Контент патне куҫ

Котлеев Виталий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Котлеев Виталий Иванович
Çуралнă вăхăт: 1933, юпа, 29
Çуралнă вырăн: Урпаш, Çĕрпӳ районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 1989, çу, 14
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, РСФСР, ССРП
Патшалăх:

ССРП РФ

Ăслăх сфери: филологи
Ĕç вырăнĕ: Чăваш педагогика институчĕ: ăслăх ĕçтешĕ/декан
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
Ăсчах хисепĕ: доцент
Альма-матер: Чăваш педагогика институчĕ
Чыславсемпе парнесем


«Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медаль
«Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕ

Котлеев Виталий Иванович (29.10.1933, Урпаш, Çĕрпӳ районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 16.5.1989, Шупашкар, РСФСР, ССРП) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.

ССРП тата РСФСР халăха вĕрентес ĕçĕнче палăрнăскер, Чăваш АССР Аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премин лауреачĕ (1991)[1].


1933 çулхи юпа уйăхĕн 29 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралнă. 1953 çулта Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институчĕн ăслăх ĕçтешĕ (1958—1959), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вĕрентекенĕ, доценчĕ (1963—1989), вырăс чĕлхи кафедрин пуçлăхĕ (1967), филологи факультечĕн деканĕ (1971) пулнă.

1989 çулхи çу уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ. Тăван ялĕн çăвинче пытарнă.

Ăслăхри ĕç-пуçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Структура слога в чувашском языке» темăпа доктор диссертацине çырнă.

Чăваш чĕлхи фонетикин чи паллă специалисчĕ, сасă тытăмне фонологи енчен тишкерессине пуçараканĕ. Унăн фонетика ыйтăвĕсене çутатса паракан ĕçĕсем пĕр пĕтĕмĕшле системăллă курсăн пайĕсем пулса тăраççĕ. Чăваш чĕлхинчи фонемăсен системине, сасăсен пулăвне, вĕсен пахалăхне, сасăсене фонологи енчен, чăваш чĕлхин сасă тытăмне пуçласа сыпăк сингармонизмĕпе çыхăнтарса тĕпченĕ. Сингармонизмлă сыпăксене вĕсенчи уçă сасăсемпе хупа сасăсене тата фонетикăри ытти тĕрлĕ пулăмсене, вĕсен физиологийĕпе акустика паллисене тĕрлĕ приборсемпе усă курса тĕпченĕ.

Çĕнĕ терминсем тăвас ĕçе йĕркеленĕ, фонетикăн чи кирлĕ ăнлавĕсен чăвашла-вырăсла словарьне туса хатĕрленĕ.

Виталий Котлеев ĕçĕсем ют çĕршывсенче тухса тăракан сборниксемпе журналсенче те пичетленнĕ.

  • Фонетика. Ш , 1978;
  • Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ. Ш., 1981;
  • Чăваш, фонетика терминологийĕ çинчен // Ăслăлăх çырăвĕсем. 88-мĕш кăларăм. Ш., 1979;
  • Чăваш чĕлхи. Ш., 1988 (Л.П. Сергеевпа пĕрле).

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Хузангай А. П. Котлеев Виталий Иванович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001.
  • Сергеев Л.П., Чернов М.Ф. Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ çинчен // Коммунизм ялавĕ. 1982. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Котлеев В.И. // Сов. Чувашия. 1989. 16 мая;
  • Федотов М. Р. Пурсăмăра та кирлĕ грамматика // Ком. ялавĕ. 1989. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Горшков А.Е. Вăхăтсăр сӳннĕ талант //Хыпар. 1993. Окт. 29-мĕшĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]