Тимофеев Григорий Тимофеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Тимофеев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Григорий Тимофеев
220px
Çуралнă вăхăт: 1878, кăрлач, 21
Çуралнă вырăн: Тĕрлемес ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районĕ, Кивĕ Тĕрлемес ялĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1937, юпа, 17
Вилнĕ вырăн: ГУЛАГ
Ĕçлев тĕсĕ: {{{Ĕçлев тĕсĕ}}}

Тимофеев Григорий Тимофеевич (1878 çулхи кăрлач, 21, Тĕрлемес, халĕ Кивĕ Тĕрлемес ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районĕ1937 çулхи юпа, 17, ГУЛАГ) — чăваш çыравçи[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1878 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче (халĕ Кивĕ Тĕрлемес) çуралнă.

Ялти шкултан, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1896 çулта, учитель ятне илнĕ хыççăн, ăна Тутарстанри Элшел ятлă чăваш ялне ачасене вĕрентме янă.

Элшелте ĕçленĕ чухне вăл Пӳркел таврашĕнчи чăваш ялĕсене пĕрмаях кайса çӳренĕ, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене нумай çырса илнĕ, "Тăхăръял" ятлă этнографииллĕ очерксемпе халăх сăмахлăхĕн кĕнекине пухса хатĕрленĕ.

1925 çулта Г. Тимофеев Шупашкара куçса килнĕ. Тăлмачăра, учительте ĕçленĕ. Ун хыççăн пĕтĕм çемйипе Çĕпĕре куçса кайнă: малтан Кемĕр, унтан Новокузнецк хулисене çитнĕ. 1931-1937 çулсенче Ăренпур облаçĕнчи Абдулино районĕнчи Кăрми ялĕнче пурăннă, шкулта ачасене математика, вырăс чĕлхине вĕрентнĕ.

1937 çулта ăна контрреволюционер тесе тĕрмене хупнă, çав çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче персе вĕлернĕ. 1967 çулта унăн таса ятне тавăрнă.

Пултару ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш халăхĕн историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ "Тăхăръял" ал çырăвĕ авторне таса ят тавăрнă хыççăн тин, 1972 çулта, кун çути курнă. Иккĕмĕш хут ăна 2002 çулта пичетлесе кăларнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Родионов, В. Григорий Тимофеев (1878–1937) / В. Родионов // Тимофеев, Г. Т. Тăхăрьял / Г. Т. Тимофеев. – Шупашкар, 2002. – С. 5–13.
  • Ксенофонтов, Г. Н. Знатные люди, проживавшие в Козловке до революции // Ксенофонтов, Г. Н. Знатные люди – выходцы из Козловского района / Г. Н. Ксенофонтов. – Куславкка, 2004. – С. 88–91. – Из содерж.: Тимофеев Григорий Тимофеевич (1878–1937).
  • Питернова, В. Тимофеев в годы учебы в Симбирской чувашской учительской школе / В. Питернова // Халăх шкулĕ = Народная школа – 2003. – № 2. – С. 70–72.
  • Тимофеев Григорий Тимофеевич // Исследователи этнографии и археологии Чувашии : биобиблиогр. слов. – Шупашкар, 2004. – С. 262–263.

Сидорова E.С.//Чуваши в Оренбургском крае.- Ăренпур, 1998.- С. 60.

  • Волчков В. Видный чувашский этнограф и педагог//Знамя (Козлов. р-н).- 1997.- 3 июля.
  • Иванов А.Г. Г.Т. Тимофеев//Ученые записки/ ЧНИИ при Совете Министров Чуваш. АССР.- Шупашкар, 1968.- Вып.40.- С.319-321.
  • Сидорова E.С. Г.Т. Тимофеев - чувашский писатель и этнограф//Чуваши в Оренбургском крае.- Ăренпур, 1998.- С. 56-62.
  • Сироткин М.Я. Г.Т. Тимофеев//Сироткин М.Я. Очерки дореволюционной чувашской литературы.- Шупашкар, 1948.- С.114-119.
  • Юнгеров Н. Учитель-этнограф//Сувар.- 1998.- çĕртме, 12.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]