Контент патне куҫ

Тани Юн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Таня Юн ҫинчен куҫарнӑ)
Тани Юн
Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Бурашникова Татьяна Степановна
Çуралнă вăхăт: 1903, кăрлач, 28
Çуралнă вырăн: Чурпай ялĕ, Етĕрне уесĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Етĕрне районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1977, юпа, 6
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Професси: раççей чăваш актриси
Карьера: 1926 — 1937
Тани Юн сăнӳкерчĕкĕсем

Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ - Бурашникова, 1903, кăрлач, 28, Чурпай ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Республикин Етĕрне районĕ) — 1977, юпа, 6, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи тата тăлмачĕ, чăваш театрĕпе кино актриси, чăваш халăх культурин паллă ĕçченĕ.

ССРП ÇП пайташĕ (1957).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тани Юн нимĕç «Film und Volk» журнал хуплашкинче

Тани Юн Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче 1903 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче çуралнă.

Революциччен вăл Пĕрçырлан пуçламăш шкулĕнче, кайран Мăн Сĕнтĕрти иккĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Етĕрнере иккĕмĕш ступеньлĕ шкултан вĕренсе тухсан 1921 çулта Мăн Сĕнтĕрти иккĕ класслă, В. И. Ленин ячĕллĕ Мускаври çарпа спорт шкулĕсенче пĕлӳ илнĕ. 1922 çулта ăна физкультура инструкторĕ пулма Шупашкара яраççĕ. Кунта вăл тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.

1924-мĕш çулранпа Тани Юн хăйĕн пурнăçне яланлăхах театрпа çыхăнтарать. Чăваш драма театрĕнчи А. И. Слабодский ертсе пынă тата Чăваш патшалăх театрĕн студинче пĕлӳ пухнă. Чăваш тата вырăс драма театрĕсенче вылянă. Кунта ăна Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пулас мăшăрĕ, асăрханă.

1937-1940 çулсенче репрессине лекнĕ. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш АССР прокурорĕ Таньăна ареслеме хушнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара ăна тĕрмене хупнă. Пĕр уйăх иртсен, 1937 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ăна ыйтусем пама пуçланă. Иккĕмĕш хут ыйтма пуçласан, раштавăн 1-мĕшĕнче ăна ют çĕршыври çынсемпе çыхăннăшĕн айăплама тытăннă. Хĕненĕ хыççăн вара ăна явапа йышăнма алă пустарнă. Çав çулах, раштавăн 5-мĕшĕнче Таньăна, "япун контрразведкипе" ĕçленĕ тесе айăпланă, 8 çуллаха тĕрмене хупнă. Асап курма ăна Казахстан ССР-ĕн Караганда облаçĕнчи Долинка салине ăсатнă.

1938 çулхи кăрлачра унăн хĕрĕ, Изида, Сталин патне амăшне ирĕке кăлармашкăн çыру çырнă, анчах та хурава кĕтсе илеймен. Лагерьтен Татьяна темиçе хутчен те хăйĕн ĕçне тепĕр хут пăхса тухма, ăна йăнăшпа хупса лартнă пирки çырнă.

1940 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш АССР ШĔХК Тани Юн ыйтăвне пăхса тухнă та ăна тĕрĕс мар тесе палăртнă, ирĕке кăларнă. Анчах та актриса ĕçне пикенме чарнă.

Вăрçă хыççăн Мускаври А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан киностудире режиссер ассистенчĕ пулса ĕçленĕ.

1950 çулсенчен пуçласа литература ĕçне пикеннĕ. Вырăс çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

1977 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Тани Юн мĕн виличчен театра юратнă

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕлеткипе хитре пулнăран, тата выляма та лайăх вылянă пирки вăл «Чăвашкино» студи ӳкернĕ нумайăш чăваш фильмĕсенче ӳкерĕннĕ. Пĕрремĕш картини Волжские бунтари ятлă пулнă. Кунта вăл пĕчĕк роле кана вылянă: çĕтсе кайнă ачана шыракан амăшне. Ăна вăл питĕ лайăх вылянă. Ытти кинолентăсенче вăл ытларах енĕпе тĕп рольсене вылянă.

Тани Юн

Кинори рольсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тани Юн вылянă фильмсем[1]:

Театрти рольсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Глафира ("Волки и овцы", 1936)
  • Наталья ("Васса Железнова", 1936)
  • Эмилия ("Отелло", 1942)
  • Мирандолина ("Трактирщица" К.Гольдони, 1946)
  • «Аристократы», Н. Погодин;
  • «После бала», Н. Погодин;
  • «Волки и овцы», А. Островский;
  • «Платон Кречет», А. Корнейчук;
  • «Анисса», А. Калган.

Литература ĕçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сцена ĕçĕсĕр пуçне актриса литература енчен те пултаруллă. Чăваш Ен архивĕнче ун пьессисем, куçарăвĕсем вырнаçнă. Вăл Островскин "Бешенные деньги", И. Поповăн «Семья» пьессисене, Т. Семушкинăн «Алитет уходит в горы», Н. Шундикăн «На севере дальнем» романсене , Драйзерăн калавсене тата ыттисене куçарнă.[2]

Максимов-Кошкинский чăваш драма театр никĕслевçипе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕрĕ хушнипе», *"Эх, Йăван!", «Подлость» çырнă. 1972 çулта хăй асаилĕвĕсене çырса хунă: «Иртнĕ кунсем-çулсем». Тани Юн И. Максимов-Кошкинскипе пĕрле çырнă пьесăсем:

  1. Тани Юн. Аса илес килменнисем. // Газета "Хыпар", 1993, февраль, 2.
  2. Антонов М. Асран кайми йĕр хăварчĕ / М. Антонов // Коммунизм ялавĕ. — 1983. — 28 кăрлач.
  3. Орлов Г. Актриса, тăлмач / Г. Орлов // Ялав. — 1973. — № 1.
  4. Родионов Л. Актриса, тăлмачă, драматург / Л. Родионов // Коммунизм ялавĕ. — 1973. — 20 нарăс.
  5. Антонов М. Тани Юн — первая чувашская киноактриса / М. Антонов // Советская Чувашия. — 1993. — 30 янв.
  6. Игнатьева С. Прекрасный дьявол / С. Игнатьева // Чебоксарские новости. — 1993. — 28 янв.
  7. Матвеева Г. И стали мгновения историей / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2005. — 23 июля.
  8. Романова Ф. Театр, любимый народом / Ф. Романова. — Чебоксары, 1973. — С. 79.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Тани Юн. РГУ "Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики", ГУ. Тĕрĕсленĕ 18 Юпа уйӑхӗн 2011.
  2. ^ Чăваш Ен архивĕ 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Тани Юн пултарулăх çулне пуçланă ялта асăну хăмине вырнаçтарнă