Контент патне куҫ

Солонцы

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Солонцы (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ял
Солонцы
Куйбышев шыв управĕн таврашĕ. Декабрь, 2014
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Алексеевски
Ял тăрăхĕ Ромодан
Шалти пайлану урамсем
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним чăвашкультурисем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Почтă индексĕ 422909
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ 92 206 000 046

Солонцы (тут. Солонцы, выр. Солонцы) — Тутарстанăн Алексеевски районĕнчи 1950-мĕш çулсемччен пулнă ял. Кайран вăл Куйбышев шыв управĕ тĕпне юлнă. (Ун чухне ăна "Жигули шыв управĕ тенĕ" Алексеевски районĕнчи кунашкал ялсем:

  • Вăрманкас
  • Солонцы (ялăн чăвашла ячĕ пулни-пулманни паллă мар)
  • Чăваш Культури

Çак пулнă ялсен координачĕсем те халлĕхе паллă мар. Солонцы ялĕн чăн-чăн чăвашла ячĕ те пулма пултарнă. Анчах та вăл паллă мар. Тупансан — статья ятне те улăштарма тивет.

Ял тытăмĕ, йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутарстанти Алексеевски районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Ерыкла, Пӳлер (Билярск), Ҫӑлкуҫ (Родник), Чӑваш Майни (Чувашская Майна), Чикан Пӑлак (Тиганбуляк), Шеме (Шама)[1].

Çăлкуçра ак çапла каланă:

<Куçару: План тăрăх Солонцы, Вăрманкасси, Чăваш Культури текен чăваш ялĕсене (мĕнпурĕ 126 кил) Ромодан текен яла куçармалла пулнă.>

Чăннипе вара куçса каясси урахларах пулса иртнĕ[2][3]:

<Куçару: Пирĕн килйыша 1953-мĕш çулта Вăрманкасран куçарчĕç, анчах Ромодана мар, Элкел районĕ çумĕнчи Савинские, унта пирĕн тăвансем пурнатчĕç, — тет Константин Максимов, — эп хам салтакраччĕ, тăван каласа пачĕ, Солонцы текеннин çыннисем Лебедино ялне куçнă, хăшĕсем Ромодана, тата теприсем Савинские. Историлле тăван çĕршыва, Чăваш Ене, таврăнакансем те пулнă. Тăвансем патне çывăхарах вырнаçма тăрăшнă. Куçасси пĕр уйăхран кая мар вăхăтра иртнĕ. Аякка куçакансем çурт куçарассипе аппаланман, компенсаци илнипех çырлахнă.>

Малалалла çапла каланă:

<Куçару: Кăмăлсăррисем паллах пулнă. Хăнахнă вырăнтан куçасси савăнтарман. Ахаль куçнă чухне те мĕн чуль япала çухалать, кунта вара ак мĕнле! Хашĕсем нумаях пулмасть çеç çĕнĕ пÿрт лартнă, икĕ çул та иртмен — каллех куçмалла! Ара, шыв айне путса вилейместĕн вĕт! Çапах та патшалăх политикинчен çынсем иртме шутламан. Куçнă чухне ним те вырăнта хăварман. Нӳхрепсем, пусăсем юлнă, анчах ыттине, турпас таранччен, йăлт пĕрле илнĕ.>

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]