Контент патне куҫ

Солнце

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Солнце
Солнце
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă районЧăнлă
Ял тăрăхĕАслă Накаткин
Координатсем54°26′55″ с. ш. 47°59′19″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимсолнцесем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 84 245
Почтă индексĕ433610
Автомобиль кочĕ73, 173
ОКАТО кочĕ73 254 815 003
Официаллă сайчĕ[bnagatkino.ru bnagatkino.ru]
Солнце (Раççей)
Точка
Солнце (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Солнце - Чĕмпĕр обласĕнчи Чăнлă районĕнчи ял. Чăваш ялĕ тесе шутламалла. Унăн оригиналла чăвашла ячĕ пурррипе çукки паллă мар.

Яла 1923-мĕш çулта Анатри Тимĕрçен çыннисем никĕсленĕ[1]. 2014-мĕш çул тĕлне яла çутçанталăк газĕ çитнĕ. Çак пулăма чаплăн уявланă чухне Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк тата Чĕмпĕр облаç Саккун палăртакан пухăвăн депутачĕ Владимир Камеко пулнă[1]. Çак вăхăтран пуçласа Чăнлă районне газификацилесси 88% çитнĕ. Мĕнпурĕ ку ялти 23 киле газ çитнĕ. Эппин кашни килех мар. Мĕншĕн тесен ялта пурĕ 40 кил, вĕсенчен 33-шĕнче килти хуçалăхпа аппаланакансем пур[1].

2014-мĕш çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 128 çын пурăннă[1].

"Чăнлă хыпарĕсем" кашни эрнере тухать.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Гусарова Елена — Аслă Накаткин ял тăрахĕн гербĕн идейине сĕннĕ çын[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]