Контент патне куҫ

Ăрсиел

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Рысай (Самар облаçĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ăрсиел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Самар облаçĕ
Муниципаллă район Похвиçнĕ
Ял тăрăхĕ Ăрсиел
Координатсем 53°45′10″ с. ш. 52°13′45″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1757
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним ăрсиелсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84656
Почтă индексĕ 446450
Автомобиль кочĕ 63, 163
ОКАТО кочĕ 36 234 846 001
Ăрсиел (Раççей)
Точка
Ăрсиел (Самар облаçĕ)
Точка

Ăрсиел, — Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи ял.

1757-мĕш çулта Чĕмпĕр тата Саккам чăвашĕсем никĕсленĕ. Ял ячĕ, ахăртнех, Рыскандей Юмаев текенскерпе (1762-мĕш çулта ăна асăнни пур) çыхăннă. 19-мĕш ĕмĕрте тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Пăхăрăслан уесĕн Çтуххаль вуласĕнче шутланса танă (Малтан Ĕренпур, кайран Самар кĕпĕрнийĕсенче). Пурăнакансем – чăвашсем тата тутарсем (1928-мĕш çулта – 50%; уйрăм Алькино яла уйрăлса тухнă), до 1860-мĕш çулсемччен — патшалăх хресченĕсем. 1894-мĕш çулта хутла вĕренмелли шкул уçăлнă.

Ялта ĕлĕкренпех тĕне кĕмен чăвашсем пурăннă. ( 18-мĕш ĕмĕр варринче – 100%, каярахпа 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕччен – 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче – 58%, 20-мĕш ĕмĕр вĕсĕнче – 40% яхăн , 130 кил). 1870 мĕш çулсенче хăшпĕрисем ислама куçнă пуль теççĕ. 1905-мĕш çулта çавсем мичĕт уçма ыйтса çыру та çырнă иккен. 1908-мĕш çулта Ăрсиелти тата 22 тĕне кĕмен чăваш ислама куçма кăмăл тунă тет. Ислама тухнă чăвашсен тăхăмĕсем паянхи кун та ялтах пурăнаççĕ. Анчах та вĕсене хальхи вăхăтра "мăссăльмансем" теме çук теес пулать. Тĕне кĕмен шутланакансем, чăн та, пур. Кулленхи уявсем: çĕнĕ çул, çăварни чупни, мункун, çимĕк, вăйă, акатуй, кĕр сăри....

Ыр-хаяр тĕнĕн элеменчĕсем те сыхланса юлнă:хывни, сĕрен, юпа... Çавăн пекех ислам паллисем те пур(хайăр пани). Халах йышĕ: 1763 – 325 çын.; 1781 – 269; 1795 – 327 çын.; 1817 – 190 арçын.; 1824 – 196; 1830 – 214 арçын; 1840 – 528 арçын; 1857 – 685; 1870 – 952; 1884 – 1097; 1897 – 2041; 1910 – 1720; 1928 – 1789; 1992 – 1039; 2002 – 933 çын.[1]

Пĕр тĕлте тата çапла калани пур: 1757-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Заит Абдуллин старшина ертсе пыракан турхансем тата Рысай Ляковпа 20 чăваш килĕшӳ туса хайхисем Хусан уесĕнчи Аксу ялĕнчен куçса килнĕ:

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чувашская энциклопедия. Рысайкино
  2. ^ Государственный Архив Оренбургской обл. (ГАОО), Ф. 6. Оп. 3. Д. 7384а. Л. 21-21 об.

Терентьева О.Н., Ефимова О.Н,, Семенова Т.И. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем.. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. — С. 387. — 2 000 экз. — ISBN 978—5—7670—1547-4