Контент патне куҫ

Урпаш (Çĕрпӳ районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Урпаш
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районÇĕрпӳ
Ял тăрăхĕВăрманкас Чурачăк ял тăрăхĕ
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Почтă индексĕ429240
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Урпаш (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Урпаш ялне кӗрсен, трассӑран килсен. Сулахаялла - Хӗрлӗ ту
Урпаш клубӗ

Урпаш (выр. Орбаши), — Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи ял[1].

Халӑх йышӗ, ял тытӑмӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкартан 30 ҫх инҫе, Ҫӗрпӳрен 10ҫх, чукун ҫултан 15 ҫх. Ялта лавккапа клуб пур. Шкула ачасем Хӗрлӗтӑва ҫырма урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Урпаша тата ҫырма урлӑ ларакан, тӑватӑ килтен тӑракан Ураслӑ ятлӑ ял кӗрет.

XIX ӗмӗрте Туҫирен уйрӑлса килнӗ халӑх Урпаша никӗсленӗ. Халӑхӗ чӑваш. 1866 ҫулччӗн патшалӑх хресченӗсемччӗ, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, выльӑха ӗрчетнӗ, ҫӗвӗ ӗҫӗпе хӑтланнӑ, урапа-ҫуна ӑсталанӑ. 1931 ҫулта «Политотдел» колхоз туса хунӑ.

Халӑх йышӗ:

ҪулКилХалăх йышĕ Арҫын Хӗрарӑм
186627205 103 102
1897252 125 127
192651249 112 137
1939243 103 140
1979199 79 120
200258123 61 62
20104395 49 46

XIX ӗмӗртен 1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Лапра вулӑсне (выр. «Чемерчеевская волость») тата Çĕрпӳ вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Çĕрпӳ районне кĕрет. 1948 ҫулта нумайӑшӗ Кенигсберга - Калининград облаҫне кайрӗ, вӗсем Ҫӗньяла кайрӗҫ.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]