Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ
Шупашкарти 2-мĕш физикă-математикă шкул-интерначĕ | |
Хупнă | 1981 |
---|---|
Директор | Русин В. А. |
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | 24 çурт, Уруков урамĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР |
Шупашкарти ФМШ е Шупашкарти физика-математика 2-мĕш №-лĕ шкул-интерначĕ е ЧШИ-2 (1968- 1981) — Чăваш Республикин Чăваш университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интерначĕ.
Интернатăн пĕррĕмĕш директорӗ Егоров пулнӑ, вӑл Чӑваш АССР вӗренӳ министерствинче шкул тунӑ, шкул 1968 ҫулта уҫӑлнӑ. Егоров 1971 ҫулта вилнӗ те, вара шкул директорĕ пулса В. А. Русин ĕçленĕ.
Адресĕ: 24-мĕш çурт, Уруков урамĕ, Мускав районĕ, Шупашкар.
1981 çулта шкула хупнă.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шкула кĕме республикăри шкулсенчен, уйрăмах ялсенчи, физикăпа математикăна çивĕч чухлакан вĕренекенсене йыхравланă. Çичĕ класс программине ăнăçлă вĕçленĕ хĕр ачапа арçын ача çуллахи кану кунĕсенче Шупашкара килсе хăйĕн физика, математика хевтелĕхне тĕрĕсленĕ. Ятарлă программăпа вĕренме пултарнă шкул ачине саккăрмĕш класа вĕренме килме сĕннĕ.
Шкулра 8-, 9-, 10-мĕш классенче пĕлӳ панă. А, Б, В, Г, Д, Е, Ж тан (параллельлĕ) классем пулнă. Шкул пурĕпе 2000 ача вӗреннӗ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Интерната Чăваш университечĕ çумĕнче 1968 ҫулта уçнă. Асăннă университет ФМШ-ан ăслăлăх никĕсĕ шутланнă.
Шкулран вĕренсе тухнă çамрăксем Шупашкарти аслă пĕлӳ керменĕсене çеç мар, Мускав, Ленинград (Санкт-Петербург), Хусан, Чулхула тата урăх хула университечĕсене вĕренме кĕнĕ.
Яш-кĕрĕм çаплах аслă çар училищисенче инженер-командир профессине алла илме кăмăлланă.
Шкул-интернатра вĕренекенсем физика, математика, хими тата урăх олимпиадăсенче пĕлӳ çивĕчлĕхĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
1981 çулта шкула хупаççĕ. Сăлтавĕ: шкулран вĕренсе тухакансенчен тăваттăмĕш пайĕ çеç Шупашкарта вĕренме юлать.
1980 çулта шкул-интернат вырăнĕнче, унăн çурчĕсенче педагогика колледжĕ ĕçлеме тытăннă. Халĕ вара ача-пӑча ӳнер шкулӗ те уçăлнă.
Вĕрентӳçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Физика:
- Александрова Тамара Васильевна
- Николаев Владислав Николаевич
- Хромова Алла Яковлевна
- Чугунова Алевтина Семеновна, вĕренӳ пайĕн ертӳçи
- Математика:
- Буряк Галина Васильевна
- Гриценко Галина Яковлевна
- Степанова Маргарита Ивановна
- Николаев Геннадий (Генрих) Кузьмич
- Хими:
- Шерстнёва Зоя Леонидовна
- Наталья Аркадьевна ...
- Истори:
- Тамара Ивановна ...
- Вырăс чĕлхи/литература:
- Ирина Александровна
- Пахат Зоя Федоровна
- Слепова (Егорова) Людмила Павловна
- Воробьева Тамара Васильевна
- Чăваш чĕлхи/литература:
- Антонова Зоя Серафимовна, фил. ăсл. канд.
- Физкультура:
- Поляков Евгений Александрович
- Анатолий Яковлевич ...
- Мусăк:
- Михайлов Анатолий Михайлович, композитор.
- Воспитательсем:
Московкина Лина Николаевна
Шкулран вĕренсе тухнă паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Свешников Владимир Васильевич - Чăваш Республикин патшалăх канашĕн депутачĕ.
- Сильвестров Василий Васильевич - физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор[1]
- Иванов Алексей Васильевич, усламçă[2], «Аксар» студин йĕркелевçи, ертӳçи.
- Михайлова Наталия Леонидовна, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ [3].
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăсăклă хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕлпулăва кашни çулах çурла уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче ирттерме йышăннă. Пуçтарăну вырăнĕ — шкул картишĕ.
Сăн ӳкерчĕксен пухăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
8 "Б" класс, 1970 çул.
-
8 "Б" класс, 1970 çул.
-
10 "А" класс, 1980 çул.
-
10 "А" класс, 1980 çул.
-
9 "Д" класс, çуркунне, 1979 çул.
-
10 "Д" класс, 1979 çул.
-
10 "В" класс, 1981 çул.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Газпа нефть институчĕн сайчĕ çинче 2012 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Алексей Иванов: "Влиять на мировую культуру"
- ^ Беркли лабораторийӗн ертӳçи
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чебоксарская средняя школа-интернат №2 с углубленным изучением физики и математики 2012 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку пĕлӳ илни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |