Контент патне куҫ

Тухӑҫ Ази

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗ карттинчи Тухӑҫ Ази

Тухӑҫ Ази (Тухӑҫ Аҫи, китай 東亞, 东亚, кор. 동아시아, яп. 東アジア, монг. Дорнод Ази) — Азин тухӑҫ пайӗ, тӗнчери географи, политика, этнос-этеплӗх регионӗ.

Регион лаптӑкӗ — 11 839 074 км².

Тухӑҫ Ази Лӑпкӑ океанӑн Япон, Тухӑҫ-Китай тата Кӑнтӑр-Китай тинӗсӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Регионти ҫӗр чӗтренӳ хастарлӑхӗ пысӑк. Тухӑҫ пайри климат - муссонлӑ, нӳрлӗ, час-часах тайфунпа шыв илни. Тухӑҫ Азин океантан инҫетре вырнаҫнӑ Тибетре тата Монголире хаяртарах климат. Регионти чи пысӑк патшалӑх - Китай Халӑх Республики.

Тухӑҫ Азие кӗрекен патшалӑхсем:

Анчах физика-географиллӗ Монголи, ҫурҫӗр-анӑҫ Китай (Синьцзян, Тибет, Шалти Монголи, Цинхай, анӑҫ Сычуань, ҫурҫӗр Ганьсу) Вӑтам Азие кӗреҫҫӗ.

Регионти чи пысӑк экономикӑпа аталаннӑ Китайпа Япони. Китай Халӑх Республики час-часах аслӑ вӑй (акăл. super power) пек палӑртать. Ази тигрӗсем текеннисем - Кӑнтӑр Корейпе Тайвань.

Регион халӑх йышӗ - 1,618 миллиард ҫын, ку тӗнчен халӑх йышӗн 21,8% е пӗр пиллӗкмӗшӗ ытла. Региона Инди хыҫҫӑн тӗнчери чи халӑх йышлӑ ҫӗршыв кӗрет - Китай. Анчах халӑх кал-кал мар пурӑнать. Халӑх йышлӑхӗ чи пысӑк кӑнтӑр-тухӑҫ Китайра, Тайваньте, Корей ҫурутравӗнче, Японире. Монголипе ӑнаҫ Китай халӑхпа кӑшт кӑна йышлӑ.

Этноспа тӗн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тухӑҫ Азири чи пысӑк халӑхсем ку ханьсем, японсем, корейсем. Тухӑҫ Азири китай-тибет, япон-рюкю, тӗрӗк (уйгурла тата казахла), монгол, тай-кадай, мяо-яо, австронези (Тайвань чӗлхисем) чӗлхе йышӗсем тата уйрӑмлатнӑ корейле, айнула сарӑлнӑ.

Регионта конфуцилӗх, буддизм, даосизм, синтоизм, христанлӑх пур

Халӑхӑн ватӑлни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тухӑҫ Азин ҫӗршывӗсен халӑхӗ (Монголисӗр) пур Ҫӗрте пек (Сахарӑран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ ҫӗршывсемсӗр) ватӑлнин процесӗсем пуҫланӑ, тата унпа чӗннӗ аталаннӑ ҫӗршывсенче демографи кризисӗ, Европӑпа Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азин (Сингапур е Таиланд пек) ҫӗршывӗсен халӑхӗсем Ҫӗрти ватӑлнин шайӗ питӗ ҫӳллӗ. Анчах Европа ҫӗршывӗсенчен уйрӑлса тӑракан Ази ҫӗршывӗсенчи йывӑртарах иммиграци политикине пула вӗсен халӑхӗн ватӑлни чарӑнмасть[1][2][3][4][5][6][7].

Ҫакӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Infographic on Global Population Trends (акăлч.) (2020-03).
  2. ^ Heidi Learner Japanification: Is Global Deflation Ahead? (акăлч.) (2020-03-01).
  3. ^ Global Health and Aging (акăлч.) (2011-10). Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2021.
  4. ^ World Population Ageing 2019 Highlights (акăлч.) (2019). ISBN 978-921148325-3
  5. ^ Global Issues. Ageing (акăлч.).
  6. ^ About Global Aging (акăлч.).
  7. ^ Haseltine, William A. Why Our World Is Aging (акăлч.) (2018-11-19).