Контент патне куҫ

Сильвестров Василий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сильвестров Василий Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1954 çулхи авăнăн 13-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Чăваш Тимеш ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш Енре
Патшалăх:

СССР, Раҫҫей Федерацийĕ

Альма-матер: Чăваш патшалăх университечĕ

Сильвестров Василий Васильевич, физикăпа математика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ (1992), Раççей И.М.Губкин ячĕллĕ нефтьпе газ университечĕн профессорĕ (2006).

1954 çулта Йӗпреҫ районӗнчи Чăваш Тимеш ялĕнче çуралнă. 1971 çулта Шупашкарта физика-математика шкул-интернатĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ. 1976 çулта Чăваш патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1979 çулта Хусанти патшалăх университечĕн аспирантуринче вĕренсе "Краевая задача Римана для автомоpфных функций в случае гpупп пеpвого класса" (Пĕрремĕш класлă группăсем чухнехи автоморфла функцисен Риманăн чикĕри тĕллевкки) темăпа ăслăлăх кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ.

1991 çулта "Основные задачи теоpии упpугости для плоскости и многолистных повеpхностей с pазpезами" (Лаптакăн тата нумай листаллă касăмлă çийсен пиçĕлĕх теорийĕн тĕп тĕллевккисем) темăпа ăслăлăх тухтăрĕн дисертацине хӳтĕленĕ.

1979-2006 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн математика анализĕпе дифференциаллă танлăхсен кафедринче ĕçленĕ.

2006-мĕш çултанпа – Раççей И.М.Губкин ячĕллĕ нефтьпа газ университечĕн 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. профессорĕ.

Раççей никĕслĕ ăслăлăхсен тĕпчевĕсен фончĕн темиçе грантăн ăслăлăх ертӳçи [1].

Çĕршывсен хушшинчи ĕçлев фончĕн (1993), Лондонри математика ушкĕнĕн(2000, 2002), Асла Британин Физикăпа техника енĕпе ăслăлăх тĕпчевĕсен Канашĕн (EPSRC, 2001), Луизиана штачĕн ăслăлăх ушкăнĕсен канашăн (2004, 2006) гранчĕсене тивĕç пулнă. Сорос профессорĕ (1997-2001).

Теорилле механикăн Раççей наци комитечĕн пайташĕ.

9 ăслăлăх кандидатне хатĕрленĕ.

120 ытла ăслăлăхпа методика ĕçĕсем.

2016-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Испанире хыпарсӑр çухалнă [2], [3], [4] Виллине ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тупнӑ.

Ăслăлăх ĕçĕсем[5]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Antipov Y.A., Silvestrov V.V. Double cavity flow past a wedge // Proceedings of the Royal Society of London. Serie A: Mathematical, Physical and Engineering Sciences. 2008. Vol. 464. No. 2099. P. 3021-3038.
  • Землянова А.Ю., Сильвестров В.В. Задача о подкреплении пластины с вырезом при помощи двумерной накладки // Прикладная математика и механика. 2007. Том 71. Вып. 1. С. 43-55.
  • Antipov Y.A., Silvestrov V.V. Method of automorphic functions in the study of flow around a stack of porous cylinders // Quarterly Journal of Mechanics and Applied Mathematics. 2007. Vol. 60. Pt.2. P. 337-366.
  • Antipov Y.A., Silvestrov V.V. Method of Riemann surfaces in the study of supercavitating flow around two hydrofoils in a channel // Physica D: Nonlinear Phenomena. 2007. Vol. 235. P. 72-81.
  • Antipov Y.A., Silvestrov V.V. Diffraction of a plane wave by a right-angled penetrable wedge // Radio Sciences. 2007. Vol. 42. RS4006. P. 1-15.
  • Antipov Y.A., Silvestrov V.V. Method of integral equations for systems of difference equations in diffraction theory // IMA Journal of Applied Mathematics. 2007. Vol. 72. No. 6. P. 681-705.
  • Antipov Y.A., Silvestrov V.V. Electromagnetic scattering from an anisotropic half-plane at oblique incidence: the exact solution // Quarterly Journal of Mechanics and Applied Mathematics. 2006. Vol. 59. Pt. 2. P. 211-251.

Меслев ĕçĕсем[6]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сильвестров В.В. Как найти множество значений функции // Математика в школе. 2008. № 9. С. 30-34, 61.
  • Сильвестров В.В. Неравенства с параметром на едином государственном экзамене // Математика для школьников. 2008. № 2. С. 3-9.
  • Мочалов В.В., Сильвестров В.В. Уравнения и неравенства с параметрами: Учебное пособие // 1-е изд. Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 1997. 144 с. / 2-е изд., доп., перераб. Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 2000. 144 с. / 3-е изд., доп., перераб. Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 2004. 176 с. / 4-е изд., доп., перераб. Москва: Изд-во РГУНГ, 2006. 192 с.
  • Сильвестров В.В. Множество значений функции: Учебное пособие// Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 2004. 64 с.
  • Сильвестров В.В. Обобщенный метод интервалов: Учебное пособие// Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 1998. 80 с.
  • Сильвестров В.В., Петров Г.В. Теория функций комплексного переменного и ее приложения: Методические указания // Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 1997. 40с.
  • Сильвестров В.В. Теория функций комплексного переменного. Конформные отображения: Методические указания // Чебоксары: Изд-во ЧувГУ, 1987. 32 с.
  • Сильвестров В.В. Степенные ряды и их приложения // Соросовский образовательный журнал. 1998. № 10. С. 124-127.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]