче — 150, районĕпе пĕрле — 362 чĕрĕ юлнă. Ржеври 5443 пурăнан çуртран 297 кăна тĕрĕс-тĕкел ларса юлнă. Вăрçă ĕçĕсенчи хулапа района кӳнĕ материаллă шырлăх, Ятарлă Патшалăх комиссин шутлавĕпе, пĕр миллиард çурă тенкĕпе танлашнă.

Астăвăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ржева «Вăрçă мухтавĕн хули» чыслă хисепе тивĕçтерекен диплом

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1978 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнчи хутайĕпе Ржев хулине Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешнĕ чухне хастарлăхшăн,хуçалăх тата культура аталанăвĕнче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе чысланă.

«Хула хӳтĕлевçисем Тăван çершывăн ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешӳре хăюлăх, çирĕплĕх тата массăллă паттăрлăх кăтартнăшăн» Раççей Федерацин Президенчĕн 2007 çулхи юпан 8-мĕшĕнчи 1345 № хутайĕпе Ржев хулине «Вăрçă мухтавĕн хули» чыс хисепе тивĕçтернĕ .

«Ржев ашваклавĕ» пирки А. Т. Твардовский «Я убит подо Ржевом» паллă сăвă ăсталать.[14] Вăрçăна хутшăннăскер, В. П. Астафьев çыравçă, «Прокляты и убиты» роман авторĕ, шалт çапса каланă: «Эпир вĕсене юхан юн шывĕсемпе вилем тăвĕсем айне турăмăр».

2009 çулхи нарăс, 23 НТВ телеканалĕнче Алексей Пивоваровăн «Ржев. Неизвестная битва Георгия Жукова» документалă фильмĕн премьерине кăтартнă . Фильма историллĕ мар, çăлкуçсене тĕрĕслемен тесе тиркенĕ. Хашпĕр публицистсемпе историксен шухăшĕпе, фильмра нумай фактсене йăнăш кăтартнă, автор ăна идеологи туйăмĕпе кăна хайланă.[15][16]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Гланц Д. Крупнейшее поражение Жукова. Катастрофа Красной Армии в операции «Марс» 1942 г. — М.: АСТ, Астрель, 2006. — 672 с. — ISBN 5-17-034382-5.
  • Герасимова С.А. Ржевская бойня. Потерянная победа Жукова. — {{{1}}} м: Яуза, Эксмо, 2009. — 320 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-35203-6

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1941 çулхи юпа, 14 Ржева нимĕç çарĕсем йышăннă. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем çак вăхăта Ржев районĕнчи çапăçусен пуçламăшĕ теççĕ.
  2. ^ Ржев хулине совет çарĕсем 1943 çулхи пуш, 3 ирĕке кăларнă.
  3. ^ «Ржев. Неизвестная битва Георгия Жукова» документалă фильм. — НТВ, 2009.
  4. ^ Большая российская энциклопедия.М, изд. «Российская энциклопедия». Çак энциклопедире Ржевшăн çапăçнă ĕçсене кăтартнă, анчах та «Ржев çапăçăвĕ» термин çук
  5. ^ Герасимова С.А. Ржевская бойня. Потерянная победа Жукова. — {{{1}}} м: Яуза, Эксмо, 2009. — С. 320. — 5 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-35203-6
  6. ^ Герасимова С.А. Ржевская бойня. Потерянная победа Жукова. — {{{1}}} м: Яуза, Эксмо, 2009. — С. 320. — 247—248 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-35203-6
  7. ^ Герасимова С.А. Ржевская бойня. Потерянная победа Жукова. — {{{1}}} м: Яуза, Эксмо, 2009. — С. 320. — 219—228 с. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-35203-6
  8. ^ Россия и СССР в войнах XX века: Потери вооружённых сил / Под ред. Г. Ф. Кривошеева. 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ С. Герасимова. Первая Ржевско-Сычёвская наступательная операция 1942 года (çĕнĕ тишкерӳ)
  10. ^ Россия и СССР в войнах XX века: Потери вооружённых сил / Под ред. Г. Ф. Кривошеева. 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Строго секретное и личное послание от премьер-министра г-на Уинстона Черчилля г-ну Сталину от 4 марта 1943 года(ĕçлемен каçă)
  12. ^ Алексей Исаев. К ВОПРОСУ О ПОТЕРЯХ СОВЕТСКИХ ВОЙСК В БОЯХ ЗА РЖЕВСКИЙ ВЫСТУП. Актуальная история 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  13. ^ Вăрçăччен хулара 56 çын пурăннă
  14. ^ Я убит подо Ржевом. 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. А. Раков.
  15. ^ Алексей Исаев "Ржев. Неизвестная битва Георгия Жукова" фильма рецензилени 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  16. ^ Глеб Таргонский Ржевская битва и «черные копатели» с НТВ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]